Çăваçсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
[[File:KazanKhanate1500.png|thumb|KazanKhanate1500|500px|Çăваçсем пурăннă тĕл-вырăн карттă çинче. Симĕс тĕспе паллă тунă. Ку çĕрсем 10-13-мĕш ĕмĕрсенче Атăлçи Пăлхар патшалахĕнче тăнă, 13-15-мĕш ĕмĕрсенче Улус Джучи (Ылттăн Урта) пайĕ шутланнă, 15-16-мĕш ĕмĕрсенче Хусан ханлăхне пăхăннă теме кирлĕ. Çăваçсем Сăрпа Сĕве хушшинче çеç мар, Хусан, Нухрат, Чепца, Шуратăл таврашĕнче те пулнă]]
'''Çăваçсем''' — [[Вăтам ĕмĕрсем|Вăтам ĕмĕрсенче]] Вăтам Атăл тăрăхĕнче пурăннă пуль тесе шутлакан [[гипотеза|гипотезăлла]] авалхи [[халăх]] е социум. [[Чăвашсем|Чăваш халăхĕн]] çав [[ят]]па çӳренĕ тăрăмĕ-[[конфессионим]]ĕ (ку каллех гипотеза шайĕнче).Çавăнпа пĕрлех ку концепцие гипотеза шайĕнчен пĕтĕмĕшле йышăннă [[чăнлăх]] шайнелле хăпарать темешкĕн те май пур<ref>[http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49&id=1540367 Предпосылки мирного, по челобитью, присоединения Чувашии к Российскому государству.] — Чувашская республика. Официальный портал органов власти.</ref>. Çак [[сăмах]] [[ислам]] тĕнне куçмасăр авалхи йăласемпе пурнакан [[пăлхарсем|пăлхарсене]] пĕлтернĕ, [[бесермансем|бесерман]] текен [[ăнлав]]а хирĕçле (оппозицире) тăнă.
== Çăлкуçсенче асăнни ==
[[Историлле çăлкуç|Çăлкуçсенче]] шăпах çак ятпа тата çак пĕлтерĕшпе ниçта та асăнман. Анчах та [[1927]]-мĕш çулччен ''Çĕтĕк Çăваç'' ятлă [[ял]] пулнă<ref>Игнатьева О.Е., Трифонова З.А. [http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=303 АНЧИККАСЫ, Анчăккасси (Çĕтĕк Çăваç, 1927). Чăваш энциклопедийĕнчи статья.]</ref>. Кунсăр пуçне [[Ашмарин Николай Иванович|Н.И.Ашмарин]] сăмахсарĕнче ''çу чăваш'' тата ''çу çармăс'' [[ăнлав]]сем пуррине асăнмалла<ref>Ашмарин Н. И. Словарь чувашского языка. : В 17 т. Т. 11—12 / Н. И. Ашмарин. — Чебоксары: Чувашское государственное издательство, 1936. — С. 200</ref>. Çав тĕлтех ''Çу çырма'' текен топонима та асăннă. ''Çăв чăваш'' форма та пулнă иккен<ref>Ашмарин Н. И. Словарь чувашского языка. : В 17 т. Т. 11—12 / Н. И. Ашмарин. — Чебоксары: Чувашское государственное издательство, 1936. — С.313</ref>. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ "çу" сăмаха асăнни каярахри [[сăмахсар|словарьсенче]] те пур<ref>Чувашско-русский словарь: Ок. 40 000 слов / Андреев И. А., Горшков А. Е., Иванов А. И. и др.; Под ред. М. И. Скворцова. — 2-е изд., стереотип. — М.: Рус. яз., 1985. — 712 с., ил</ref>. Эппин, ку ăнлава пач çук тени те йăнăш пулнă пулĕччĕ. Пĕтĕм проблема та ку [[сăмах]] [[XIV ĕмĕр|XIV]] тата [[XV ĕмĕр|XV]] ĕмĕрсенчи документсенче тупăнманни çеç. Анчах та, — ун вырăнне тенешкел, — "Çĕтĕк Çăваç" майлашупа корреляциленекен "худые болгары" тени пур<ref>[http://www.chnmuseum.ru/index.php?option=com_content&view=article&id=150:2011-09-06-02&catid=10:2011-02-10-09-47-29&Itemid=24 История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.]</ref>. [[Çармăс чĕлхи]]нче "суас" [[сăмах]] пурри те никамшăн та вăрттăнлăх мар.
