Чăваш литератури: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
[[File:First Chuvash book.jpg|thumb|Чи малтанхи ([[1800]]) чăвашла кĕнекен пĕр страници]]
[[File:Сказки и предания чуваш. Чӑваш халапӗсем. (1908).pdf|thumb|Чăваш литературин антологийĕ: Сказки и предания чуваш. Чӑваш халапӗсем. (1908) — Хуплашка]]
'''Чăваш литератури''' — [[чăваш чĕлхи|чăвашла]] хайланă [[литература]]<ref>Элли Илле. Икĕ чĕлхеллĕ литература... Хамăра хамăр улталани мар-и ку? — Хыпар, 2007, чÿк, 8.</ref>. Чĕмсĕрлĕх йĕркипе, чăн малтанах илемлĕхлĕ литература пирки кунта [[сăмах]] пырать. Ку самант каламасăрах паллă пек шутланать. Чăваш чĕлхипе çырнă [[хайлав]]сем пурте чăваш литературин шутне кĕреççĕ. Анчах та ку йышран фольклорла хайлавсене уйăрса илсе уйрăммăн пăхмалла. Авторлăхлă литературăна, — унта кашни хайлава кам çырнине палăртнă, [[Хайлав атрибуцийĕ|атрибуциленĕ]], текстне [[Тĕп текст (текстологи)|канонланă]] , — малашне улăштарассинчен сыхласа упрама тата улăштармашкăн чарма та май пур. ( Авторĕ çеç, паллах, хăй чĕрĕ чухне, улăштарма пултарать). Халăх сăмахлăхĕнчи хайлавсен палăртнă авторĕсем çуккине кура, вĕсен тĕлĕшĕпе апла тăваймстăн. Уйрăм фольклористсем çырса илнĕ вариантсем, чăн та, [[истори]]ре хăйне майлăн пĕлтерĕшленсе юлма пултараççĕ. Анчах та ку вăл, çапах та, [[Тĕп текст (текстологи)|канон]] мар.
 
== Пуçламăш истори ==
[[Историлле çăлкуç]]сенче хăçан чăвашла çырнă [[текст]]сем курăнма пуçлаççĕ, шăпах çав вăхăтран чăваш литературине йĕрлесе пыма пулать. Вăтам [[Атăл]] тăрăхĕнче [[XIII]]-[[XIV]] ĕмĕрсенчи [[пăлхарсем]] хăварнă [[Пăлхар чĕлхисем|Р,Л-чĕлхеллĕ]] [[чул]] палăксем сыхланса юлнă.<ref>Хакимзянов Ф. С. Язык эпитафий волжских булгар. М., 1978</ref> Çав [[палăк]]сем çинчи текстсем, паллах, чăн-чăн литература хайлавĕсемех мар. Вĕсем — эпитафисем. Çапах вăл текстсенче çав вăхăтри (вăтам ĕмĕрсенчи) [[чăваш чĕлхи]] упранса юлнă. Хăшпĕр пуплерĕшсенче илемлĕх саманчĕсене те асăрхама пулать. Уйрăм [[сюжет]]сем те пур.
 
Асăннă эпитафисене [[Арап çырăвĕ|арап графикипе (арапицăпа)]] çырнă.
Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрет. Çавна кура, литература [[истори]]йĕ пирки калаçнă май, авалхи тĕрĕксен хайлавĕсем пирки аса илни те вырăнлă, — вĕсене чăваш литературин пайĕ теме май çук пулин те.
 
=== Авалхи тĕрĕк литератури ===
Паянхи [[Тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк чĕлхиллĕ]] халăхсем [[XIII]]–[[XIV]] ĕмĕрсенче чамăртанаççĕ. [[Чăвашсем|Чăваш халăхĕ]] тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен шутне кĕрет. Авалхи тĕрĕк культурине çывăх япаласем йăла-йĕркере те, халаплăх-сăмахлăхра та, сăнарлă шухăшлавра та нумай упранса юлнă.
 
Тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен чи авалхи [[поэзи]] палăкĕ пирĕн эрăччен [[121]] çул маларах тĕл пулать. [[Китай]] çар пуçĕ [[Хой Цюй-бин]] сюннусен ([[хунсем|хунсен]]) Енçи (Яньчжи) тăвĕ таврашĕнчи çĕрсене туртса илсессĕн лешсем çапларах юрă юрланă пулать<ref name="Родионов">Виталий Родионов куçарнă</ref>:
{{цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Енçи тăвне çухатни
Мĕскер патне çитерчĕ?
Хĕрарăмсен пичĕсен
Пĕтейрĕç-çке хĕрлисем.
</poem>
{{цитата вĕçĕ}}
 
Паянхи куна çитиччен упранса юлнă авалхи тĕрĕк палăкĕсене руна, манихей тата уйгур çырăвĕсене тĕпе хурса çырнă.
 
