Шăмăршă районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Viktor
Тэг: Каялла тавăр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
60-мĕш йĕрке:
'''Шăмăршă районĕ''', — [[Чăваш Ен]]ĕн кăнтăр енче вырнаçнă [[район]]. Районăн администрациĕ [[Шăмăршă]] салинче вырнаçнă.
 
Çурçĕр енче [[Патăрьел районĕ|Патăрьел районĕпе]]пе, хĕвеланăç енче [[Улатăр районĕ]]пе, хĕвелтухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче [[Тутарстанăн Çĕпрел районĕ|Тутарстанăн Çĕпрел районĕпе]]пе тата [[Чĕмпĕр облаçĕ|Чĕмпĕр облаçĕпе]]пе, хĕвелтухăç енче [[Тутарстанăн Пăва районĕ|Тутарстанăн Пăва районĕпе]]пе чикĕленет.
 
Шăмăршă районĕн территоринче Тутарстанăн виçĕ анклавĕ вырнаçнă, çавăн пекех Шăмăршă районĕн анклавĕсем [[Тутарстан|Тутарстанпа]]па [[Чĕмпĕр облаçĕ]] чиккинче ([[Улмаллă]] ял), [[Тутарстанăн Çĕпрел районĕ|Тутарстанăн Çĕпрел районĕнче]]нче ([[Канаш (Шăмăршă районĕ)|Канаш паçулки]]) тата [[Тутарстанăн Пăва районĕ|Тутарстанăн Пăва районĕнче]]нче ([[Максим Горький паçулки|Максим Горький]] паçулки)вырнаçнă.
 
== Кун-çулĕ ==
Пĕрремĕш хут [[Хырла (юханшыв)|Хырла]] тăрăхĕпе унти ялсем пирки [[XVI]] ĕмĕр варринчи, вырăс çарĕсем [[Хусан ханлăхĕ]]не хирĕç çапăçма кайнă вăхăтри хутсенче асăнаççĕ. Анчах ку вырăнсенче çынсем авалранах пурăннă. Археологсем Никишкинăпа Улмаллă ялĕсем патĕнче ĕлĕкхиĕлĕххи пурăнмалли вырăнсене тупнă. [[IX]]–[[XIII]] ĕмĕрсенче Шăмăршă тăрăхĕ [[Атăлçи Пăлхар]]а кĕнĕ. [[1236]]-мĕш çулта монгол-тутарсен çарĕ Атăлçи Пăлхара аркатнă хыççăн, нумай çынна вĕлернĕ, ыттисем вăрмансене тарнă. Вара çак вырăнта «тискер хир» пулса кайнă.
 
[[XVI]] ĕмĕр варринчен, Хусан ханлăхĕ Раççей патшалăхне кĕнĕ хыççăн, çынсем каллех кунта пурăнма тытăнаççĕ. Иккĕ тапхăра палăртаççĕ:
75-мĕш йĕрке:
Çак ялсене [[Чăваш республики]]н çурçĕр тата вăта районсенчи [[чăвашсем]], [[Кокшайск уесĕ]]нчи [[çармăссем]], [[Хусан уесĕ]]нчи чăвашсемпе [[тутарсем]], [[Улатăр уесĕ]]нчи [[ирçесем]] никĕсленĕ.
 
[[1797]]-мĕш çулта [[Чĕмпĕр кĕперни]]нче генералла çĕр виçевне пуçланă. Хресчен общинисен, [[улпут|улпутсен]]сен, хуласен тата ыттисен çер чиккисене палăртнă. Çак вăхăтра Шăмăрша районĕн ялĕсем [[Пăва уесĕ]]н Вăрманкасси, [[Хура Ката]], [[Кахăрлă]] вулăсĕсене кĕнĕ.
 
[[1835]]-мĕш çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сенат хутайĕпе килĕшӳллĕн Чĕмпĕр кĕпернинчи патшалăх хресченĕсене Императăр Килĕн министерствин удел Департаментне куçарнă. Вулăссем вырăнне удел прикаçĕсем туса хунă. Хальхи Шăмăршă районĕн хресченĕсене Чĕмпĕр удел кантурĕн Шăхаль, Шăмалак тата Парки приказĕсене лекнĕ.