Пăлакасси: различия между версиями

33 292 байта добавлено ,  1 год назад
Нет описания правки
(Статьяна йăлтах пушатрĕ)
Тег: очистка
{{ПВ-Раççей
|статус = Ял
|чăвашла çĕлĕк = Пăлакасси
|тăван çĕлĕк = Пăлакасси
|герб = Coat of Arms of Chuvashia.svg
|ялав = Flag of Chuvashia.svg
|lat_deg = 55|lat_min = 04|lat_sec = 24
|lon_deg = 47|lon_min = 41|lon_sec = 47
|CoordAddon =
|CoordScale =
|ЯндексКарта = http://maps.yandex.ru/map.xml?mapID=1200&mapX=4109338&mapY=7027003&scale=7&descx=4109338&descy=7027003
|регион карттин пысăкăшĕ =
|район карттин пысăкăшĕ =
|регион = Чăваш Ен
|регион тапăлра = Чăваш Ен
|район тĕсĕ = Муниципаллă район
|район = Патăрьел районĕ
|район тапăлра = Патăрьел районĕ{{!}}Патăрьел
|пурăнан тăрăх тĕсĕ = Ял тăрăхĕ
|пурăнан тăрăх = Тури Туçа ял тăрăхĕ
|пурăнан тăрăх тапăлра = Тури Туçа ял тăрăхĕ{{!}}Тури Туçа
|шалти пайлану = тăватă урам
|пуçлăх = Углёв Константин Анатольевич
|никĕсленĕ вăхăт = XIX ĕмĕр{{!}}XIX ĕмĕрĕн вĕçĕ
|пĕрремĕш асăну = 1887
|малтанхи ятсем =
|статус = Ял
|лаптăк = 490632 кв.м<ref name="Демографи">[http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=306&id=2216093 Туçа ял тăрăхĕн паспорчĕ.]</ref> ~ 0,5
|ПВ центрĕн çӳллĕшĕ =
|пурăнан халăх = 199
|халăх çыравĕн çулĕ = 2010<ref>Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.</ref>
|йышлăх =
|агломераци =
|наци йышĕ = чăвашсем
|конфесси йышĕ = православсем
|этнохороним = пăлакассисем, плаккассисем
|вăхăт тăрăхĕ =[[UTC+3]]
|почтă индексĕ = 429364
|почтă индексĕсем =
|телефон кочĕ = 83532
|автомобиль кочĕ = 21, 121
|цифрăллă идентификатор = 97 207 870 002
|категория Commons-ра =
|сайт = http://gov.cap.ru/main.asp?govid=301
}}
'''Пăлакасси''' (халăхра, кулленхи калаçусенче, ытларах чухне ''Плаккасси'' теççĕ<ref name="С">[[Салмин Антон Кириллович|Салмин А.К.]] [https://cyberleninka.ru/article/n/chuvashskiy-yazyk-v-tyurko-mongolskom-mire ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК В ТЮРКО-МОНГОЛЬСКОМ МИРЕ.] // Вестник Чувашского университета. [[2015]], №2. — С.222. (А.К.Салмин "Пăла" сăмах "пăлак" [[сăмах]]ран пулма пултарнине систерет. Анчах та çакăн пек куçăм, чăнах та пулнă пулсан та, Пăлакасси никĕсленнĕ вунтăххармĕш [[ĕмĕр]]те мар, чылай маларах сиксе тухнă, Çапла вара, асăннă [[XIX ĕмĕр]]те Пăла [[юханшыв]]ĕ "Пăлак" [[ят]]лă пулма пултарайман).</ref>; ку формăна хăшпĕр хыпар-хăнарлăхсенче те<ref name="П">Выйкин С.И., Трифонова З.А. БУЛАКОВО, Палакасси (Плаккасси, 1923).[http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=636 Чăваш энциклопедийĕ]</ref> шута илнĕ; {{lang-ru|Булаково}}, {{lang-tt|Болак}}) — [[Чăваш Ен]]ĕн [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районĕнчи]] [[ял]]. Ялта [[клуб]], фельдшер-акушер пункчĕ (ФАП), райпо [[лавкка|лавкки]] пур, — ку объектсене пурне те юнашарти [[Кословккă (Патăрьел районĕ)|Кословккăпа]] "пайлать" темелле, — Пăлакассин официаллăн çирĕплетнĕ территорийĕнчех<ref>[http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=306&id=2023599 Пăлакассин тĕплĕ картти.]</ref> вырнаçнă пулин те.
 
