Пăлхарпи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Çĕнни: '''Пăлхарпи''' — Атам патша хĕрĕ. Пăлхарпи XII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче пурăннă. == Пурнăçĕ == Аталç...
 
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
 
6-мĕш йĕрке:
Çапла икĕ чаплă çемйе пĕрлешнĕ хыççăн чăваш-пăлхар ăстаçисем вырăссене питĕ илемлĕ керменсемпе чиркӳсем тума пулăшаççĕ. Улатимĕр хулинчи чи чаплă чиркӳсемпе мăнастырсене чăваш-пăлхарсем тунă. Вĕсен шутĕнче [[Нерли (юханшыв)|Нерли]] шывĕ хĕрринчи Пукрав чиркĕвĕ. Çак чиркĕве хăпартма чулсене [[Атăл]] таврашĕнчен туртса пынă.
Малтанласа Пăлхарпипе Андрей килĕшӳллех пурăнаççĕ. Вĕсен виçĕ ывăл çуралать. Пĕрне аслашшĕне хисеплесе Юрий ята параççĕ. Тепĕр икĕ ывăлĕ нумаях пурăнаймаççĕ, вилеççĕ.
Анчах та Андрей питĕ чаркаш та хаяр çын пулнă, вăл вăрçăсăр пĕртте пурăнайман. Вăл вара тăванлашнă чăваш-пăлхарсемпе вăрçма шутлать. Çав хушăрах ĕлĕкхиĕлĕххи килĕшĕве пăсас мар текенсем те тупăнаççĕ.
Çапла майпа Суздальпе Улатимĕр кнеçлĕхĕнче икĕ политика ушкăнĕ пулса тăрать.
«Хурчкасен» ушкăнне Андрей кнеç ертсе пырать, «кăвакарчăнсен» партине унăн арăмĕ — Пăлхарпи — тытса тăрать. «Кăварçăсем» вара Андрея [[1174]] çулта вĕлернĕ, тенĕ вырăс чăнлавĕсенче. Анчах та вĕсен Юрийе аслă кнеç тăвас ĕçĕ ăнăçмасть. Пăлхарпин шăпи пирки шанчăк пĕлтерӳсем çук. Ывăлĕ вара кăнтăр еннелле, кабардинецсем патнелле тарать, унтан Грузи çĕрне лекет те [[Тамара пике-патша]]н упăшки пулса тарать.