Кословккă (Патăрьел районĕ): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Surjection (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
{{Пĕлтерĕшсем|Куславкка (пĕлтерĕшсем)}}
{{Пĕлтерĕшсем|Козловка (пĕлтерĕшсем)}}
{{ПВ-Раççей
|статус = Ял
|чăвашла çĕлĕк = Кословккă
|тăван çĕлĕк = ''Кословккă''
|герб = Coat of Arms of Chuvashia.svg
|ялав = Flag of Chuvashia.svg
|lat_deg = 55|lat_min = 04|lat_sec = 24
|lon_deg = 47|lon_min = 42|lon_sec = 21
|CoordAddon =
|CoordScale =
|ЯндексКарта = http://maps.yandex.ru/map.xml?mapID=1200&mapX=4109338&mapY=7027003&scale=7&descx=4109338&descy=7027003
|регион карттин пысăкăшĕ =
|район карттин пысăкăшĕ =
|регион = Чăваш Ен
|регион тапăлра = Чăваш Ен
|район тĕсĕ = Муниципаллă район
|район = Патăрьел районĕ
|район тапăлра = Патăрьел районĕ{{!}}Патăрьел
|пурăнан тăрăх тĕсĕ = Ял тăрăхĕ
|пурăнан тăрăх = Туçа ял тăрăхĕ
|пурăнан тăрăх тапăлра = Тури Туçа ял тăрăхĕ{{!}}Туçа
|шалти пайлану = виçĕ [[урам]]
|пуçлăх = Углёв Константин Анатольевич
|никĕсленĕ вăхăт = 1929
|пĕрремĕш асăну =
|малтанхи ятсем =
|статус = Ял
|лаптăк = 280632 тăв.м<ref name="Демографи">[http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=306&id=2216093 Туçа ял тăрăхĕн паспорчĕ.]</ref> ~ 0,3
|ПВ центрĕн çӳллĕшĕ =
|пурăнан халăх = 143
|халăх çыравĕн çулĕ = 2010<ref>Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.</ref>
|йышлăх =
|агломераци =
|наци йышĕ = [[чăвашсем]]
|конфесси йышĕ = православсем
|этнохороним = кословккăсем
|вăхăт тăрăхĕ =[[UTC+3]]
|почтă индексĕ =429354
|почтă индексĕсем =
|телефон кочĕ = 83532
|автомобиль кочĕ = 21, 121
|цифрăллă идентификатор = 97 207 870 003
|категория Commons-ра =
|сайт = http://gov.cap.ru/main.asp?govid=306
}}
 
'''Кословккă''' ({{lang-ru|Козловка}}), — [[Чăваш Ен]]ĕн [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районĕнчи]] [[ял]]. Ял [[Пăла (юханшыв)|Пăла]] [[юханшыв|шывĕн]] сылтăм çыранĕнче, [[Пăлакасси]] тата [[Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)|Кивĕ Ахпÿрт]] хушшинче, вырнаçнă. Ялта [[клуб]], фельдшер-акушер пункчĕ (ФАП)<ref>[http://www.batyrevo-crb.med.cap.ru/structure/162 Козловка-Булаковский фельдшерско-акушерский пункт.] — БУ «Батыревская центральная районная больница» Минздрава Чувашии</ref>, райпо [[лавкка|лавкки]] пур, — ку объектсене пурне те юнашарти Пăлакассипе "пайлать" темелле. Вĕсем чăннипе юлашкинчен асăннă ялăн официаллăн çирĕплетнĕ территорийĕнче<ref>[http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=306&id=2023599 Пăлакассин тĕплĕ картти.]</ref> вырнаçнă.
 