Икĕ ял çав тери тачă çыхăннине кура, [[массăллă информаци хатĕрĕсем|массăллă информаци хатĕрĕсенче]] те<ref>Сăмахран, ак çакăнта пăхăр: [http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=306&id=66745&page=38 Публикации » Ача çулталăкне халалласа: Сцена çинче - фабрика çăлтăрĕсем.]</ref>, официаллă хутсенче те<ref>[http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=306&id=155156 Организации, предприятия и учреждения.]</ref>, çавăн пекех йăла-йĕркере те, час-часах "Козловка-Пăлакасси" тесе асăнни пулать.
== Тавралăх ==
[[Пăла (юханшыв)|Пăла]] [[юханшыв|шывĕн]] сылтăм хĕрринче, унăн кивĕ [[юханшыв юхлăхĕ|юхлăхĕн]] (''Кивĕ Пăла'' теççĕ) тăршшĕпе, вырнаçнă. Хăçан, хăш вăхăтра Пăла уннченхи кивĕ çулне улăштарса çĕнĕ юхлăхпа кайни паллă мар. Кивĕ юхлăх тĕппипех типсе ларман, мĕншĕн тесен унта ''Хăмăшлă Вар'' текен çырма юхса кĕрет. Унта-кунта ĕлекхи пĕчĕк кÿлĕсен вырăнĕсем те палăраççĕ. Çавсенчен пĕринче, ''Ăвăслăх'' текенскерĕнче ([[Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ)|Çĕнĕ Ахпÿрт]] çĕрĕ шутланать), паянхи кун та [[çулталăк]]ĕпех шыв пур. Çавăн пекех ку тĕлти тепĕр кÿлле асăнни пур — ''Янтукан кÿлли''<ref>Казаков, Николай. [http://archive.ec/uPfaw Топонимика местного края.] 7-мĕш класра вĕренекенĕн ĕçĕ.</ref>. Тен, Ăвăслăх та, Янтукан кÿлли те пĕр объектах пулĕ, анчах та юлашкинчен асăнни пирки "çуркунне çеç шыв тăрать" тенĕ.
== Этимологи ==
Пĕр шутласан, "Пăлакасси" [[сăмах]]ăн пулăвĕ питĕ ансат пек: Пăла+Кас+И=Пăлакасси. Урăхла каласан, [[Пăла (юханшыв)|Пăла]] шывĕн ячĕ тĕпре тăрать теме пулать. Анчах та "Пла'''кк'''асси" форма та пур, — паянхи [[кун]] та<ref name="С" />, [[историлле çăлкуç]]сенче те<ref name="П"/>. Çавна шута илмелле. Ахăртнех, ку чăнах та ахальтен мар-тăр. [[Тĕрĕк чĕлхисем|Тĕрĕк чĕлхисенче]], — ку шутра [[чăваш чĕлхи]]нче те, — ''пулак'' (булак, болак т.ыт.те) сăмах пур. Вăл '''çăлкуç''' тенине пĕлтерет<ref name="Ф">[http://этимолог.рф/фасмер/150/Булак/ Этимология слова Булак в этимологическом словаре Фасмера.]</ref>. Хурăнташ чĕлхесенчи çавăн пек пĕр [[тымар]]тан пыракан [[сăмах]]сене [[когнатсем (лингвистика)|когнатсем]] теççĕ. [[Фасмер, Макс|Фасмер]] сăмахсарĕнче каланине шута илсен<ref name="Ф" />, "пулак" тени [[алтай чĕлхисем|алтай чĕлхисен]] шайĕнчи когнат пулни курăнать (унашкал япала тĕрĕк чĕлхисенче çеç мар, [[монгол чĕлхи|монгол]], [[калмăк чĕлхи|калмăк]] чĕлхисенче те пур).
 