[[Тĕрĕк хаканлăхĕ]]нче ''Йоллăх-Текĕн'' ятлă поэт пурăннă, вăл Кӳл текĕн çине лартнă чул юпа çинчи сăмахсене хайлани паллă.
[[File:Kultegin monument Mongolia.JPG|thumb|200px|Кÿл-Текĕн палăкĕ ([[Монголи]]). [[735]]-мĕш [[çул]]]]
[[File:Gok turk Epigraph Copy in Gazi University Ankara.jpg|thumb|left|200px|Бильге-Каган [[палăк]]ĕн ([[732]]-мĕш çул) копийĕ ([[Анкара]] хули)]]
Кӳл-Текĕн вилнишĕн хурланса çапларах хӳхлев çырать<ref name="Родионов" />:
{{цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Çуратнă аннем, пысăк аннесем,
аппасем, кинĕмсем, йăмăкăмсем!
Чĕррисем, пурте чура пулатăрччĕ,
вилнисем, çуртра-çулта выртса юлаттăрччĕ.
Кӳл текĕн çук пулнă пулсан
пурте вилнĕ пулăттăрччĕ.
Кӳл-Текĕн шаллăм çук пулчĕ,
чунăм хурланчĕ.
Куран куçăм курми пулчĕ,
пĕлен пĕлĕвĕм пĕлми пулчĕ,
чунăм хурланчĕ.
</poem>
{{цитата вĕçĕ}}
 
Çак хайлавсене жанр тĕлĕшĕнчен [[эпос]]ла [[поэма]] теме пулать.
 
Тĕрĕслĕхшĕн тепĕр хут: Кун пек япаласене чăвашсен тÿрĕ несĕлĕсемпе уçăмлăн çыхăнтарма хĕн. Анчах та [[чăвашсем]] те тĕрксемех, эппин, ку та вĕсене пырса тивет.
 
=== Атăлçи пăлхарсен культури (IX–XIV ĕмĕрсем) ===
Атăлçи пăлхарсен культуринчен литературăна уйăрса илсе ятарласа пăхса тухма çăмăл мар. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе çăлкуçсем сыхланса юлманпа пĕрех.
[[Ылтăн Урта|Ылттăн Урта]] тапхăрĕнчи чул палăксен çырăвĕсем пирки çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ.
 
Монголсемчченхи [[Атăлти Пăлхар|Атăлçи Пăлхарта]] çыруллă культура, апла пулсан çыруллă литература та, пулма пултарнине систерекен хыпарсем сахал мар. Калăпăр, [[Пăлхар чĕлхи|пăлхарсен чĕлхинче]] кĕнекене пĕлтерекен сăмах та пулнах. Вăл хальхи [[чăваш чĕлхи]]нче ''конь, конĕ, кунĕ'' хапасемпе сыхланса юлнă.<ref>[[Ашмарин Николай Иванович|Н.И.Ашмарин.]] Тезаурус Лингве Чувашорум. т.10. — 287 с.</ref> Ăна [[Славян чĕлхисем|славян чĕлхисенчи]] ''книга'' (кĕнеке), [[осетин чĕлхи]]нчи ''киньук'' (кĕнеке, хут, ÿкерчĕк), [[венгр чĕлхи]]нчи ''коньув'' (кĕнеке), [[ирçе чĕлхи]]нчи ''конов'' (хут) сăмахсемпе танлаштарса пăхни вырăнлă.
[[File:Peace agreement between the Rus' and the Volga Bulgars.jpg|thumb|left|Владимир кнеç Добрыньăпа канашлани. Владимр Атăлçи пăлхарсемпе мир тăвас пирки ([[985]] е [[986]]). 15-мĕш ĕмĕрти Радзивилл [[çырсапырав]]ĕнчи миниатюра]]
Тĕрлĕрен çăлкуçсенчен пăлхарсен çакăн пек кĕнекесем пулни паллă: [[Якуб ибн Нуман]]ăн "Пăлхарсен историйĕ", [[Сулейман ибн Дауд Саксини-Сувари]] кĕнекисем, [[Таджетдин ибн Юныс ал-Болгари]] çырнă "Наркăмăша хирĕç вăйлă эмелсем".<ref>Революцичченхи чăваш литератури. (XX ĕмĕрччен). Ш., 1989. — 25 с.</ref>
 
Кунта çавăн пекех [[Кул Али|Кул Гали]] текен автор çинчен те каласа хăварма тивет. Унăн кунçулĕ тĕтреллĕ, паллах мар. Ун çумне "çыпăçтаракан" текстсем тĕлĕшпе те уççи-хуппи çук темелле. Хальхи саманара саракан текстсем те, паллах, Р,Л-чĕлхеллĕскерсем мар. Эппин ку ята та, унпа çыхăнтаракан текстсене те, пусахласах чăваш литературин шутне кĕртме васкамалла мар пулĕ. Пĕлни вара пăсмасть, паллах.
 