 
== Сăмах пулăвĕн никĕслевĕсем ==
[[Чăваш сăмахĕсен кĕнеки|"Тезаврус Лингве Чувашорум"]] словарьти "Çу" ("Çăв") сăмахăн малтанхи кăк пĕлтерĕшĕ [[глагол]] сĕмĕллĕ пулсан, унран [[аффикс]]сем пулăшнипе иккĕмĕшле-виççĕмĕшле сăмахсем çуралма пултараççĕ: Çăв > Çăва > Çăваç. Танлаштарса пăхар: '''Пăр-''' "крутить, бурить" > '''Пăра''' "бур, буравчик" ; '''Çыр-''' "писать" > '''Çыра''' "плотницкий инструмент, приспособление для выполнения для оставления меток на дереве"; '''Вĕр-''' "дуть" > '''Вĕре''' "страстный". Ку тĕслĕхсенче '''-а''' [[аффикс]] майĕпе глаголтан япала ячĕ пулнă ([[субстантиваци]] пулăмĕ урлă теме май пур).
 
[[Совет Социализм Республикисен Пĕрлешĕвĕ|СССР]] [[Ăслăх|Ăслав]] академийĕн пайташ-корреспонденчĕ [[Ашмарин Николай Иванович|Н.И.Ашмарин]] профессор, "чăваш" сăмахăн маларахри пулма пултарас формисем пирки шута кайса, çапла каланă:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|[...]Всё это заставляет нас предположить, что слово «чăваш» в старину произносилось чувашами несколько иначе, чем теперь, и именно в одной из следующих форм: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас [çуаç, çуас, çăваç, çăвас]; в этом то более древнем виде оно и было взято черемисами в их богатый чувашизмами язык<ref>[[Ашмарин Николай Иванович|Ашмарин Н. И.]] Болгары и чуваши. — Казань, 1902. — С. 45</ref>.}} <Куçару: Мĕнпурĕ пире ак мĕн патне илсе пырать: "чăваш" сăмаха ĕлĕк чăвашсем хальхинчен урăхларах, — черетлесе тухакан формăсенчен пĕринпе, — каланă: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас [çуаç, çуас, çăваç, çăвас]; асăннă хапасенчен тахашĕнчен ăна çармăссем хăйсен чувашизмсемпе пуян чĕлхине йышăннă.>
{{Цитата вĕçĕ}}
Кун пиркиех Ашмарин [[1925]]-мĕш çулта М.П.Петров (Тинехпи) патне янă çырура та калать<ref>Петров М. П. О происхождении чуваш. — Чебоксары: Чуваш. гос. изд-во, 1925. 62 с. — 57 с. (Приложение 2).</ref>. Çапла вара, паллă тĕпчевçĕ "çăваç" сăмаха, фонетикăлла тĕшмĕртӳ çинче никĕсленсе, тавçăрса илнĕ. Çавăн пекех вăл, авă, [[çармăссем]] хăйсен халĕ тутарсене палăртакан "суас" сăмахне те çак "çăваç" формăранах илнине те палăртать.