[[Вырăс чĕлхи|Вырăсла]] [[ят]] та, авă, "Булаево", "Бульское", "Булино" мар. Чăннипе — Була'''к'''ово. Тутарла — Бола'''к'''. Çапла вара, ял ятне "çăлкуç" пĕлтерĕшлĕ "пулак" ("плак") сăмахпа çыхăнтарма май пур. Чăн та, ку сăмахĕ [[чĕлхе]]ре ([[чăваш чĕлхи]]нче) паянчченех лайăх сыхланнă теме çук. Анчах та вăл сăмах чĕлхере чăнахах та пур. Е — пулнă. Калăпăр, [[Ахун, Валем|Валем Ахун]] [[сăвă|сăввинче]] тĕл пулать çавă<ref>Валем Ахун. [http://suvar.org/books/akhun_v._syula_tukhatahp_ep_iryekh.pdf Çула тухатăп эп ирех...] [[Шупашкар]], [[1986]].— 51 С.</ref>:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
... Паян та эп хирте выртатап —
Тинкеш '''пулакĕ*''' умĕнче.
Кĕтÿç юрлать, эп, ак, çыратăп,
Чейник ташлать кăвайт çинче.
</poem>
__________________________________
* Тинкеш пулакĕ — Тинкеш çăлĕ.
{{Цитата вĕçĕ}}
Каярахпа, "пулак" сăмахăн пĕлтерешĕ [[халăх]]ра тĕксĕмленнине пула, ял ятне "Пăла" тенипе çыхăнтарас йăла çирĕпленнĕ, - [[контаминаци]] йĕркипе.
 
Кун çумне тата çакна хушса хумалла. Пăлакасси ялĕнче паянхи кунчченех çĕр айĕнчи шывсем çиелте выртакан тĕлсем пур. Шурлахлăрах, нÿрлĕрех вырăнсем. Шăпах çавăн пек тĕлсенче пулаççĕ те ĕнтĕ çăлкуçсем (пулаксем).
 
==Ял тытăмĕ, йышĕ. Экономика==
Хальхи вăхăтра ялта тăватă [[урам]] шутланса тăрать. Канаш урамĕн халăхри официаллă мар ячĕ — ''Эрĕм касси.'' Унта чи малтан тухса ларакансем [[Пермь]] таврашĕнчен каялла куçса килнĕ Пăлакасси çыннисем пулнă тесе шутлаççĕ. Çавна кура ăна "Пермь касси" тенĕ, — чăвашлатсан "Перĕм касси" пулса тăнă. "Перĕм" [[сăмах]] [[Армути|"Эрĕм"]] сăмахпа [[контаминаци]]леннине пула "Эрĕм касси" тени патнелле пырса тухнă.
 
Тепĕр кас — Аслă Пăла урамĕ ятлă<ref>Чăннипе каласан, ку урама ''Кив Пăла касси'' тесен вырăнлăрах пулмалла пек. Мĕншĕн тесен унчченхи [[юханшыв юхлăхĕ|юхлăх]] тахçантанпах пĕтнĕ, урăх çулпа кайнă.</ref>. Сăмахран, 27-мĕш [[çурт]] çине çапла çырса хунă. [[Вырăс чĕлхи|Вырăсла]] [[ят]] — тĕлĕнмелле пулин те, Набережная. Çав вăхăтрах асăннă 27-мĕш çурт çинче "ул. Запрудная" текен кивĕ табличка та çакăнса тăрать<ref>Ку табличка [[2016]]-мĕш çулхи августчен çакăнса тăнă. Унтан ăна çурт хуçи илсе пăрахнă пулмалла.</ref>. (Вăл табличка çинче урамăн асăннă [[ăнлав]]па тÿр килекен [[чăваш чĕлхи|чăвашла]] [[ят]]не палăртман пулнă). Чăн, урамăн пуçламăшĕнче [[ĕне]]сене шăвармалăх тунă пĕчĕк [[пĕве]] пур.| Ăна [[халăх]]ра ''Венькка кÿлли'' теççĕ. Хăшпĕр карттăсенче<ref>[https://www.google.ru/maps/place/Булаково,+Чувашская+Респ.,+429353/@55.0764041,47.6924157,14z/data=!4m2!3m1!1s0x415c9bcc5058f8cf:0xdd72f84db6575c24?hl=ru Пăлакассин чиккисене палăртакан карттă.]</ref> анатарх та тепĕр [[пĕве]]не палăртаççĕ, анчах та ăна хушăран-хушă çеç тăпра купаласа тăваççĕ, — темиçе çулта теплерен пĕрре. Çавăн пекех ял территорийĕнче палăртакан шыв пухăнмалли вырăнсем те (пĕчĕк [[кӳлĕ|кÿлĕсем]]) яланлăх мар.
 