=== Юрăçăсен самани (XIII–XIX ĕмĕрсем) ===
[[Фольклор]] — хайлавсен авторĕсене палăртма май çук тата канонласа çирĕплетмен литература. Çапах та унашкал хайлавсен те чăн малтанхи авторĕсем пулнах ĕнтĕ. Анчах та вăл ятсем историре сыхланса юлман. Хайлавсен чăн малтанхи варианчĕсем те улшăнма пултарнă пурăна киле. Çапах та тăрăшсан-тăрăшасан, архивсенче чакалансан, ытти тĕрлĕрен çăлкуçсене шута илсен, унашкал хайлавсен авторĕсене те, сайра-хутра çеç пулин те, тупса палăртма пулать. Çапла вара çав еткере авторлăхлă литература шутне кĕртме май пур пек пулса тухать.
 
Кун пек авторсенчен [[Чăваш Хвети|Хветие]] асăнмалла. Вăл [[XIX]] ĕмĕрĕн малтанхи çурринче пурăннă. Вăл хайланă юрăсене [[Ознобишин Дмитрий Петрович|Д.П.Ознобишин]] ([[1804]]-[[1877]]) çырса илнĕ. Чăн малтан хак параканни те вăлах пулнă. Каярахпа вĕсене [[Фукс Александра Андреевна|А.А.Фукс]] ([[1805]](?)-[[1853]]) та пичетлесе кăларать. Çак информаторсем пĕлтернĕ тăрăх тата ытти фактсене те шута илсен Хвети чăнах та хăех хайланă юрĕсене юрласа пани паллă. Эппин ăна уçăмлăнах çав юрăсен авторĕ теме пулать<ref>Г.Сигов. Замечания чувашского жителя на статью "Поездка в Чебоксары". — Жн. "Заволжский Муравей", 1834, №23</ref>. Ку тĕлĕшпе Хветие пачах урăх [[вăхăт]]ра тата вырăнта пурăннă [[Çытăр Ехримĕ]]пе ([[1846]]-[[1921]]) çеç танлаштарма май пур.
 
=== Вăтам ĕмĕрсен вĕçĕнчи чăваш культури (XV–XVII ĕмĕрсем) ===
Вăтам ĕмĕрсен вĕçнелле, [[Ылттăн Урта]] йăшса пынă майăн, [[Атăлти Пăлхар|Атăлçи Пăлхар]] тăрăхĕ те юхăннаçем юхăнса пырать. [[1431]]-мĕш çулта [[Пăлхар]] хулине те тĕппипех аркатаççĕ. Вырăнти халăха, — хăйсене хăйсем тата ыттисем те, — [[çăваçсем]] тата [[бесермансем]] тесе чĕннĕ.<ref>[http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=1540 Чувашская энциклопедия. Булгарский язык.]</ref> Вырăс летопиçĕсенче çăваçсене "худые болгары" терминпа асăнма пултарнă.<ref>О.Е. Игнатьева, З.А. Трифонова. [http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=303 Анчиккасы. Статья в Краткой чувашской энциклопедии.] Ч., [[2001]].</ref><ref>[http://www.mariuver.info/rus/articles/soc/2007/09/02.html Город Шупашкар "постарел" на 230 лет]</ref> Майĕпен çăваç тени чăваш тенипе улшăнса пырать. Бесерман шутланнисем — мăссăльмансем. Патшалăх тытăмĕпе ытти институтсем арканнă тапхăрта [[ислам]] позицийĕсем, унччен те çирĕпĕх пулманскерсем, вăйсăрланса пыраççĕ. Çавăнпа та бессермансен пысăкрах пайĕ пурăна киле çăваçсемпе пĕрлешсе кайнă теме май пур.<ref>[http://www.minnac.ru/minnac/info/besermjane.html Министерство национальной политики Удмуртской Республики. Официальный сайт.]</ref> [[Хусан ханлăхĕ]] никĕсленсен çеç ку тăрăхра ислам çĕнĕрен вăйланма пуçлать. Анчах та ку çăваçсене питех пырса тивмест. Вĕсем ĕлĕкхиллех хăйсен йăли-йĕркисене тытса пурăнаççĕ.<ref>[http://www.archive.gov.tatarstan.ru/magazine/go/anonymous/main/?path=mg:/numbers/2013_3_4/07/04/ Индус Тагиров.О монографии С. В. Щербакова и не только о ней]</ref> Ку вăхăтра чăвашсен пĕр пайĕ [[Сăр (юханшыв)|Сăр]], [[Çавал (юханшыв)|Çавал]], [[Сĕве (юханшыв)|Сĕве]] тăрăхĕнче, тепĕр пайĕ [[Хусан]] çум тата Хусан леш ен тăрăхĕнче пурăнать. [[Хусан ханлăхĕ]] арканнă хыççăн юлашкинчен асăннă ушкăнсем е урăх çĕрелле куçса каяççĕ, е [[Тутарсем|тутара]] тухса пĕтеççĕ. Паян эпир хăнăхнă [[этнографи]]лле тата [[диалект]]ла ушкăнсем те çак вăхăтрах аталанаççĕ темелле. Анатри текен ушкăн çеç кăшт каярахпа, [[çын]]сем "тискер хирсене" (çĕнĕ çĕре) куçса кайнă майăн, йĕркеленет.<ref>[http://www.fundamental-research.ru/ru/article/view?id=31774 Желтов П.В. Происхождение чувашских диалектов]</ref>
 