Юлашки тезиса (çармăссен "суас" сăмахĕ "çаваç" формăран тухнă пирки) филологи ăславĕсен докторĕ [[Егоров Николай Иванович|Н.И.Егоров]] профессор та çирĕплетет:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|В марийском языке этноним суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) является заимствованием из чувашского языка. Диалектные формы этого марийского этнонима явно показывают его старое звучание çăвăç «язычник» — из древнетюркского йагъычи «жертвоприноситель», от йагъ- «приносить жертву». Не следует путать это слово с древнетюрк. йогъчи «участник поминального обряда, плакальщик», от йогь «поминальный обряд», откуда современное чуваш. çăва «могила». В золотоордынский период на территории Среднего Поволжья появилось весьма пестрое в этническом и языковом отношении пришлое население (монголы, тюрки-кыпчаки, тюрки-огузы, ираноязычные персы и таджики, армяне, славяне, финно-угры и др.), основная масса которого была исламизирована. Местное сельское булгаро-чувашское население, придерживавшееся традиционных языческих верований, называло себя çăваç<ref>[[Егоров Николай Иванович|Егоров Н. И.]] Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 136.</ref>.}}<Куçару: Мари чĕлхинчи суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) этноним — чăваш чĕлхинчен илнĕскер. Çак мари этнонимĕн диалектла формисем куçкĕрет унăн кивĕ янравне кăтартаççĕ: çăваç "язычник" — авалхи тĕрĕк чĕлхинчи йагъычи «жертвоприноситель», йагъ- «приносить жертву». Ку сăмаха авалхи тĕрĕк чĕлхинчи йогъчи («участник поминального обряда, плакальщик», йогь «поминальный обряд») сăмахпа пăтраштарма кирлĕ мар, унтан чăваш чĕлхинчи çăва «могила» сăмах пырать. Ылтăн Урта тапхăрĕнче Вăтам Атăл тăрăхне этнос тата чĕлхе тĕлĕшĕнчен ула-чăла халăх килсе тулнă (монголсем, тĕрĕк-кыпчаксем, тĕрĕк-огузсем, иран чĕлхиллĕ перссем тата таджиксем, армянсем, славянсем, финн-угорсем ...), вĕсенчен ытларах пайĕ исламланнă. Вырăнти яллă тĕлсенчи пăлхар-чăваш халăхĕ, традицилле ыр-хаяр ĕненĕвĕсене тытса пыраканскер, хăйне çăваç тенĕ.>
{{Цитата вĕçĕ}}
Кунта ''çу (çăв)'' тенин чи авалхи тымарĕсене (праформисене) ăçта шырамаллине кăтартнă. Авалхи тĕрĕк чĕлхин сăмахсарне пăхсан татах та уçăмлăнрах курăнать: '''jaγ''' - III приносить жертву; '''jaγїљ''' (рел.) – жертвенное приношение у доисламских тюрок, '''jaγїљlїγ''' (рел.) – жертвенный, '''jaγїљlїq''' (рел.) – жертвенное место; '''jоγ''' – I поминальный обряд, '''jоγčї''' (парн.) – участники поминального обряда, '''jоγlа''' – устраивать поминки, оплакивать<ref>Древнетюркский словарь. Л., [[1969]]. — . С. 224 , С. 225 , С. 269 , С. 270.</ref>.