Виççĕмĕш урам — Луговая. Табличкăсем çине [[Чăваш чĕлхи|Чăвашла]] та çырса хунă: ''Çаран урамĕ''. Асăннă урамăн айккинелле юпленсе каякан турачĕ те пур. Вăл тĕлте — пилĕк çурт. Çав тĕлтен ятарлă ''пралукпа'' (çуран çÿремелли [[тăкăрлăк]]па) Эрĕм кассине тухма пулать. Çавăн пекех икĕ тĕлте Кив Пăла кассинчен Кив Пăла хĕррине тухмалли пралукcем пуррине те асăнас пулать.
 
Çак виçĕ урамра, юлашкин айккинелле йӳпленкен турачĕсĕр пуçне, ятарлă проектпа тутарнă чул сарнă хытă [[çул]] пур. Кунсăр пуçне ялăн [[хĕвеланăç]] чиккипе тахçантанпах ĕнтĕ [[Патăрьел]]-[[Елчĕк]] автотрассăран Çĕнĕ Ахпÿрт еннелле йÿпленекен çул пырать. Çав тĕлтех [[кăнтăр]]алла, халĕ ĕнтĕ юхăннă [[пĕве]] патнелле тата Пăлакассипе Кословккăн [[масар]]ĕ еннелле, каякан хупмак çул та пур. Çапла вара унта çулсен хĕресленĕвĕ йĕркеленнĕ. Асăннă хĕресленÿ тĕлĕнче [[автобус]] чарăнăвĕсем те пур. Çав чарăнусен ячĕ — "Çĕнĕ Ахпÿрт пăрăнăçĕ".
 
 
{| class='standard' style='text-align: center;'
| colspan=16 | '''Пĕтĕмĕшле демографи кăтартăвĕсем'''<ref name="П" />
 
|--- class='bright'
| colspan=16 | Пĕтĕмпе|| colspan=2 |
|--- class='shadow'
|çул || 1897 || 1910<ref name="Осипов">Влад Осипов пĕлтернисем тăрăх: [https://vk.com/wall-74597170_125?w=wall-74597170_125 3 авг 2014 в 10:53]</ref> || 1913<ref name="Осипов" /> || 1919<ref name="Осипов" /> || 1924<ref name="Осипов" /> || 1926 || 1927<ref name="Осипов" /> || 1939 || 1979 ||2002 || 2010 || 2013<ref name="Демографи" /> || 2014<ref name="Демографи" /> || 2015<ref name="Демографи" /> || 2016<ref name="Демографи" />
|---
 
|çын ||64 арçын<br> 60 хĕрарăм || 151 || 159 || <small>паллă мар</small> || 179 || 99 арçын<br> 96 хĕрарăм || 205 || 126 арçын<br> 147 хĕрарăм || 151 арçын<br> 156 хĕрарăм || 101 арçын<br> 113 хĕрарăм || 93 арçын<br> 106 хĕрарăм || 223 || 227 || 232 || 233
|---
 
|кил || 21 || <small>паллă мар</small> || 28 || 27 || <small>паллă мар</small> || 34 || <small>паллă мар</small> || <small>паллă мар</small> || <small>паллă мар</small> || 70<ref name="Шут">Кунта, ахăртнех, çынсем ялан пурăнакан çуртсене çеç палăртнă пулмалла.</ref> || 65<ref name="Шут" /> || <small>паллă мар</small> || <small>паллă мар</small> || <small>паллă мар</small> || 79
|}
 