== XVIII-XIX ĕмĕрсенчи чăваш литератури ==
[[XVIII]] ĕмĕр вĕçнелле кивĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленсе каять. Ăна пуçласа яракансенчен пĕри — [[Рожанский Ермей Иванович|Ермей Рожанский]] ([[1741]]-[[1801]]). Вăл хăй чăвашла çырнă текстсем те упранса юлнă.<ref>Родионов В.Г. [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001007.pdf ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ ПУРНĂÇĔПЕ ПУЛТАРУЛĂХĔ.]</ref> Çав шутра — чи малтанхи чăвашла кĕнеке, куçару шутланаканскер. [[1800]]-мĕш çулта [[Санкт-Петербург]]ра пичетленсе тухнă.
Ку тапхăрти ытти литературăран тĕрлĕ сăлтавпа çырнă уйрăм сăвăсене асăнмалла. Акă çавсенчен пĕри (сылтăм юпара — хальхи çырулăхпа транскрипцилеме хăтланса пăхни)<ref>[[Сантăр Аксар|Мефодьев, А. И.]] Чувашская детская литература. Часть 1 : истоки, возникновение, формирование / А. И. Мефодьев. - Чебоксары : Чуваш. гос. пед. ун-т, 2008. — 13 с.</ref>:
{{цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
{{columns-list|2|Авал чошнѣ торе аслѣ аттѣзяне
Пит хораться бачче тюре сиррызене:
Эхаль сявах торень сивлыж пала
Кулуг усле анне барать синь пирень, хоть тюрень,
Рабазер и вашле, хош сявын сипзѣне
Тувза кѣзык хиберь тюрдеть пирингонпе
Конда чась пить кибзе тау тума сырѣ
Селем тюрезем ыд! Лаих сяк ись бѣлѣ
Чоньба пить килезе, торе сюр худбадер.
Сюлнѣ пиринь телеин Чиберне рабазыр.
<''Авал чухне торă аслă аттесене''
''Пит хоратса пачĕ тÿре çыррисене:''
''Э халь çавах торĕн сывлăшпала''
''Кăлăх ĕçлĕ (?) анне парать çĕн пирĕн, хоть тÿрĕн (?)''
''Равасăр-и вашле (?), хош çавăн çипсене (?)''
''Тăвса кăсăк хĕпĕртеттерет пирĕн кунпе''
''Конта час пит кĕпçе тау (?) тума çырĕ.''
''Селĕм тÿресем ыт! Лайăх çак ĕçпеле''
''Чунпа пит кĕлесе, торĕ çур хутпатĕр (?).''
''Çÿлнĕ пирĕн пирĕн телейĕн Чиперне равасăр.''>}}
</poem>
{{цитата вĕçĕ}}
Ку сăва [[1781]]-мĕш çулта çырнă, Хусанти енпуç кантурне уçнă чухне чаплă лару-тăрура вуласа панă. Кун пек текстсем татах та пур. Вĕсен авторĕсене тупса палăртайман темелле. [[1852]] çулта пичетленсе тухнă «Чьвашъ аберь болдымыръ» сăввăн авторĕ камне вара тĕпчесе пĕлнĕ. Вăл — [[Лебедев Василий Иванович|Василий Лебедев]]([[1813]]-?).<ref>Димитриев В.Д. [http://сувары.рф/ru/content/k-voprosu-ob-avtorstve-stihotvoreniya-chvash-aber-boldymyr К вопросу об авторстве стихотворения «Чьвашъ аберь болдымыръ»] — 36-мĕш асăрхав.</ref>
[[Ӳкерчĕк:Fedorov m f.jpg|thumb|220px|right|"Арçури" поэма [[автор]]ĕ Михаил Фёдоров]]
Чăваш литературин чи çÿлти шайне палăртакан хайлавсенчен пĕри — [[Фёдоров Михаил Фёдорович|Михаил Фёдоров]] ([[1848]]-[[1904]]) çырнă ([[1984]]) [[Арçури (поэма)|"Арçури" поэма]]:
{{цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Хĕвел ансан Хĕветĕр
(Эсир ăна пĕлетĕр) ...
</poem>
{{цитата вĕçĕ}}
Поэмăра, вăрмана хăрăк турат пуçтарма кайнă Хĕветĕр курăмĕсемпе шухăшларăшĕсем витĕр, çав вăхăтри хресчен пурнăçĕ куç умне тухса сăнарланать.
 