Икĕ ял çав тери тачă çыхăннине кура, [[массăллă информаци хатĕрĕсем|массăллă информаци хатĕрĕсенче]] те<ref>Сăмахран, ак çакăнта пăхăр: [http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=306&id=66745&page=38 Публикации » Ача çулталăкне халалласа: Сцена çинче - фабрика çăлтăрĕсем.]</ref>, официаллă хутсенче те<ref>[http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=306&id=155156 Организации, предприятия и учреждения.]</ref>, çавăн пекех йăла-йĕркере те, час-часах "Козловка-Пăлакасси" тесе асăнни пулать.
== Тавралăх ==
Рельеф уйрăмлăхĕсене илсен, Кословккă [[хĕвелтухăç]] тата [[хĕвеланăç]] енсенчен икĕ пĕчĕк ятсăр [[çырма]]семпе чикĕленсе тăрать теме пулать. Асăннă çырмасем [[Пăла (юханшыв)|Пăлана]] юхса тухаççĕ теме май çук, мĕншĕн тесен вĕсем чăннипе Пăла çумĕнчи айлăм вырăнта хăйсем тĕллĕн вĕçленеççĕ, çухалаççĕ. Анчах та ик-виç теçетке çул каялла ятарлă дамба тунă хыççăн, хĕвеланăç енчи ятсăр çырма Пăланах тухма тытăннă теме пулать. [[2015]]-мĕш çулта çав дамба çумĕнче ятарласа ''пĕчĕк кÿлĕ'' пекки те чавнă. [[Экономика]] тĕллевĕсемпе теес пулать. Вăл [[вырăн]] хур-кăвакал усрама, ытти выльăх-чĕрлĕхе шăварма кирлĕ. Паллах, унта [[пулă]] ĕрчетесси пирки [[сăмах]] тăмасть.
== Халăх йышĕ. Экономика ==
{| class='standard' style='text-align: center;'
| colspan=15 | '''Пĕтĕмĕшле демографи кăтартăвĕсем'''<ref>[http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=845 Чăваш энциклопедийĕ]</ref>
 
|--- class='bright'
| colspan=12 | Пĕтĕмпе|| colspan=2 |
|--- class='shadow'
|çул || 1939 || 1979 ||2002 || 2010 || 2012<ref>[http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc Чăваш республикин пурнакан вырăнĕсенчи йыш.] (Ку таблицăсенче шăпах [[2012]]-мĕш çулхи палăртавсем).</ref> || 2013<ref name="Демографи" /> || 2014<ref name="Демографи" /> || 2015<ref name="Демографи" /> || 2016<ref name="Демографи" />
|---
 
|çын ||118 арçын<br> 124 хĕрарăм || 104 арçын<br> 130 хĕрарăм || 74 арçын<br> 102 хĕрарăм || 69 арçын<br> 74 хĕрарăм || 170 || 157 || 156 || 154 || 153
|---
 
|кил || <small>паллă мар</small> || <small>паллă мар</small> || 56<ref name="Шут">Кунта, ахăртнех, çынсем ялан пурăнакан çуртсене çеç палăртнă пулмалла.</ref> || 51<ref name="Шут" /> || 58<ref name="Шут" /> || <small>паллă мар</small> || <small>паллă мар</small> || <small>паллă мар</small> || 63
|}
 
 
[[1929]]-мĕш [[çул]]та [[Пăлакасси]] ялĕпе пĕрле "Канаш" колхоз йĕркеленĕ. Çав колхозăн пĕрремĕш ертÿçи Никандр(ашшĕ ячĕ паллă мар) Мышин пулнă; ăна такамсем темшĕн çапса вĕлереççĕ те колхоз председателĕ пулма ял никĕслевçине А. Г. Козлова суйлаççĕ, вăл вара çичĕ çул хуçалăха ертсе пырать<ref>Матросов И. Çак яла Козловка теççĕ. // Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ, [[1984]], декабрь, 4. Ытларикун.</ref>.
 
==Ял урамĕсем==
Хальхи вăхăтра ялта виçĕ урам. Мир урамĕ, Симĕс урам тата Лавкка<ref>Лавкки, каланă ĕнтĕ кунта, чăннипе [[Пăлакасси]] ялĕн официаллă территорийĕнче вырнаçнă.</ref> урамĕ. Лавкка урамне халăхра ''Хăрах кас'' теççĕ. Юлашкийĕ хăрах йĕрлĕ пулнипе çеç мар, ыттисенчен кĕскереххипе те уйрăлса тăрать. Вăл малтанхисенчен чылай каярах ([[1950]]-мĕш çулсенче) çĕкленнĕ. Симĕс урамăн мăшăрлă енĕ те [[1990]]-мĕш çулсенче [[çурçĕр]] еннелле кăштах (икĕ [[çурт]] чухлĕ) вăрăмланнă, — Козлов Л.Г. тата Мышин Н.В. хуçалахĕсем хушăннă. Мир (''Лешкас'') тата Симĕс урамсене чул сарнă, чăн та, пахалăхĕ пысăках мар. Хăрах кас еннелле аслă çултан (историлле "Пăва çулĕ") темиçе теçетке [[метр]] чухлĕ [[асфальт]] сарнă, малалла вара ним те сарман (çынсем хăйсем тĕллĕн, нимĕнле проектсăр уни-кунисем пăрахнисене шутламасан) ахаль [[çул]] каять.
 
