Гаврилова Агафья Гавриловна: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Surjection (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
{{Политик
| Ят = Агафья Гаврилова
| Тăван ят = Агафья Гавриловна Гаврилова
| Ӳкерчĕк =
| Çуралнă вăхăт = [[1878]], [[кăрлач, 26]]
| Çуралнă вырăн = [[Энĕш Кăршка]] ялĕ, {{ÇВ|Хусан кĕперни|Хусан кĕпернинче}}, [[Раççей империйĕ]]
| Вилнĕ вăхăт = [[1918]], [[юпа, 7]]
| Вилнĕ вырăн = [[Хусан]] [[хула|хули]]
| Ĕçлев тĕсĕ =
| Ĕçсен чĕлхи =
}}
'''Гаврилова Агафья Гавриловна''' ([[1878]]-мĕш çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕ, [[Шупашкар уесĕ]]нчи [[Энĕш Кăршка]] [[ял]]ĕ – [[1918]]-мĕш çулхи юпан 7-мĕшĕ, [[Хусан]] [[хула|хули]]) – [[чăвашсем|чăваш халăхĕн]] наци ирĕклĕхĕн юхăмĕн хастар пайташĕ, журналист. Шуррисем Хусана илсен, унта [[Хыпар (хаçат)|"Хыпар" хаçата]] редакциленĕ.
== Пурнăç пуçламăшĕ ==
Агафья Гавриловна Гаврилова — паттăртан та паттăр чăваш хĕрарăмĕ. Вăл [[1878]]-мĕш çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче ун чухнехи [[Хусан кĕперни]]н [[Шупашкар уесĕ]]нчи [[Энĕш Кăршка]] ялĕнче (халĕ — [[Çĕрпӳ районĕ]]) çуралнă. [[Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕ|Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн]] хĕрарăмсен вĕрентĕшĕнче ăс пухнă. Икĕ çул [[Кăнна Кушки]]нче [[вĕрентекен|вĕрентевçĕ]] пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Ку ялти кунĕсем Агафья Гавриловашăн еплерех иртме пултарнине [[Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович|И.С.Максимов-Кошкинский]] асаилĕвĕсемпе паллашсан пĕлме пулать<ref>Максимов-Кошкинский И.С. Манăн ачалăх кунĕсем. — Ялав, [[1973]], 9№.</ref>.
 
[[Хусан]]ти ют йăхсен вĕрентевçисене хатĕрлекен семинарийĕнче экстерн меслечĕпе экзамен панă. [[1896]]-мĕш çултан пуçласа 11 [[çул]] хушши [[Тури Чаткас]]ри шкулта хĕрачасене вĕрентсе пурăннă. Унтан ăна Л.Н.Толстой идейисене пропагандăланăшăн кăларса янă<ref>[http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=1325 ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ]</ref>. Çапла вара унăн Хусана килсе лекмелле сиксе тухнă.
 
== Хусанти пурнăçĕ ==
Шамов пульниццинче [[бухгалтер]] пулса ĕçленĕ. (Асăннă [[пульницца]] каярахпа 2-мĕш Совет пульницци ятпа паллă пулнă, [[1920]]-мĕш çултанпа — Хусан университечĕн клиника пульницци<ref>[https://www.idelreal.org/a/29000521.html "Поволжье сто лет назад": Лечебное дело в новой Казани.]</ref>). Мĕнре-ха çакăн сăлтавĕ? Мĕншĕн тесен вĕрентевçĕ ĕçне малалла тăсма унăн ирĕк пулман-тăр. Хусанта мĕнле адреспа пурăнни те паллă<ref>Леонтьев А.П. [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkst_0_0000709.pdf ПРОВОЗВЕСТНИК ЧУВАШСКОЙ ПЕЧАТИ К 100-летию первой национальной газеты] // Лик, 2005, №3. — С.135.</ref>:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|Правая сторона Булака, д. № 61. кв. Кудрявцева<ref>Эппин, асăннă çурт çине асăну хăми çапма пулать.</ref>}}<small><Куçару: Булак шывĕн сылтăм енĕ, 61-мĕш çурт, Кудрявцев хваттерĕ.></small>
{{Цитата вĕçĕ}}
 