Тата тепĕр тĕлĕнмелле [[литература]] палăкĕ вăл — чăваш хĕрĕсем [[Золотницкий Николай Иванович|Николай Золотницкие]] ([[1829]]-[[1880]]) тав туса çырнă чăвашла çырусем. Акă вĕсенчен пĕри, Хураçырмари Ксения Тимофеева çырнăскер, — хальхи çырулăх мелĕсемпе палăртма хăтлансан<ref>Çăлкуçра (Родионов В.Г. Чăваш литератури. XVIII-XIX ĕмĕрсем. Шупашкар, 2006. — 240-241 С.) ун чухнехи çырулăхпа çырнă оригиналне кăтартман.</ref>:
{{цитата пуçламăшĕ}}
Николай Иванович, Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăчĕ. Çак сăмахсемпе сана чуптăватăп, Христос чиркĕвĕ каланă пек, çакă çыру манăн пултăр хĕрлĕ çăмарта вырăнне. Эс мана çыру хисеплесе çырнăшăн, кĕнекесене те янăшăн рахмат сана; санăн арăмна та рахмат, салам çырса яратăп, ăна валли шăтăкла яратăп, алшăлли вĕçне тытма, хамăн алăпа çыхнине. Пирĕн архиерей Антоние рахмат кала манран, кĕнеке янăшăн. Турă парĕ-и хăçан та пулин курма ăна, пирĕн еннелле килсе курĕ-и кăçал? Митрофан пиччене салам çырса яратăп. Ман килтисем сире пурте салам яраççĕ. Санăн арăму ан ятлатăр мана шăтăкласене çуманшăн — супăнĕ пулмарĕ. Сыв пулăр тепре куриччен. Хураçырмари Тимофей хĕрĕ Оксинья. 1868 çул, май уйăхĕ вун тăхăр кун иртрĕ.
{{цитата вĕçĕ}}
Çак хĕр каярахпа çырура асăннă [[Дмитриев Митрофан Дмитриевич|Митрофан Дмитриева]] (?-[[1906]]) качча тухнă, вара вĕсем [[Дмитриев Иван Митрофанович|Иван Дмитриев]] ([[1876]]-[[1911]]) мусăкçăна çуратса ÿстернĕ.
 
Асăннă Ксения Тимофеевана тата ыттисене чăваш [[çырулăх]]ĕнче тата çыравĕнче чи малтан палăрнă [[хĕрарăм]]сенчен пĕрисем теме пулать.
 
=== XIX–XX ĕмĕрсен чиккинчи поэзи (1886–1903) ===
Асăннă çулсенче поэзи вăйлăн аталаннă теме çук-тăр. Çапах та кăсăклă, пĕлтерĕшлĕ авторсемпе хайлавсем пур. [[Ефимов Никита Ефимович|Никита Ефимов]] ([[1856]]-[[1918]]), "Камит çинчен" сăвă авторĕ. [[Арзамасов Максим Петрович|Максим Арзамасов]] ([[1853]]-[[1919]]), паллă фольклорист, çав вăхăтрах сăвăсем те çырнăскер. Çапах та чăн малтан [[Турхан Якку|Турхан Яккăвне]] ([[1874]]-[[1938]]) тата [[Турхан Хветĕр|Турхан Хĕветĕрне]] ([[1876]]-[[1932]]) асăнмалла.<ref>Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Ш., 1984 — 197-203 сс., 234-276 сс.</ref> Кусем — пĕртăвансем, анчах та вĕсем çумавторсем мар, кашнийĕн пултарулăхĕ хăйне май расна.
Ку вăхăтри литературăра теплерен пĕрре уйрăм поэмăсем те куранкалаççĕ: çÿлерех асăннă Турхан Яккăвĕн — "Варуççи" ([[1903]]), Пётр Орловăн ([[1880]]-[[1959]]) — "Уравăш" ([[1903]], [[1906]]).
 
=== XIX–XX ĕмĕрсен чиккинчи прозăпа драматурги ===
Çак тапхăрти чăваш литератури [[1870]]-мĕш çулсенче [[Яковлев Иван Яковлевич|И.Я.Яковлев]] çĕнĕ [[Чăваш çырулăхĕ|чăваш çырулăхне]] йĕркелесе янипе тачă çыхăннă. Вăл шутра — прозăпа драматурги те. Çапах та, сăмах май каласан, хашпĕр хайлавсене кивĕ çырулăх е [[Золотницкий Николай Иванович|Золотницкий]] çырулăхĕ пулăшнипе те пичетлесе кăлараççĕ.
 
[[Романов Осип Григорьевич|Осип Романов]] ([[1874]]–[[1967]]) чăваш литературин историне [[1900]]-мĕш çулта уйрăм кĕнекен кăларнă «Хĕн-хур куракан çынна Турă пăрахмасть» повесть авторĕ пек кĕрсе юлать.
 