 
Малалла вăл, Н.И.Егоров, çапла калать:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|Таким образом, ко второй половине XIV в. основным признаком, различающим пришлое золотоордынское и местное булгаро-чувашское население на территории бывшей Волжской Булгарии, стала выступать религиозная принадлежность. По этому признаку местное булгаро-чувашское население называлось çăваç, и марийцы это восприняли как этническое название. А пришлое золотоордынское — бесермен (от арабского муслимин). Окончательно этноним чăваш складывается в период Казанского ханства. Переселившиеся во второй половине XV в. в Среднее Поволжье кыпчаки восприняли термин çăваç «жертвоприноситель» в качестве этнического названия и, согласно произношению кыпчакского (татарского) языка, переделали его в чăваш. В такой форме это попало в чувашский и другие языки<ref>Егоров Н. И. Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 137.</ref>.}}<Куçару: çапла вара, 14-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурри тĕлне тĕн вырăнти пăлхар-чăвашсене тата килсе ернĕ Ылттăн Урта çыннисене уйăракан тĕп паллă пулса тăнă. Çак паллăпа килĕшӳллĕн вырăнти пăлхар-чăвашсене çăваç тенĕ те çармăссем çакна этноним пек йышăннă. Ылттăн Урта тымарĕллисем — бесермен (араб чĕлхинчи муслиман тенинчен). Чăваш этноним Хусан ханлахĕ вăхăтĕнче çирĕпленсе çитет.14-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Вăтам Атăлçие килнĕ кыпчаксем "çăваç" (чӳклевçĕ) термина каллех этноним пек йышăннă, вара кыпчак (тутар) фонетикин çеммипе "чăваш" теме пуçланă. Ĕнтĕ унтан чăвашсемпе ыттисем те çапла калама пуçланă.>
{{Цитата вĕçĕ}}
Икĕ ăславçă каланисече чăннипе пĕртен-пĕр уйрăмлăх çеç. [[Егоров Николай Иванович|Н.И. Егоров]] "çăваç"-ран "чăваш" пулса тăма кыпчаксен витĕмĕ кирлĕ пулнă тесе шутлать пулсан, [[Ашмарин Николай Иванович|Н.И.Ашмарин]] вара ку кирлех те пулман тет.
Н.И.Егоров [[Хусанкай Атнер Петрович|А.П.Хусанкайпа]] пĕрле мĕн каланипе паллашар тата:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|На С<евере> Чувашии, в Предволжье, Заказанье и Предкамье вынужденные беженцы из централ. р-нов бывшей Волж. Болгарии консолидируются в новый этнос – чувашский народ. Материальные особенности строевых уровней булгаро-чуваш. языка свидетельствуют о том, что в золотоордын. эпоху происходило слияние булгар., кыпчак. и других компонентов при сохранении религиозных различий (ср. этнонимы чăваш «язычники-жертвоприносители» и бесермяне «мусульмане»)<ref>[[Егоров Николай Иванович|Егоров Н.И.]], [[Хусанкай Атнер Петрович|Хузангай А.П.]] [http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=1540 БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК.] — Чăваш энциклопедийĕнчи статья.</ref>.}}<Куçару: Чăваш Енĕн çурçĕр енче, Атăл çумĕнче, Хусан таврашĕнче, Кама çумĕнче Атăлçи Пăлхар варринчен ирĕксĕр тарса килнисем çĕнĕ этноса — чăваш халăхне — консолидациленеççĕ. Пăлхар-чăваш чĕлхин тăвăмла шайĕсен материалла уйрăмлăхĕсем Ылттăн Урта тапхăрĕнче пăлхарсем, кыпчаксем тата ытти компонентсем пĕрлешнине, тĕн уйрăмлăхĕсем сыхланнине кăтартаççĕ (чăваш "чӳклевçĕ" тата бесермян "мăссăльман" этнонимсене танлаштарăр).>
{{Цитата вĕçĕ}}
"Çăваç" ыйтăвне малалла аталантаракансем хушшинче çавăн пекех — филологи [[ăслăх|ăславĕсен]] докторĕ [[Родионов Виталий Григорьевич|В.Г.Родионов]] профессор:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
Пăлхарсен пĕр пайĕ Хусан еннелле, тепĕр пайĕ Сĕве тăрăх анаталла вăрмансене тарса хăтăлаççĕ. Çав тапхăртан пуçласа "пăлхар" сăмах ерипен манăçа тухать. Ислам тĕнне йышăннă пăлхарсем "пĕсĕрмен", йышăнманнисем "чăваш" ("çăваç") ятпа çӳреме пуçлаççĕ<ref>Революцичченхи чăваш литератури. (XX ĕмĕрччен). Шупашкар, [[1989]]. — 25 С.</ref>.