 
Ĕлĕкхи тата хальтерехри чи анлă сарăлнă хушаматсем: Сурков(а), Баскаков (а), Осипов(а), Мазяков(а) Комаров(а), Хитров(а), Козлов(а), Кудрявцев(а), Волков(а), Журавлёв(а)
 
Унччен "Юрма" агрохолдингăн пулнă [[сысна]] комплексĕ ялăн тĕп пайĕнчен 1,5 [[çухрăм]]ра вырнаçнă. Вăл Пăлакассин уйрăм пайĕ шутланать ([[Николаев Андриян Григорьевич|Николаев космонавт]] урамĕ, 1-мĕш çурт)<ref>[http://eurma.ru/zhivotnovodstvo Агрохолдинг "Юрма". От поля до прилавка. Свиноводство.]</ref>.
Сысна комплексĕн çурчĕ-хуралтисен ушкăнĕ — Николаев космонавт урамĕнчи пĕртен-пĕр объект мар. Анчах та ыттисем (халлĕхе унта икĕ çурт) — ялăн тĕп пайĕнче.
 
Хальхи вăхăтра ку йĕркелĕм "Ак Барс" агрохолдингăн "Авангард" ОООн "Батыревский бекон" ятлă филиалĕ шутланать<ref>[http://rabota.cap.ru/employer/detailvacancyspecial/?companyId=aec26ffc-1856-476d-9c98-13475c911204 Филиал ООО "Авангард" Батыревский бекон.] — Интерактивлă портал. Чăваш республикин ĕслев тата социаллă хÿтлĕх министăрлăхĕн.</ref>. Урăхла каласан, хуçи ([[бенефициар]]ĕ) унăн улшăннă.
 
==Истори==
Ку ял Патăрьел районĕнчи чи çĕнĕ [[пурăнакан вырăн]]сен шутне кĕрет. [[Çын]]нисем кунта [[Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ)|Çĕнĕ Ахпӳрт]] ялĕнчен куçнă. [[1870]]-[[1880]]-мĕш çулсенче никĕсленнĕ тесе шутлаççĕ. [[1887]]-мĕш çулхи [[кăрлач, 10|кăрлачăн 10-мĕшĕнче]] [[Чĕмпĕр]]ти [[кĕпĕрне палăрăмĕ]]<ref>Вырăсла: губернское присутствие.</ref> Пăлакассине Çĕнĕ Ахпÿртрен куçнисене уйрăм пĕрлĕхе уйăрма [[йышăну]] тунă. Кун пек информаци Çĕнĕ Ахпÿрт çынни К.Е.Лекарев çырнă "Тăван ялăм, савнă ял" кĕнекере те пур<ref>Лекарев К.Е. Тăван ялăм, савнă ял. [[Патăрьел]], [[1998]].</ref>. Ялĕ унта, чăннипе, маларах та пулма пултарнă. [[1868]]-мĕш çулхи астăвăм кĕнекинче ку яла асăнман. [[1911]]-мĕш çулхи кашни кил çырăвĕпе килĕшӳллĕн кунта 26 кил, вĕсенче 82 арçынпа 69 хĕрарăм пурăннă.
 
[[1920]]-мĕш çулхи [[Çурла, 3|çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен]] [[Пăва уесĕ|Пăва уесне]], ун хыççăн вара [[Çĕрпӳ уесĕ|Çĕрпӳ уесне]] кĕнĕ. [[1920]]-мĕш çулхи [[юпа, 5|юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ]] хыççăн [[Çĕрпӳ уесĕ]]н [[Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕ|Йĕпреç районне]] кĕртнĕ. [[1921]]-мĕш çулхи [[Çĕртме, 22|çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен]] [[1927]]-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку асăннă пĕтĕм вăхăтсенче ял çак пайланăвсен [[Патăръел вулăсĕ|Патăръел вулăсне]] кĕнĕ.
 