[[1899]]-мĕш çулта Хусан кĕпернинчи Теччĕ уесĕнчи (халĕ [[Елчĕк районĕ]]) [[Аслă Елчĕк]] ялĕнче [[1874]] çулта çуралнă [[Кедров Николай Михайлович|Николай Кедров]] «Аçăна-аннене хисепле, хăвнах аван пулĕ» ятлă кĕнеке пичетленĕ. Акăлчан классикĕн [[Уильям Шекспир]]ăн "Лир король" хайлавĕн витĕмĕ сисĕнет унта.
 
1889 çулта Хусан кĕпернинчи Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ [[Вăрмар районĕ]]) Чулкаç (Сĕнтĕр) ялĕнче çуралнă [[Архипов Дмитрий Архипович|Дмитрий Архипов]] «[[Кустантин|Константинопольти]] чăвашсем» очеркра çак хулара пурăнакан чăвашсемпе тĕл пулса калаçни çинчен çырать.
 
Чĕмпĕр шкулĕнчен пĕлӳ пухса пурнăç çулĕ çине тăнă [[Тимофеев Григорий Тимофеевич|Григорий Тимофеев]] ([[1878]] — [[1937]]) [[Пăва уесĕ]]нчи Элшел ялне ĕçе каять. Кунта вăл [[1901]]–[[1903]] çулсенче «Тăхăрьял» кĕнекене хайлать. Кунта çул çӳрев те, аса илӳ те, танлаштару та пур. Тăхăр ял çыннисем тĕнче тытăмне еплерех ăнланни, ытти халăх çыннисемпе тата хăйсем хушшинче еплерех пурăнни çинчен пырать хайлаври калу. [[Элшел]] çĕрĕ-шывĕпе тĕплĕн паллаштарать. «Тăхăрьял» хайлава халăхăн энциклопедийĕ теме те пулать.
 
[[XX ĕмĕр]]ĕн пуçламăшĕ тĕлне чăваш прози пысăк утăмсем тăвать. Çав хушăрах харкамлăх тĕлĕшĕнчен вăл поэзи хыçĕнче пынă. Чăваш литератури [[Европа|Европăри]] тухăçлă усă куракан чылай жанра сивлемест.
[[File:Jurkki Ivanĕ.jpg|thumb|200px|left|И.Н.Юркин]]
Прозăра [[роман]] ĕлкиллĕ хайлавсем те курăнкалаççĕ ([[Юркин Иван Николаевич|Иван Юркинăн]] ([[1863]]-[[1943]]) роман теме те май пур повеçĕсем). [[Драма]] жанрĕсенчен пĕри те чăваш çыруллă сăмахлăхĕн тытăмне кĕреймен-ха.
 
Драма хайлавĕсене ытларах чухне сцена çинче кăтартса пама çыраççĕ. Анчах вĕсене капла та вулама пулать. Спиридон Михайлов "Калаçăвĕсем" ([[1852]]) ятарласа театр валли хатĕрленĕскерсем мар. Вĕсене чăваш драматургийĕн ум историйĕ тесе те йышăнма та юрать. Эпир асăнакан тапхăра илсен, унта та чăваш авторсем драматургире тунă уйрăм сăнавла тенĕ пек хайлавсем пур. Сăмахран: [[Комиссаров Гурий Иванович|Кури Вантер]] ([[1883]]-[[1969]]): «Чăваш туйĕ» ([[1901]]), «Авлану» ([[1902]]).
 
Çав вăхăтри [[букварь]]сенче пичетленнĕ [[калав]]сен авторĕсем пирки каласа хăвармалла. Пурне те [[Яковлев Иван Яковлевич|И.Я.Яковлев]] [[ят|ячĕпе]] çеç çыхăнтарни тĕрĕс мар. "Революцичченхи чăваш литератури" ятлă текстсен пуххине хатĕрлекенсем ([[Юмарт Геннадий Фёдорович|Геннадий Юмарт]], [[Анатолий Васан]]) палăртнă тăрăх, унашкал хайлавсене, тĕпрен илсен, [[Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕ]]н вĕренекенĕсем çырнă.
Акă вăл палăртусенчен хăшпĕрисем:
* "Эпĕ ÿкĕнни" (<[[1885]]>). "Марук вилни" (<[[1885]]>). [[Калав]]сем. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен Алексей ([[хушамат|хушамачĕ]] паллă мар) çырнă.
* "Пирĕн пÿрт çунни"(<[[1885]]>). Калав. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен Иван Кукушкин ([[Çĕрпӳ уесĕ]]нчен) çырнă.
* "Чĕмпĕр курма кайни" ([[1886]] хыççăн). Калав. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен М.Никитин (хăш тăрăхран пулни халлĕхе паллă мар) çырнă.
* "Эпĕ сехет çĕмĕрни" ([[1886]] хыççăн). Калав. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен А.Кузнецов (хăш тăрăхран пулни халлĕхе паллă мар) çырнă.
 