Çак асăннă виçĕ урама варринчен ''пралук'' (çуран çÿремелли [[тăкăрлăк]]) пĕрлештерсе тăрать. Симĕс урамра вăл, сăмахран, 13-мĕш тата 15-мĕш çуртсем хушшинче. Малалла асăннă пралук пĕр енчен Кивĕ Ахпÿртелле, тепĕр енчен Пăлакассинелле тăсăлать.
==Истори==
Ку ял Патăрьел районĕнчи чи çĕнĕ [[пурăнакан вырăн]]сен шутне кĕрет. [[1929]]-мĕш çулта никĕсленнĕ шутланать. Çыннисем кунта [[Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ)|Çĕнĕ Ахпӳрт]] ялĕнчен куçнă. Çак ĕçĕ пуçарса яраканĕ Александр Григорьевич Козлов (?—[[1945]]) пулнă. Вăхăтĕнче икĕ çул хушши хĕрлисен майлă пулса [[граждан вăрçи]]не те хутшăннăскер, отходник шучĕпе [[нехтă]] кăларнă çĕрте ĕçленĕскер, коммунист. Шăпах ун [[хушамат]]не кура яла та çаканашкал [[ят]] панă. Каярахпа А.Г.Козлов [[лейтенант]] [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи|Аслă Аттелĕх вăрçинче]], Кёнигсбергшăн пынă çапăçусенче, пуç хунă<ref>[[Мулюков Геннадий Фёдорович|Г.Ф.Мулюков.]] Ордена Ленина колхоз "Гвардеец". Ч., 1983. 43 с.</ref>. Калас пулать, А.Г.Козлов фронтран янă пĕр çыру 1970-мĕш çулсемчченех упраннă. Унтан ăна, ĕмĕрлĕхе упранмалла тесе, Туçари выăтам шкула панă. Вара вăл çав ялти музее лекме пултарнă. Çыру хальхи вăхăтра упранни/упранманни паллă мар.
 
Никĕсленнĕ хыççăнах ял [[Аслă Патăрьел районĕ|Аслă Патăрьел районне]] кĕнĕ. [[1935]]-мĕш çулхи [[çу, 19|çу уйăхĕн 19]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]], [[1939]]-мĕш çулхи [[нарăс, 22|нарăс уйăхĕн 22]]-мĕшĕ хыççăн [[Чăваш Енĕн Чкаловски районĕ|Чкаловски районне]], [[1957]]-мĕш çулхи [[чӳк, 20|чӳк уйăхĕн 20]]-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]] кĕрет<ref>[http://zakupki.cap.ru/kladr/book/к.htm Чăваш Ен пурăнан вырăнсем]</ref>.
=== Ĕлĕкхисене аса илни ===
Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне ([[тирек]]сем, Америка [[вĕрене|вĕренисем]]) ''шкул пахчи'' теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш [[шкул]] çурчĕ пулнă. Кословккă тата [[Пăлакасси]] ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи [[вĕрентекен|вĕрентевçĕсем]] — В.И.Уруков тата унăн мăшăрĕ А.А.Урукова. Вăл шкула ĕлĕкхи [[топографи]] [[карттă|карттисем]] çинче паян та курма май пур<ref>[http://www.etomesto.ru/tut121749/ Ĕлĕкхи карттăсем онлайн.]</ref>. Алкумлă, уçă верандăллă [[çурт]]. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра [[ял]] [[халăх]]не кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев [[хайлав]]ĕпе майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).
 
Ĕлĕкхи шкул çуртĕнчен аякрах мар выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите пулнă. Унпа юнашар — ''"ферма хĕрĕсен" пÿрчĕ''. Кăштахран выльăх фермине пĕтернĕ. Вара "ферма хĕрĕсен" пÿртне [[шкул]] валли усă курмалла тунă — шăп пĕр вĕренÿ класĕ вырнаçмалăх. Пурăна-киле шкулăн тата тепĕр çурт та пулнă — пĕчĕк çырма леш енче, Пăлакасси еннерех. Мĕнпур ачасем [[Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)|Кивĕ Ахпÿртре]] вĕренме пуçласан, çуртсем пурте майĕпен пĕтнĕ, çухалнă (урăх çĕре куçарса кайнă е вутта янă).
 