{{Цитата вĕçĕ}}
 
[[Вырăссем|Вырăс]] [[Историлле çăлкуç|çăлкуçĕсенче]] ([[çырсапырав]]ĕсенче) "худые болгары" тата "бесерман" [[ăнлав]]сем пурри, [[Анчăккасси]]н [[1927]]-мĕш çулчченхи ''Çĕтĕк Çăваç'' ячĕ те [[сăмах]] пулăвĕн никĕслевĕсен шутнех кĕреççĕ.
=== "Сăваç" сăмах пирки пирĕн ытти саманаташсем мĕн шавлани пирки ===
Чăваш кинематографисчĕсен ертӳçи [[Цыпленков Олег Михайлович|О.М.Цыпленков]]:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
Истори ыйтăвĕсене çутатакан кĕнекесенче чăвашсем мĕнле пулса кайни пирки тĕрлĕрен вулама пулать. Эпир сăварсен‚ пăлхарсен‚ гунсен йăхĕсем. Мĕншĕн юлашки 300-400 çул çеç чăваш тенине тĕл пулатпăр? Хуравĕ‚ ман шутпа‚ çакăнта: чăваш тени хăй вăхăтĕнче халăх ячĕ пулман. Вăл – халăхăн тĕн палли. Авалхи асаттемĕрсен пĕр пайĕ ислам тĕнне йышăнсан йăла-йĕркесем те улшăннă. Вĕсене ĕлĕкхи пек çăвана пытарма пултарайман. Çапла мусульман халăхĕн йĕркипе масарсем йĕркеленнĕ. Ĕлĕкхи тĕнпех пурăнакансене çăваçсем теме пуçланă. Кайран чăвашсем пулса кайнă. Çапла тĕн палли халăх ячĕ пулса тăнă<ref>[[Цыпленков Олег Михайлович|Цыпленков О.М.]] [http://сувары.рф/su/content/asla-palhar-cerepe-cyresche «Аслă Пăлхар çĕрĕпе çӳресчĕ!»] — Интервью. Т. НИКИТИНА калаçнă. Урал сасси. — 2010 ç. — Утă, 22</ref>.
{{Цитата вĕçĕ}}
[[Цыпленков Олег Михайлович|Ултияр (Олег Михайлович)]] каланинче пĕр саманта асăрхас пулать. Мĕншĕн тесен ([[Егоров Николай Иванович|Н.И.Егоров]] сăмахĕсене аса илĕр) "çăваç" тенине, тулаш енчен пĕр пек пулсан та, чăннипе "çăва" сăмахпах çыхăннă тесе çирĕплетмех май çук. "Çăва" тата "çăваç" авлхи тĕрĕк чĕлхинчи тĕрлĕ тымарсенчен йĕрленсе пыма пултараççĕ.
 
''"Экспедицисене тухса çӳресе çăваç пулса тăтăм",'' тет тата [[Дмитриев Иосиф Александрович|И.А.Дмитриев]] (Трер)<ref>[http://hypar.ru/cv/iosif-dmitriev-trer-syvlash-citmest-annecem-men-tavas Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР: «Сывлăш çитмест, аннеçĕм. Мĕн тăвас?»] — 16, Февраль, 2016, Хыпар.</ref>
 
[[Çармăс чĕлхи]]нче мăн кĕрĕве палăртакан кăсăклă [[сăмах]] пур: савуш, çäӳç, çавуç, сагуш “дружка, шафер, распорядитель в свадебном обряде” < чăв. *çавăç (Расянен). Çавна май Лингофорумри пĕр сайтçă çапла ыйтать<ref>Karakurt. [http://lingvoforum.net/index.php/topic,80604.msg2835632.html#msg2835632 Сайтри комментари.] (Таврари комментарисене пăхса илсен пăсмасть).</ref>: çăваç тата çавăç тенисем омонимлах илтĕннине кура [[чăваш чĕлхи]]нчен çавăç сăмах тухса ӳкмен-ши?