[[1900]]-мĕш çулхи чăваш букварĕнче [[Иванов Игнатий Иванович|Игнатий Ивановăн]] ([[1848]]-[[1985]]) икĕ [[калав]]ĕ ("Лайăх, ăслă, кăмăллă çын пурне те юрăхлă" тата "Аттăна тăхăн та, çăпатуна кăларса ан пăрах") пичетленсе тухнă. Çырнă калавĕсем вара унăн татах та пулнă, вĕсем пичетлемен ун чухне, анчах [[Ашмарин Николай Иванович|Н.И.Ашмарин]] архивĕнче упраннă.
 
== XX ĕмĕрти чăваш литератури ==
{{main|XX ĕмĕрти чăваш литератури}}
=== XX ĕмĕрти проза ===
{{columns-list|4|
* [[Агаков Леонид Яковлевич]]
* [[Алентей Василий Степанович]]
* [[Артемьев Александр Спиридонович]]
* [[Пурхи Ахван]]
* [[Илле Тăхти]]
* [[Краснов Георгий Васильевич]]
* [[Крысин Павел Афиногенович]]
* [[Ларионов Никита Ларионович]]
* [[Лисина Ева Николаевна]]
* [[Маяксем Леонид Александрович]]
* [[Николаева Юлия Фёдоровна]]
* [[Орлов Георгий Фёдорович]]
* [[Пилеш Герасим Дмитриевич]]
* [[Рзай Виктор Ефремович]]
* [[Савельев-Сас Александр Сергеевич]]
* [[Сатай Владимир Леонтьевич]]
* [[Синичкин Виссарион Семёнович]]
* [[Уйăп Мишши]]
* [[Чичканов Пётр Николаевич]]
* [[Юхма Мишши]]
}}
 
 
{{Çавăн пекех пăхăр|:Категори:Чăваш çыравçисем}}
=== XX ĕмĕрти драматурги ===
{{columns-list|3|
* [[Осипов Пётр Николаевич]]
* [[Айзман Николай Спиридонович]]
* [[Чиндыков Борис Борисович]]
}}
 
 
{{Çавăн пекех пăхăр|:Категори:Чăваш драматургĕсем}}
=== XX ĕмĕрти поэзи ===
{{columns-list|3|
* [[Иванов Константин Васильевич]]
* [[Çеçпĕл Мишши]]
* [[Тукташ Илья Семёнович]]
* [[Петĕр Хусанкай]]
* [[Ухсай Яков Гаврилович]]
* [[Сарпи Раиса Васильевна]]
}}
 
 
{{Çавăн пекех пăхăр|:Категори:Чăваш сăвăçисем}}
 
== Хальхи саманари (XXI ĕмĕрти) чăваш литератури ==
[[XXI]] ĕмĕрте чăваш литературин традицийĕ тата процесĕ тĕппипех чарăнса ларман-ха. Çак традиципе процеса тытса-йĕркелесе пымашкăн [[Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕ|чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕсем]] те пур. [[2001]]-мĕш çул хыççăн ак çак пĕрлешÿсене палăртма пулать:
* Чăваш Ен çыравçисен "Хурăнташ" пĕрлешĕвĕ (урăхла — "Акивер пĕрлешĕвĕ")
* Чăваш Ен çыравçисен Профессилле пĕрлешĕвĕ (урăхла — "Туркай пĕрлешĕвĕ")
* Чăваш çыравçисен перлешĕвĕ (урахла — "Юхма пĕрлешĕвĕ", [[1991]]-мĕш çултанпа ĕçлет).
 
Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче 9 секци (жанр тĕсĕсемпе пайланă), [[вырăс чĕлхи|вырăс]] (ертӳçи — Зимина Г.В.) тата мари (ертӳçи — Г.Григорьев-Тотир) уйрăмĕсем ĕçлеççĕ.
 
Пĕрлешӳре пултаруллă ачасем вали шкул пур. Унта 70 яхăн çамрăк вĕренет (ертӳçи — [[Роза Шевлепи]]);
Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пиллĕк филиал:[[Сĕнтĕрвăрри]] (В.В.Савельев-Саруй),[[Вăрмар]] (Н.И.Иванов-Пихампар), [[Çĕнĕ Шупашкар]] (В.П.Пугачёва), [[Патăръел]] (В.В.Васильев) тата [[Чĕмпĕр]] ([[Ларионов Николай Николаевич|Н. И. Ларионов]]).
 
Асăннă Пĕрлешӳре 110 яхăн пайташ: [[Анатолий Ырьят]], Анатолий Хум, [[Петĕр Вашават]], Юрий Никитин, Чĕкеç Люççи, Улатимĕр, [[Ларионов Николай Николаевич|Николай Ларионов]].
 
