Чăвашран тухнă математиксем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
Ку статьяра [[чăвашсем|чăвашран]] тухнă, [[математика]] [[ăслăх|ăславĕн]] тĕрлĕ енĕсенче çитĕнÿсем тунă [[çын]]сем пирки çырма палăртнă. Чи малтанах çак енсене асра тытмалла.
# [[Таса математика]].
# [[Маякилтерĕш математика]] (Математика пĕлĕвĕсемпе тĕрлĕ çĕрте усă курасси).
# Математикăна вĕрентес ыйтусем (методика).
 
Хăшпĕр математиксем çак енсенчен пĕринче кăна палăрма пултарнă, теприсем 2-3 енĕпе те. [[Чăвашсем|Чăвашран]] тухнă чи пирвайхи математиксенчен пĕри [[Максимов Исайя Максимович]], паллах, пĕремĕш ушкăна кĕрет. [[Миронов Павел Миронович]] методика ыйтăвĕсемпе нумай ĕçленĕ.
 
Калас пулать, таса математикăпа аппаланакансем ытти математиксенчен чылай сайрарах. Анчах та унашкал пропорци пĕтĕм тĕнчипех çапла.
 
Ак çакăн пек документ пур. [[1904]]-мĕш çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче Пăва уесĕн енлĕх пухăвĕ пулса иртнĕ. Çав пухура Епархин вĕрентешсен канашĕн уесри уйрăмĕн пуçлăхĕ Соколов протоиерей акă мĕн тенĕ:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|НУЖНО сказать, что счисление составляет любимое занятие учеников — чуваш, вследствие природной склонности и к математическому мышлению, математическим наукам. Замечено, что ученик из чуваш сообразительнее в решении запутанных и сложных арифметических задач, чем ученик русский или мордвин»<ref>НАРТ, фонд № 166, on. 1, ед. хр. 146</ref><ref>Макаров, Валентин Федорович (1941-). [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001369.pdf Прошлое нашего края и села Алёшкин-Саплык.<Текст>: краткая история села Алёшкин-Саплык <Дрожжановского района Республики Татарстан> : историко-этнографические очерки : книги первая и вторая] / Валентин Макаров. - Ульяновск : Печатный двор, 2012. - 527 с. : ил., портр., табл.; 22 см.; ISBN 978-5-7572-0317-1 (в пер.) — 191 С.</ref>.}}Калас пулать, шутласси чăваш ачисен юратнă ăстăвăмĕ, ку вĕсен çутçанталăкран килекен математикăлла шухăшлавĕн тата математика ăславĕсем патне пырассин туртăмĕ. Асăрханă тăрăх, чăваш ачи кăткăс та пăтрашуллă арифметика тĕллевккисене пурнăçлас енĕпе вырăс е ирçе-мăкшă ачинчен тавçăруллăрах.
{{Цитата вĕçĕ}}
Куратпăр ĕнтĕ, кунта нимĕнле расизм палли те çук. "Склонность" тени кунта туртăма пĕлтерет, вăл вара "юнпа" мар, çынсен менталитечĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă пулăм. Протоиерей тутар ачисене асăнманнинчен те тĕлĕнмĕпĕр: вĕсем унăн "епархийĕнчен" мар.
 
Асăннă цитатăна В.Ф.Макаров таврапĕлÿçĕ хăйĕн тепĕр кĕнекинче те илсе кăтартать<ref>Макаров В.Ф. [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001298.pdf От школы грамоты до передовой средней школы (Краткая история Алешкин-Саплыкской средней общеобразовательной школы).] - Чебоксары: «Новое Время», 2013. - 216 е., вкл. (47-мĕш страницăна пăхăр)</ref>.
== Вуламалли ==
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
== Каçăсем ==
 
[[Категори:Чăвашран тухнă математиксем]]
[[Категори:Математика]]
[[Категори:Культура]]