Вылăх фермине асăннă пулсан, ''[[силос]] шăтăкĕсене'' те манса каймалла мар. Мĕнпурĕ тăваттă. Кайран вĕсене те экскаваторпа килсе хуплаттрнă. Кирпĕчрен тунă урлăмĕсене ахаль çынсем май килнĕ таран сÿтсе килĕсене илсе кайнă (апла тума никама та чарман).
 
[[Лавкка]] пирки калас пулать. Хальхи Симĕс урамри 25-мĕш çуртăн пахчи хыçĕнче, çырма леш енче пулнă. Кăнтăр еннерех — [[цистерна]], унта сутмалли [[краççын]]а усранă. Цистернăна кăштах çĕр ăшнелле чавса вырнаçтарнă, çавăнпа вăл тĕлте путăк-шăтăксем халĕ те курăнаççĕ-ха. Анчах та вăл путăк-шăтăксем (валсемпе урсем) ăна кăна мар, килти пахчасен чи аякра пулнă чиккисене те палăртаççĕ. Каярахпа пĕчĕклетнĕ пахчасен чиккисене куçарнă, анчах пĕчĕкçĕ валсемпе урсем (вĕсен йĕррисем) тăрса юлнă. Пĕчĕклетнĕ пахчасен вырăнĕнче йĕркеленнĕ тĕлте, лавккаран [[хĕвелтухăç]]нерех, сĕрмелли-çунтармалли япаласен çурма [[çĕрпÿрт]] евĕр йĕркеленĕ управĕ те пулнă пĕр [[вăхăт]]ра.
 
Çав асăннă сивĕ, хутман лавккара чăн малтан С.М.Макаров ([[1903]]-[[1942]]) ĕçленĕ пулмалла. Вăл [[вăрçă|вăрçа]] кайсан — кĕске вăхăт хушши унăн ывăлĕ П.С.Макаров ([[1925]]-?) тăнă ĕç вырăнне, унтан — çак çынсен хĕрĕ тата йăмăкĕ Е.С.Макарова (Чернова) ([[1927]] çур.). Юлашкинчен асăнни вара лавккана пăрахăçличченех, ăна урăх çĕрте никĕсличченех тата ун хыççăн та пăртак вăй хунă суту-илÿре.
 
Лавккапа хире-хирĕçех Кословккă тата [[Пăлакасси]] ялĕсен вулав çурчĕ тата клубĕ пулнă. Малтан пĕчĕкрех çуртра, кайран пысăкраххинче. Унта камсем тата хăçан ĕçленине çырса кăтартсан та пит аван пулмалла.
 
Ĕлĕкхи ытти палăрăмсенчен Симĕс урам тĕлĕнчи (автоçул леш енче) çиларманне тата ун çумĕнчи кану çуртне асăнмалла асăнмалла. 1970-мĕш çулсенче çав çиларманне тепĕр хут ĕçлеттерсе яма та хăтланса пăхнă. Юлашки арманçă — Вячеслав (Вечча, ашшĕ ячĕ паллă мар) Самоваров.
 
Хăрах кас тĕлĕнче вара, çул леш енчех, — колхоз йĕтемĕ. Хурал пÿрчĕ те пулнă унта. Халĕ унта нимех те çук, ахаль пуш вырăн çеç. Меттал конструкцисенчен тунă тăрăллă лаптăка сÿтсе илсе сутса яни те нумаях вăхăт иртмен-ха.
 