 
== "Çăваç" концепцине критиклеме хăтланни ==
[[Димитриев Василий Димитриевич|В.Д.Димитриев]] мĕн каланине итлесе пăхар:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|Даже остепенённые чувашские филологи стали утверждать, что этноним чăваш произошёл от созвучного ему слова сăва «могила», означающего якобы язычника<ref>[[Димитриев Василий Димитриевич|Димитриев В.Д.]] Фальсификация истории [Электронный ресурс]. URL: http://chuvbolga-ri.ru/index.php/template/kultura-chuvashii/217-falsifikatsiya-istorii.</ref><ref>[[Салмин Антон Кириллович|Салмин А. К.]] История чувашей в их этнонимах. // Вестник Чувашского университета. — 2014. — Вып. 4. — С. 71—85. (Усă курнă [[литература]] йышĕнче 19-мĕш номерлине пăхмалла).</ref>.}}<Куçару: Ĕнтĕ каплă пулса тăнă чăваш филологĕсем те '''чăваш''' сăмах унпа пĕр янравлă тата чӳклевçĕне имĕш пĕлтерекен '''çăва''' "могила" сăмахран тухнă теме пуçларĕç.>
{{Цитата вĕçĕ}}
Кунта нихăш филолога та ятран асăнман. Енчен те филологи ăславĕсен докторне Н.И.Егорова илес пулсан, вăл, куртăмăр ĕнтĕ, "çăва" тата "çăваç" сăмахсене тӳррĕн çыхăнтармасть — хăяккăн çеç. "Çăва" сăмах хăй тĕллĕн чӳклевçĕне пĕлтерме пултараймасть, — вăл '''-ç''' [[аффикс]] хушăнсан çеç çав пĕлтерĕше йышăнать.
=== Кăштах "альтернативлă" текен версисем пирки ===
Чăннипе каласан альтернативлă текен версисем валли [[вырăн]] сахаллансах пырать. Мĕншĕн тесен чараксем пур. Калăпăр, унашкал версисем [[çармăс чĕлхи]]нче "суас" сăмах тата унăн фонетикăлла варианчĕсем пуррине, ытти факторсене шута илмешкĕн тивĕç. "Çăваç" концепцийĕ авалхи тĕрĕк [[чĕлхе|чĕлхинчи]] '''йагъ-''' "чӳклес" тымартан шăтса тухать терĕмĕр. Çавна май халлĕхе асăннă тымарпа çывăх, анчах çапах та кăшт урăхларах праформăсемпе çыхăннă версисене (Г.В.Юсупов<ref>Г. В. Юсупов. Булгаро-татарская эпиграфика и топонимика как источник исследования этногенеза казанских татар. - Вопросы этногенеза Среднего Поволжья, Казань 1971, стр. 220-221</ref>, [[Федотов Михаил Романович|М.Р.Федотов]], М.Фасмер<ref>Фасмер М. Этимологический словарь русского языка. В 4 т. Т. 4 (Т—ящур) / Пер. с нем. и доп. О. Н. Трубачева. — 2-е изд., стер. — М.: Прогресс, 1987. — С. 376.</ref> каланисене) асра тытма пулать. Анчах вĕсенче те темĕн чухлĕ кăлтăк пур.
 
== Çавăн пекех пăхăр ==
* [[Чăвашсем]].
* [[Çĕтĕк пăлхарсем]].
* [[Бесермансем]]
== Вуламалли ==
* [[Родионов Виталий Григорьевич|В.Г.Родионов]]. Чăвашсен вăтам ĕмĕрсенчи культури.// В.Г.Родионов.Чăваш литературию XVIII-XIX ĕмĕрсем. Чăв.кĕнеке кăларавăшĕ, Шупашкар, [[2006]]. — С.7-51.