Малтан асăннă икĕ пĕрлешÿ 1991-мĕш çултанпа пулнă "Чăваш Ен çыравçисен пĕрлешĕвĕ" текенни пайланнипе пулса кайнă.
 
== Литература тиркевĕ (тишкерĕвĕ) тата публицистика ==
{{columns-list|3|
* [[Ют Николай Яковлевич]]
* [[Арис Аркадий Иванович]]
* [[Хлебников Геннадий Яковлевич]]
* [[Золотов Виталий Арсентьевич]]
* [[Ефимов Лев Архипович]]
}}
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
 
== Вуламалли ==
* {{кĕнеке|пуçелĕк=Чăваш литературин антологийĕ. Проза.[[Гордеев Денис Викторович|Гордеев Д. В.]], [[Силэм Юлия Александровна|Силэм Ю. А.]] пухса хатĕрленĕ|вырăн={{Шуп.}}|çул=2003|isbn=5-7670-1279-2}}
* {{кĕнеке|автор=[[Родионов Виталий Григорьевич|Виталий Родионов]]|пуçелĕк=Чăваш литератури. XVIII–XIX ĕмĕрсем|вырăн={{Шуп.}}|çул=2006|isbn=5-7670-1463-9}}
* {{кĕнеке|автор=[[Юхма Мишши]]|пуçелĕк=Авалхи чăвашсем|вырăн={{Шуп.}}|çул=1996}}
* {{кĕнеке| |пуçелĕк=Чăваш литературин антологийĕ. Драматурги. Е.Р. Якимова пухса хатĕрленĕ|вырăн={{Шуп.}}|çул=2014|тираж=2300|isbn=}}
* Федоров, Г. И. Шанӑҫпах сывлатӑрччӗ литературӑмӑр... : [хальхи вӑхӑтри чӑваш литератури аталанӑвне тишкерни] / Георгий Федоров // Тӑван Атӑл. – 2006. – № 1. – С. 58-59.
* Федоров, Г. И. Чӑваш литератури (1945-1985 ҫулсем) : вӗрену пособийе / Г. И. Федоров. - Шупашкар : Чӑв. ун-чен изд-ви, 2004. - 515 с.
* Федоров, Г. И. О теоретической истории национальной литературы : (некоторые заметки. На материале чувашской литературы) / Георгий Федоров // Ашмаринские чтения / [коллектив авт. – Чебоксары : Изд-во ЧГУ, 2005. – С.168-171.
* Осипов, Н. Н. Некоторые размышления об истоках жанра рассказа в чувашской литературе / Н. Н. Осипов // Вестник Чувашского государственного педагогического университета имени И. Я. Яковлева. – 2012. – № 3. – С. 163-165. – (Гуманитарные и педагогические науки).
* Осипов, Н. Н. О своеобразии развития малых форм прозы в чувашской литературе / Н. Н. Осипов // Вестник Чувашского государственного педагогического университета имени И. Я. Яковлева. – 2012. – № 2 (74), Ч. 2. – С. 109-112. – (Гуманитарные и педагогические науки).
[[File:Kuri Vanter.png|thumb|left|Kури Вантер]]
* [[Кури Вантер|Комиссаров Г. И.]] К вопросу о построении курса истории чувашской литературы (по поводу книжки Н. Васильева «Краткий очерк истории чувашской литературы»). — Казань: Татполиграф, 1931. — 8 с.
* [[Родионов Виталий Григорьевич|Виталий Родионов]]. [http://chgign.ru/a/public/142-«ИСТОРИЯ%20ЧУВАШСКОЙ%20ЛИТЕРАТУРЫ%20XX%20ВЕКА»:%20ИЗ%20ОПЫТА%20СОЗДАНИЯ%20КОЛЛЕКТИВНЫХ%20ТРУДОВ%20.html «ИСТОРИЯ ЧУВАШСКОЙ ЛИТЕРАТУРЫ XX ВЕКА»: ИЗ ОПЫТА СОЗДАНИЯ КОЛЛЕКТИВНЫХ ТРУДОВ] // Источник: АКТУАЛЬНЫЕ ПРОБЛЕМЫ НАЦИОНАЛЬНЫХ ЛИТЕРАТУР РОССИИ: ХУДОЖЕСТВЕННЫЕ ПОИСКИ ХХ – НАЧАЛА XXI ВЕКА. Сборник материалов Международной научно-практической конференции, посвященной 110-летию со дня рождения народного писателя Башкортостана З.Биишевой и 100-летию со дня рождения народного поэта Башкортостана Н.Наджми, г.Уфа, 12 апреля 2018 года, стр. 205-210.
 
== Каçăсем ==
* [http://www.lib.cap.ru/history_chuv.asp История развития чувашской литературы]
 
{{Чăваш Ен темăсенче}}
{{Чăвашсем}}
 
[[Категори:Раççей литератури|*]]
[[Категори:Чăваш литератури|*]]
[[Категори:Литература, чĕлхесемпе]]
[[Категори:Чăваш культури]]