Викингсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тэгсем: Мобиллĕ япаларан тӳрлетни через мобильное приложение
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Viking_longship.png|right|350px|thumb|Викинкăсен ладьи (паянкунхи ӳкерчĕк)]]
'''Викинкăсем''' — [[Скандинави]]ри хĕçпăшаланнă морякĕсем. [[VIII ĕмĕр]]ĕн вĕçĕнчен пуçласа Европăри патшалăхсен тинĕс хĕрринчи çĕрĕсене тустарнă, аркатнă, унтах хăйсен колонийĕсене никĕсленĕ. Çак тапхăра (эпохăна) [[VIII bad buny beybe chambeaĕмĕр|VIII]] — [[XI ĕмĕр|XI ĕмĕрсенче]]сенче скандинавсен экспансийĕ питĕ анлă пулнăран хăшпĕр историксем «викинкăсен тапхăрĕ» тесе палăртаççĕ.
 
== Истори ==
Викинкăсем çинчен чи пĕрремĕш анкăл-сакс хроникисенче çырнă, çак тинĕс вăрă-хурахсем [[787]] çулта Дорсетри [[Портленд]] çине тапăннă пулнă. Тепĕртакран, [[793]] çулхи [[çĕртме, 8]], вĕсем Нортумбрири Линдисфарн утравĕнчи анкăл-саксăсен таса Кутберт мăнастырĕ çине тапăннă. Малалла нормансем татăçах [[Шотланди]]не, [[Англи]]не, [[Ирланди]]не, çаплах кăнтăралла та —[[Франци]]не, [[Испани]]не тата [[Итали]]не çитсе çӳренĕ. [[IX ĕмĕр]]те тухăçра швеци викинкĕсем (варяксем) [[славянсем|славянсемпе]]пе финн-укăр халăхĕсен çĕрĕсене те пырса кĕнĕ. Скандинави купсисемпе текĕрчĕсем скандинави кнеçĕсем ертсе пынипе [[Атăлçи]]пе [[Днепраялне]] те çитеççĕ, [[Висанти]]пе арапсен Каспиçум хулисем çине харçасемпе кайнă. [[Швеци]] варякĕсен текĕрчĕсем [[Владимир]]па [[Ярослав]] [[Чулхула]] кнеçĕсен тапăну вăйĕсем пулса тăраççĕ.
Малтан вĕсем уйрăм ушкăнсемпе тапăнса-çаратса çӳренĕ пулнă, [[IX ĕмĕр]] пуçламăшĕнче скандинавсен патшалăх тытăмĕсем çирĕпленсен викинкăсем пысăк çарсемпе харçăсене çӳренĕ. Вĕсем ĕнтĕ ют çĕрсене çаратнă çеç мар, çав çĕрсене туртса илме тытăннă.
Анкăл-саксăсен патшалăхĕсене тата Англин анăçпа çурçĕр пайĕсене оккупацилени Дани викинкĕсен чи ăнăçлă харçи пулать. [[Уэссекс]]ăн патши [[Аслă Альфред]]ăн датчансемпе мир хучĕ çырма тивнĕ, вĕсен Британири çĕрĕсем пуррипе килĕшнĕ. Викинкăсен Акăлчан çĕрĕнчи тĕп хули [[Йорк]] пулса тăрать. Датчансемпе норвегсем Ирландире те чылай çĕрсене ярса илнĕ. Вĕсем, сăмахран, икĕ çĕрçуллăх тапхăрĕпе [[Дублин]]ра хуçаланнă. Франксен патшисем норман текĕрĕсен ертӳçĕсемпе пĕрлĕхсем тунă. Çапла, датчансен конунгĕн пĕр тăванĕ Фризи çĕрĕсен тăранĕ пулса тăрать, тепри — Хастейнĕ — Шарт графĕ пулать. [[863]]—[[911]] çулсенче [[Роллон|Хрольф Çуранçӳрен]] викинкĕ [[Нейстри]]ри франксен çĕрĕсене туртса илсе Нормандире пĕрремĕш херцăк [[Роллон]] ятпа хуçаланма тытăнать.
17-мĕш йĕрке:
 
== Этимологи ==
'''«Викинк»''' термин ăçтан пулса тухни паллă çук. Хăш тĕпчевçĕсем ăна авалхи скандинави сăмахĕ vík — кӳлмек, тинĕс пырĕ пулать теççĕ. Ing аффикс хушсан, кӳлмекрен тухнă çынна куçать. Çапла ĕнтĕ, viking — кӳлмек çынни. Çавăн пеекех, '''«викинг»''' сăмахран вырăссен «[[витязь]]» ([[Фасмер]] ăнлантарнă май, славян *vit|e,ʒjr'|, иккĕленӳсĕрех, герман *víking-, ĕлĕкхиĕлĕххи исланди víkingr; ватă *vic|e,ʒjr'| диссимиляци хыççăн *vit|e,ʒjr'| (тĕсл. ''ц'' — це́рковь, цата тата ытти) куçать.
Паянхи «викинк» терминĕ хăйĕн палăртăвĕпе авалхи скандинавсен тепĕр терминĕпе çывăх — «[[нормансем]]» (çурçĕр çыннисем).