[[1927]]-мĕш çулхи [[юпа, 1|юпа уйăхĕн 1-мĕшенчен]] [[Чăваш Енĕн Аслă Патăръел районĕ|Аслă Патăръел районне]] кĕнĕ. [[1935]]-мĕш çулхи [[çу, 19|çу уйăхĕн 19-мĕшĕ]] хыççăн [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]], [[1939]]-мĕш çулхи [[нарăс, 22|нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ]] хыççăн [[Чăваш Енĕн Чкаловски районĕ|Чкаловски районне]], [[1957]]-мĕш çулхи [[чӳк, 20|чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕ]] хыççăн хальхи вăхăт таран [[Чăваш Енĕн Патăръел районĕ|Патăръел районне]] кĕрет<ref>[http://zakupki.cap.ru/kladr/book/б.htm Чăваш Ен пурăнан вырăнсем]</ref>.
 
Ак çаканашкал уçăмсăр пĕлтерĕшлĕ тĕлĕнмелле [[юрă]] сыхланса юлнă:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Çĕнĕ Ахпӳрт çытăхнă,
Вăтаел лачакара.
Пăлакасси пул пуççи,
Пул пуççине йытти çиет,
Йытти пуçне хăй çиет.<ref>[http://yumah.ru/e/d092c483d0b9c4832028d183d18fd0b22920d18ed180d180d0b8d181d0b5d0bcd0bfd0b520d182d0b0d188c48320d182d0b0d0bad0bcd0b0d0bac495d181d0b5d0bc20283220d0bfd0b0d0b9c49529 Вăйă (уяв) юррисемпе ташă такмакĕсем (2 пайĕ)]</ref>
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
=== Ĕлĕкхисене аса илни ===
Нумаях та пулмасть-ха Пăлакасси чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха.
 
Чултан тунă [[лаша]] витипе кÿлмелли хатĕрсем усрамалли [[сарай]] халĕ те пур-ха. Чăн та, вĕсене паянхи кун пачах та урăх тĕллевсемпе усă кураççĕ. Кăшт маларах çав тĕлеллех йывăçран тунă лаша вити те (тĕрĕсрех, иккĕ те) пулнă. Унпа юнашар — конюх пÿрчĕ. Çав пÿрт чăннипе [[талăк]]ĕпех уçă пулнă, — эппин, вăл хăйне майлă ''хурал пÿрчĕ''. Ку вырăнтах [[пушар]] чухне усă курмалли хатĕр-хĕтĕр упраннă. Сăмахран, лашапа кÿлмелли урапа çинчи ал вăйĕпе ĕçлекен нассус. Çав нассусран юлнă уни-кунисем темиçе çул каялла кăна-ха фелдьдшер-акушер пункчĕ таврашĕнче выртса çÿретчĕç.
 
Пăлакасси тата [[Кословккă (Патăрьел районĕ)|Кословккă]] хушшинчи çеремлĕхре кĕске тапхăрта пĕчĕкçĕ [[ипподром]] та пулнă. Ун умĕнхи [[вăхăт]]ра, кăшт маларах — [[футбол]] тата [[волейбол]] [[лаптăк]]ĕсем. Çывăхрах вырнаçнă клуба, халь пачах урăх тĕлтескере, çав лаптăксен хуçи пулнă теме май пур. Ку вырăнта вăй-хал вăййисене вылясах ĕнтĕ [[Кословккă (Патăрьел районĕ)|Кословккăри]] И.Ф.Хитров, А.Н.Долгов тата Е.Н.Долгов [[район]] шайĕнчи паллă волейболистсем пулса тăнă.
 