[[1917]]-мĕш çулхи çу уйăхĕнчен — [[Хыпар (хаçат)|"Хыпар" хаçатра]]. Тата тепĕр уйăхран эсерсен партине кĕрет. Çурла уйăхĕнче — Чăваш Наци Пĕрлĕхĕн (ЧНО) секретарĕ пулса тăрать. Çавăн пекех вăл Чăваш Çар Пĕрлĕхĕн хыснаçи те (укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене туса пыраканĕ). [[1918]]-мĕш çулхи утă уйăхĕнче вăл тăрăшнипе Чăваш Хĕрарăмĕсен Пĕрлĕхĕ йĕркеленет. Шуррисем [[Хусан]] [[хула|хулине]] йышăнсан Комуч ертÿçисенчен пĕри [[Алюнов Гариил Фёдорович|Алюнов Г.Ф.]] хушăвĕпе "Хыпар" хаçат редакторне лартаççĕ. Пурĕ виçĕ номер кăларма ĕлкĕрет. Хĕрлисем килсен ЧК органĕсем ăна айăпласа персе вĕлереççĕ. [[2006]]-мĕш çулта реабилитациленĕ.
 
== Еплерех вилни ==
Хĕрлисем [[Хусан]]а тытса илсен, Агафья Гаврилова [[хула]]ран, ыттисемпе пĕрле, тухса тарать. Анчах та кăшт вăхăт иртсен, тем сăлтавпа, хăй пурăннă хваттере таврăнать. Унта ăна ярса тытаççĕ.
 
== Публицистикăри пултарулăхĕ ==
* Гаврилова А.Г. Чăваш офицерĕсем // Хыпар. 1918. № 1. 1 сент. С. 3.
== Агафья Гаврилова сăнарĕ чăваш литературинче ==
[[Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович|И.С.Максимов-Кошкинский]] çырнă "Тĕрлемес таврашĕнче" пьесăра пур унăн [[сăнар]]ĕ.
== Çавăн пекех пăхăр ==
* [[Урукова Ольга Васильевна]].
* [[Нухрат Антонина Ивановна]].
 
== Вуламалли ==
* Леонтьев А.П. [http://hypar.ru/sites/default/files/aleksey_leontev_hypar_minuvshee_i_nastoyashchee.pdf "Хыпар": Минувшее и настоящее. Факты. События. Личности. Судьбы.] Чебоксары, 2011.
* Прокопьева, Р. "Я всех вас люблю...". Так сказала редактор газеты "Хыпар" Агафья Гаврилова незадолго до расстрела : [О Агафии Гавриловой (Укахви) редакторе газеты "Хыпар"и секретаре правления Чувашского национального общества и Т. H. Hиколаеве (Тимофее Хури), журналисте, известном революционере] / Римма Прокопьева // Хыпар на русском- Дайджест. - 2003. - 22 февр. (№ 2). - С. 7.
* [[Станьял Виталий Петрович|Станьял В.П.]] [http://respublika21.ru/index.php/publikatsii/item/588-zakatilos-zolotoe-solntse «Закатилось золотое солнце...»] — "Республика" хаçатăн сайчĕ. Статьян 16.03.2016 хыççăнхи редакцийĕ.
* Элли Илле. Агафья Гавриловӑна асӑнса : ["Хыпар" хаҫат редакторӗ пулнӑ А. Гавриловӑна халалланӑ сӑвӑ] / Элли Илле // Хыпар. - 2006. - 10 пуш. - С. 12
* Элли Илле. Хĕрарăм тата эшафот. // Хыпар (хаçат), 164-65 №№, [[2007]], çурла, 25.
* Изоркин А.В. Пули революции безжалостны… // Их имена останутся в истории. Вып. 2. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1994. С. 90–96.
* Изоркин А.В. Революцин вĕри тăхланĕ // Хыпар. 1993. №173. 23 авг. С. 2.
 
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
== Каçăсем ==
* [http://www.chgign.ru/a/news/720.html А.П. ЛЕОНТЬЕВ. О ТРАГИЧЕСКОЙ СУДЬБЕ ГАЗЕТЫ «ХЫПАР»-3 И ЕЕ РЕДАКТОРА АГАФЬИ ГАВРИЛОВНЫ ГАВРИЛОВОЙ]
 
[[Категори:Пайăр çынсем, алфавитпа]]
[[Категори:Чăваш Енĕн паллă çыннисем]]