Кословккă (Патăрьел районĕ): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Surjection (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
79-мĕш йĕрке:
 
Никĕсленнĕ хыççăнах ял [[Аслă Патăрьел районĕ|Аслă Патăрьел районне]] кĕнĕ. [[1935]]-мĕш çулхи [[çу, 19|çу уйăхĕн 19]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]], [[1939]]-мĕш çулхи [[нарăс, 22|нарăс уйăхĕн 22]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Чкаловски районĕ|Чкаловски районне]], [[1957]]-мĕш çулхи [[чӳк, 20|чӳк уйăхĕн 20]]-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]] кĕрет<ref>[http://zakupki.cap.ru/kladr/book/к.htm Чăваш Ен пурăнан вырăнсем]</ref>.
=== ĔлĕкхисенеĔлеххисене аса илни ===
Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне ([[тирек]]сем, Америка [[вĕрене|вĕренисем]]) ''шкул пахчи'' теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш [[шкул]] çурчĕ пулнă. Кословккă тата [[Пăлакасси]] ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи [[вĕрентекен|вĕрентевçĕсем]] — В.И.Уруков тата унăн мăшăрĕ А.А.Урукова. Вăл шкула ĕлĕкхиĕлĕххи [[топографи]] [[карттă|карттисем]] çинче паян та курма май пур<ref>[http://www.etomesto.ru/tut121749/ ĔлĕкхиĔлеххи карттăсем онлайн.]</ref>. Алкумлă, уçă верандăллă [[çурт]]. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра [[ял]] [[халăх]]не кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев [[хайлав]]ĕпе майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).
 
ĔлĕкхиĔлеххи шкул çуртĕнчен аякрах мар выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите пулнă. Унпа юнашар — ''"ферма хĕрĕсен" пÿрчĕ''. Кăштахран выльăх фермине пĕтернĕ. Вара "ферма хĕрĕсен" пÿртне [[шкул]] валли усă курмалла тунă — шăп пĕр вĕренÿ класĕ вырнаçмалăх. Пурăна-киле шкулăн тата тепĕр çурт та пулнă — пĕчĕк çырма леш енче, Пăлакасси еннерех. Мĕнпур ачасем [[Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)|Кивĕ Ахпÿртре]] вĕренме пуçласан, çуртсем пурте майĕпен пĕтнĕ, çухалнă (урăх çĕре куçарса кайнă е вутта янă).
 
Вылăх фермине асăннă пулсан, ''[[силос]] шăтăкĕсене'' те манса каймалла мар. Мĕнпурĕ тăваттă. Кайран вĕсене те экскаваторпа килсе хуплаттрнă. Кирпĕчрен тунă урлăмĕсене ахаль çынсем май килнĕ таран сÿтсе килĕсене илсе кайнă (апла тума никама та чарман).
92-мĕш йĕрке:
Лавккапа хире-хирĕçех Кословккă тата [[Пăлакасси]] ялĕсен вулав çурчĕ тата клубĕ пулнă. Малтан пĕчĕкрех çуртра, кайран пысăкраххинче. Унта камсем тата хăçан ĕçленине çырса кăтартсан та пит аван пулмалла.
 
ĔлĕкхиĔлеххи ытти палăрăмсенчен Симĕс урам тĕлĕнчи (автоçул леш енче) çиларманне тата ун çумĕнчи кану çуртне асăнмалла асăнмалла. 1970-мĕш çулсенче çав çиларманне тепĕр хут ĕçлеттерсе яма та хăтланса пăхнă. Юлашки арманçă — Вячеслав (Вечча, ашшĕ ячĕ паллă мар) Самоваров.
 
Хăрах кас тĕлĕнче вара, çул леш енчех, — колхоз йĕтемĕ. Хурал пÿрчĕ те пулнă унта. Халĕ унта нимех те çук, ахаль пуш вырăн çеç. Меттал конструкцисенчен тунă тăрăллă лаптăка сÿтсе илсе сутса яни те нумаях вăхăт иртмен-ха.