Хальхи [[лавкка]] тата клуб тĕлнелле [[1960]]-мĕш çулсенче тата, тен, ун хыççăн темиçе [[çул]] [[кантăр]] усрамалли вырăн пулнă. Çавна май унта [[йывăç]] тата [[тимĕр]] [[тылă]]сем те усраннă. Уçă тÿпе айĕнчех. Вăхăт çитсен ял хĕрарăмĕсем кантăра тылласа сÿс тунă. Тахăш çулхине упранакан кантăра тем сăлтавпа вут хыпса илнĕ, [[пушар]] тухнă. Çавăнтанпа вара кантăр ÿстерсе сÿс тăвассине те [[колхоз]]ра тек туса пыман.
== Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем ==
* Комаров Павел Степанович ([[XIX ĕмĕр]]-[[XX ĕмĕр]]), — [[Раççей империйĕ]]н Лăпкă океан флотĕнчи [[Владивосток]]ри моряксен пăлхавне ([[1907]]) активлă хутшăннăскер<ref>[[Мулюков Геннадий Фёдорович|Г.Ф.Мулюков.]] Ордена Ленина колхоз "Гвардеец". Ч., 1983. 23 с.</ref><ref>Матросов И. Ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче. // Коммунизм ялавĕ (хаçат). [[1976]]. август, 26.</ref>.
* Осипов Петр Григорьевич ([[1921]]-?), — [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи|Аслă Атилĕх вăрçин]] паттăрĕ, пилот, вăрçă хыççăн эскадрилья командирĕ пулнă<ref>Астăвăм — Память. Часть вторая, том III. Ч., 2005. 176-177 сс.</ref>. Хăшпĕр [[хыпар]]сем тăрăх, [[Одесса]] хулинче ([[Украина]]) ăна асăнса лартнă [[палăк]] та пур<ref>Ку палăкăн сăнне Патăрьел районĕн "Асăну кĕнекин" (Шупашкар, [[1997]]) 15-мĕш страницинче курма пулать. Анчах та унта палăка [[Одесса]] хулин хăш тĕлĕнче (урам? сквер?) лартнине палăртман. Палăк çинче мĕн çырнине, лупа витĕр пăхсан та, вуласа кăларма май çук.</ref>.
* [[Мазяков Юрий Емельянович]] ([[1950]] çур.) — [[юрăç]], [[Чăваш Ен]]ĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ ([[1994]]),тĕрлĕрен [[мусăк]] йĕркелĕмĕсен солисчĕ.<ref>[http://nasledie.nbchr.ru/personalii/deyateli-iskusstva/artisty-i-muzykanty/mazjakov-jurijj-emeljanovich/ Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Мазяков Юрий Емельянович]</ref>.
* Колпакова<ref>Çуралнă чухнехи хушамат ''Журавлёва''.</ref> Светлана Георгиевна, [[Чăваш Ен]]ĕн тава тивĕçлĕ [[вĕрентекен|вĕрентевçи]], [[1989]]-мĕш çултанпа [[Шупашкар районĕ]]нчи [[Толик Хураски]]нчи вăтам [[шкул]] директорĕ, [[патшалăх]] ĕçлевçин, Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕн [[Фёдоров Николай Васильевич|Николай Фёдоровăн]] вĕрентекенĕcенчен пĕри пулнă.
* Волков Николай Семёнович, — фотожурналист.
* Сурков Владимир Петрович - Чăвашрадио дикторĕ ([[1982]]-[[1992]])<ref>[http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=243&id=2637409 Публикации » Шупашкар калаçать.]</ref>.
* [[Тарасов Арсений Алексеевич]] ([[1956]] çур.), — чăваш [[çыравçă|çыравçи]], [[драматург]]ĕ, журналист.
* Фёдоров Владимир Фёдорович ([[1943]]-?), — [[вырăн]]ти [[сăвăç|поэт]], "Пăлакасси вальсĕ" текен [[хайлав]]ăн [[автор]]ĕсенчен пĕри ([[сăвă|сăввине]] çыраканĕ); энергетик (инженер-электрик) пулса ĕçленĕ<ref>Фёдоров, Владимир. Сăввăмсем — чĕрери шĕл-кăварăм. Патăрьел, [[2003]]. 94 С. Тираж 500 экз.</ref>.
* [[Чумерин Алексей Николаевич]] ([[1972]] çур.) — [[сăвапçă|сăваплăхçă]], [[протоиерей]] ([[2006]]), [[Чăваш республики]]нчи [[Çĕмĕрле районĕ]]нчи [[Хутар]]ти Питĕ Сăваплă Турамăш Пукравĕн храмĕн Приххучĕн тытсатăравçи ([[1997]]), 11 (вунпĕр) ача ашшĕ<ref>[http://www.cheb-eparhia.ru/person.aspx?id=109 протоиерей Алексий Чумерин, настоятель храма Покрова Пресвятой Богородицы с. Ходары Шумерлинского района.]</ref>.
* Комаров Родион Иванович, — усламçă, [[Шупашкар]]ти "Мозаика-К" ОООн ([[2001]]-[[2014]]) пуçлăхĕ<ref>[https://zachestnyibiznes.ru/company/ul/1022101144548_2128039492_OOO-FIRMAMOZAIKA-K ОБЩЕСТВО С ОГРАНИЧЕННОЙ ОТВЕТСТВЕННОСТЬЮ "ФИРМА"МОЗАИКА-К".]</ref>.
* Кудрявцев Вениамин Константинович([[1938]]-[[2018]]), — шохвĕр, вĕрентевçĕ, "Гвардеец" колхозăн тĕп инженерĕ тата Патăрьеленчи йĕркелĕмсенчи ертсе пыракан вырăнсенче те ĕçленĕ. [[1992]]-мĕш çулхи Чăваш президенчĕн суйлавĕнче Л.Прокопьевăн шаннă çынни пулнă.
 