==Паллă çыннисем тата ытти харкамлăхсем==
* Наташкин Николай Александрович, — РСФСР тава тивĕçлĕ [[механизатор]]ĕ<ref>Колхоз "Гвардеец" в девятой пятилетке (1971-1975 годы). Ч., 1976. — С. 9.</ref><ref>Çĕнĕ Ахпÿртре çуралнă, çамрăклах килйышĕпе Кословккăна куçса килнĕ.</ref>.
* Хитров Арсентий Иванович, — [[вĕрентекен|вĕрентевçĕ]]-ветеран ([[мусăк]] тата [[чăваш чĕлхи]]пе [[литература|литературине]] вĕрентнĕ), "Пăлакасси вальсĕ" текен [[хайлав]]ăн (юррăн) [[автор]]ĕсенчен пĕри (кĕввине çырнă); хальхи [[вăхăт]]ра кÿршĕлле Пăлакассинче пурăнать<ref>[http://www.obrazov-gkan.edu21.cap.ru/?t=hry&eduid=4266&hry=./4111/14606/17407/17588 ХИТРОВ АРСЕНТИЙ ИВАНОВИЧ.]</ref>.
* Хитрова Василиса Васильевна ([[1941]] çур.), — ялти [[вулав çурчĕ|вулав çуртĕнче]], клубра, каярахпа [[Кивĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ)|Кивĕ Ахпӳртри]] культура çуртĕнче нумай вăхăт ăнăçлă ĕçленĕскер; купăсçă-баянçă, тĕрлĕ пĕрлĕхлĕ ĕçсен йĕрекелевçи.
* Хитров Иван Фёдорович, Патăрьеленчи пульниццара рентгенолог пулса ĕсленĕ. Район шайĕнчи волейболист. Хальхи вăхăтра [[Патăрьел]]ĕнче пурăнать.
* [[Долгов Анатолий Николаевич]] ([[1948]] çур.) , [[мусăк]] [[вĕрентекен|вĕрентевçи]], милици ĕçлевçи ([[1979]]-[[1997]]-мĕш çулсенче [[Патăрьел районĕ]]н шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă), [[1997]]-[[2003]]-мĕш çулсенче районти вĕрентÿ ĕслевçисен профсоюзне ертсе пынă, район шайĕнчи волейболист; Хальхи вăхăтра [[Патăрьел]]ĕнче пуранать<ref>[http://21310s12.edusite.ru/p88aa1.html Мусăк вĕрентевçисем]</ref>.
* Долгов Евгений Николаевич, [[мусăк]] [[вĕрентекен|вĕрентевçи]], район шайĕнчи волейболист. Хальхи вăхăтра [[Тури Туçа]] япĕнче пурăнать.
* Мякин Алексей Николаевич ([[1956]] çур.), — Патăрьел районĕнчи ЧРОООО ВОИн ертÿçи (хăш тапхăрта пулни паллă мар)<ref>[http://www.soc.cap.ru/news/details/29750#.WZSv1IgVzIU Спортивные соревнования, посвященные Дню Защитника Отечества среди людей с ограниченными возможности, прошли в Батеревском ЦСОН.]</ref>, Чăваш республикинчи ВОИ йĕркелĕмĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн ертÿçи<ref>[http://www.voi.ru/organizations/regionalnye_organizaci/chuvahskaya_respublikanskaya_org Чувашская республиканская организация ВОИ.]</ref>,
* [[Хитров Георгий Геннадиевич]], — [[сăвапçă|сăваплăхçă]], [[протоиерей]], [[Карапай Шăмăршă]]ри Микулай Сăваплавçăн храмĕн, [[Палтиел]]ĕнчи Михаил Архангелăн храмĕн тытсатăравçи<ref>[http://alat-eparhia.ru/states.aspx?id=4 Чăваш-Шупашкар митрополийĕ, Улатăр епархийĕ, Шăмăршă благочиннăйлăхĕ.]</ref>.
 
==Кăсăклă фактсем==
[[Ял]] ячĕ, пурте пĕлсе тăракан çыннăн тата унăн пурне те паллă [[тăхăм]]ĕсен хушамачĕпе çыхăннине кура, нихçан та "чăвашланман". Ку тĕлĕшпе ак çакăн пек [[сăвă]]лла [[текст]] та пур:
{{цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Кословккă ятлă пĕчĕкçеççĕ ял.
Ăна никам та Куславкка темен-тĕр.
Эппин, сипетлĕ пулĕ çак халал:
Суя ята никам та ан илентĕр.
</poem>
{{цитата вĕçĕ}}
 
==Асăрхавсем==
{{асăрхавсем|2}}
== Каçăсем ==
* [http://www.cheb.ru/chuvashia/batyrevo/kozlovka_3.htm Кословккă пирки Шупашкар хулин сайтĕнче.]
{{Патăрьел районĕ}}
[[Категори:Чăваш Енри Патăрьел районĕн ялĕсем]]