* [[Егоров Николай Иванович|Егоров Н.И.]] К этимологии этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: Тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В.Г. Егорова (12–13 февраля 1980 г.). Чебоксары, 1980. С. 34–36.
* Егоров Н.И., Егоров Э.Н.. Бесермяне и чуваши – этнонимы от конфессионимного происхождения // Диалекты и история тюркских языков во взаимодействии с другими народами: Сб. ст. ЧГПУ, ЧГИГН. Чебоксары, 2004. С. 146–158.
* Егоров Н.И. Избранные труды. Этимология. Этноглоттогенез. Этнолингвокультурология. Чебоксары: Новое время, 2009. 854 с.
* Егоров Н.И. [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkni_0_0001093.pdf Динамика формирования национальных концепций идентичности у татар и чувашей: от конфессионального к этнонациональному] / науч. ред. Г.А.Николаев. – Чебоксары, 2012. – 52 с. – (Научные доклады / ЧГИГН; вып. 10).
* Родионов В.Г. К ПРОБЛЕМЕ РЕКОНСТРУКЦИИ ЧУВАШСКОГО ОБРЯДОВОГО КОМПЛЕКСА ÇУ. // ЧГВ, 2007/2008 гг., № 3 — С. 53-62.
* Родионов В.Г. Чăваш этноним ăçтан пуçланнă? // Тăван Атăл (Родная Волга), 1980. № 2. С. 79–80. ( Ку статья малтан çакăнта пичетленнĕ: Çĕнтерӳшĕн (За победу), газета Ибресинского района Чувашской Республики), 1979. 27 октября.)
* Родионов В.Г. К истории возникновения и утверждения этнонимов бигер, бесермян и чуваш// Ашмаринские чтения – VI: материалы Всероссийской конференции, проходившей 17–18 октября 2008 г. Чебоксары: ЧГУ, 2008. С. 169–179;
* Тепляшина Т.Н. Язык бесермян. М.: Наука, 1970. 288 с.
* Родионов В.Г. [http://old.chgign.ru/1020-mezhdunarodnyy-kongress-strategicheskiy-vzglyad-na-islamskiy-mir-v-xxi-veke-doklad-vitalya-rodionova-rol-islama-v-formirovanii-etnicheskogo-soznaniya-tyurkskih-narodov-povolzhya.html РОЛЬ ИСЛАМА В ФОРМИРОВАНИИ ЭТНИЧЕСКОГО СОЗНАНИЯ ТЮРКСКИХ НАРОДОВ ПОВОЛЖЬЯ.] // Доклад на МЕЖДУНАРОДНЫЙ КОНГРЕССЕ «СТРАТЕГИЧЕСКИЙ ВЗГЛЯД НА ИСЛАМСКИЙ МИР В XXI ВЕКЕ" (Турция). — 15.05.2017, 11:37.
* Родионов В.Г. [http://www.chgign.ru/a/public/7-РЕКОНСТРУКЦИЯ%20ЭТНОКУЛЬТУРНОЙ,%20СОЦИАЛЬНОЙ%20И%20КОНФЕССИОНАЛЬНОЙ%20ИДЕНТИФИКАЦИИ%20НАСЕЛЕНИЯ%20ВОЛЖСКОЙ%20БУЛГАРИИ.html#_ednref26 Реконструкция этнокультурной, социальной и конфессиональной идентификации населения Волжской Булгарии.]
 
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
== Каçăсем ==
* [http://lingvoforum.net/index.php/topic,39486.0.html Тема: сопоставление этнонимов чуваш - табгач.]
* [http://lingvoforum.net/index.php/topic,80604.0.html Лингвофорум. Тема: Ещё раз об этнониме "чăваш" (чуваш, чуаш, чюваш и т. д.).]
 
 
 
 
 
 
[[Категори:Чăвашсем]]
[[Категори:Авалхи халăхсем]]
[[Категори:Истори]]
[[Категори:Чăваш Енĕн историйĕ]]