==Кăсăклă фактсем==
[[1963]]-мĕш çулта [[Николаев Андриян Григорьевич|А.Г.Николаев космонавта]] илсе çÿрекен автомобильсен кортежĕ Пăлакасси çумĕпе иртсе кайнине [[Тарасов Арсений Алексеевич|А.А.Тарасов]] çапла аса илет:
{{цитата пуçламăшĕ}}
Пирĕн мухтавлă, Ленин орденлă «Гвардеец» колхоза /Патăрьел районĕ/ илсе килнĕ пулмалла ăна.<ref>Кунта калавçă кăштах йăнăшать: мухтавлă космонавт [[Елчĕк районĕ]]нчи [[Аслă Пăла Тимеш]] еннелле çул тытнă пулнă ун чухне. Паллах, çула май "Гвардеец" колхозăн [[Анат Туçа]]ри кантурне те кĕрсе тухма пултарнă. Каялла Шупашкара космонавт вертолётпа таврăннă.</ref> Манăн тăван Пăлакасси ялĕ çумĕпе иртсе каймалла Николаевпа хăнасен. Шкул ачисене чечексемпе аслă çул хĕрне тăратса тухнă. Пĕр арçын /вăл колхозри партком секретарĕ пулнине эпĕ ун чухне, паллах, пĕлмен/: «Эсĕ, ачи, кай-ха кунтан», - тесе мана яла хăваласа ячĕ. Пÿрт умĕнчи тусан çинче выляса вараланнăскер тата çĕтĕкрех çипуçлă шĕпĕн /чухăн пурăнаттăмăр çав/ хаклă хăнасен куçĕ умне курăнса мухтавлă пуян хуçалăхăн ятне яма пултарасран асăрханнă пулĕ-тĕр ĕнтĕ. Эпĕ куççуле çанă вĕçĕпе шăлса килелле танккарăм <...><ref>[http://hypar.ru/cv/chavashan-chan-chan-yuratave Хыпар, 15 апр., 2015]</ref>
{{цитата вĕçĕ}}
 
==Асăрхавсем==
{{асăрхавсем|2}}
 
== Каçăсем ==
* [http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=306&id=59200&page=33 Публикации » Тăван ялăм, савнă ял Пăлакасси.]
* [https://new.vk.com/wall-74597170_125 Пăлакасси ялĕ.]
* [http://www.podslushano-goroda.ru/podslushano-kozlovka/16765/74597170?offset=2 | Подслушано | Булаково | Козловка |]
 
{{Патăрьел районĕ}}
 
[[Категори:Чăваш Енри Патăрьел районĕн ялĕсем]]
285

правок