Каркел: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
{{ПВ-Раççей
|статус = Ял
|чăвашла çĕлĕк = Каркел
|тăван çĕлĕк = Каркел
|герб = Coat of Arms of Ulyanovsk Oblast.png
|ялав = Флаг Ульяновской области (2013).svg
|lat_deg =53 |lat_min =55 |lat_sec = 13
|lon_deg =47 |lon_min =5 |lon_sec = 19
|CoordAddon = type:city(100)_region:RU
|CoordScale =
|ЯндексКартти =
|регион карттин пысăкăшĕ =
|район карттин пысăкăшĕ =
|регион = Чĕмпĕр облаçĕ
|регион тапăлра = Чĕмпĕр облаçĕ
|район тĕсĕ = Муниципаллă район
|район = Вешкайма районĕ
|район тапăлра = Вешкайма районĕ{{!}}Вешкайма
|пурăнан тăрăх тĕсĕ = Ял тăрăхĕ
|пурăнан тăрăх = Каркел ял тăрăхĕ
|пурăнан тăрăх тапăлра = Каркел ял тăрăхĕ{{!}}Каркел
|шалти пайлану = урамсем
|пуçлăх =
|никĕсленĕ вăхăт = XVII ĕмĕр
|пĕрремĕш асăну = 1672
|малтанхи ятсем = Тăварăм, Вăта Тăварăм
|статус = Ял
|лаптăк =
|ПВ центрĕн çӳллĕшĕ =
|пурăнан халăх = 2,7 пин
|халăх çыравĕн çулĕ = 2002
|йышлăх =
|агломераци =
|наци йышĕ = чăвашсем, ирсесем, вырăссем
|конфесси йышĕ = православсем
|этнохороним = каркелсем
|вăхăт тăрăхĕ =
|почтă индексĕ = 433113
|почтă индексĕсем =
|телефон кочĕ = 83535
|автомобиль кочĕ = 73
|цифрăллă идентификатор = 73207850001
|категори Commons-ра =
|сайт =
}}
'''Каркел''' ([[Вырăс чĕлхи|вырăс.]] ''Каргино'') — [[Чĕмпĕр облаçĕ]]нчи [[Чĕмпĕр облаçĕн Вешкайма районĕ|Вешкайма районĕн]] ялĕ<ref name="Кл">Ларионов, Николай. [http://kanash.su/747.html Каркел 340 çул тултарчĕ.] — "Канаш" хаçат (Чĕмпĕр), 1170-мĕш (2012.06.28) кăларăм</ref>. Асăннă районта пĕртен-пĕр чăваш ялĕ шутланать. [[Тăварăм (юханшыв)|Тăварăм]] [[юханшыв|шывĕ]] хĕрринче вырнаçнă. Район центрĕнчен 13 километрта. Ялăн хĕвеланаç пайĕ унчченхи Сурки ялĕ пулса тăрать; çавăн пекех территорире малтан Карпаты ялĕ пулнă вырăнăн виçĕ çурчĕ пур<ref name="КК">[http://73history.ru/set-prroekti/1000-pos-ul/121-kargino Краеведческий Компас«НИИ истории и культуры Ульяновской области имени Н.М. Карамзина». Каргино.]</ref>. Ял [[чăвашсем|чăвашсен]] ăславра ятарласа палăртнă Чĕмпĕр-Сарăту ушкăнне кĕрет. Апла пулин те ăна çав ушкăн пирки çырнă паллă кĕнекере<ref>СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004.</ref>, шел пулин те, пачах та палăртмасăр хăварнă.
 
== Тавралăхĕ ==
Хальхи вăхăтра районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ шутланать пулин те, ĕлĕк лару тăру кăшт урăхларах пулнă. Сăмахран халь [[вырăссем]] пурнакан [[Анат Тăварăм]] ялне те чăннипе чăвашсемех пуçласа янă, никĕсленĕ, каярахпа та унта чылай вăхăт пурăннă<ref>[http://73history.ru/set-prroekti/1000-pos-ul/123-nizhnyaya-tuarma Нижняя Туарма - Краеведческий компас.]</ref>. Каркелтен чи çывăхра вырнаçнă [[чăвашсем|чăваш]] ялĕ хальхи [[вăхăт]]ра [[Барыш районĕ]]нчи [[Емелей]] пулать.
 
== Кунçулĕ ==
[[Ларионов Николай Николаевич|Николай Ларионов]] çырнинчен:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
Пĕрремĕш хут Туварма çинчен (ял ячĕ малтан çапла пулнă) 1672 çулта асăннă. Яла пуçласа яракансем патша çарĕнче нумай çул службăра тăнă чăвашсем пулнă. Малтан 45 кил пулнă тесе çыраççĕ историксем. Халĕ ку ялта ытларах чăвашсем тата мордвасем пурăнаççĕ. Ытти нацисем те пур<ref name="Кл" />.
{{Цитата вĕçĕ}}
 
"Тăварăм" тенĕ сăмах чăваш чĕлхинчи "ту" тата "вар" тенисенчен пулса кайнă тесе шутлаççĕ.
 
=== Ял 340 çул тултарнине уявлани ===
Кун пирки Николай Ларионов çырса кăтартнă:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
Каркелĕнче икĕ уяв харăс пулчĕ: ял 340 çул тултарнине палăртрĕç тата чăваш Акатуйĕ иртрĕ. Малтан ял çыннисем Аслă вăрçăран таврăнман салтаксен тата нумай çул хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ Н.А.Никоноренко палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Унтан халăх Культура çурчĕ çумне куçрĕ. Сцена çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.А.Кряжев Акатуй ялавне лартнă хыççăн уяв пуçланнине пĕлтерчĕ. Халăх умне Акатуй паллине – сухапуç йăтса тухрĕç. Районти чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Яковлев салам сăмахĕ хыççăн мăчавăр пулса авалхи чăвашсен кĕллине вуларĕ, çĕр тулăх пултăр тесе ун çине сăра тăкрĕ. Хĕрсем пухăннă халăха сăрапа, çăкăр-тăварпа, ăшаланă çăмартапа сăйларĕç.<ref name="Кл" />.
{{Цитата вĕçĕ}}
 
Малалла асăннă автор çапла çырать:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
Халăха район пуçлăхĕ Ю.Н.Степанов (вăл çак ялта çуралса ӳснĕ), Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пуçлăхĕ А.А.Мордовкин тата ыттисем саламларĕç. Ялти тата обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансене наградăсем пачĕç. Облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвĕсене Л.Н.Яковлев тата вырăнти библиотека ертӳçи, çак уява ертсе пыракан Л.Н.Кузина тивĕçрĕç. Сидоровсен çемйине ача çуралнă ятпа парне пачĕç. Портновсен çемйине ылтăн туй, Бутылкинсен çемйине мерчен, Аршиновсен çемйине кĕмĕл туй ячĕпе саламларĕç. Ю.Н.Степанов çулланнă çынсене «Вăрçă ачисем» удостоверенисене тата кăкăр паллисене пачĕ. А.А.Мордовкин УОЧНКА ятĕнчен Ю.Н.Степанова, П.А.Кряжева тата ытти хастарсене Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Сцена çине С.В.Ерофеева (вăл Культура çуртĕнче те, шкулта та чăваш культури кружокне илсе пырать) ертсе пыракан ачасен «Родничок» ушкăнĕ тухса юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Ульяновскран килнĕ Варвара Ерофеева та илемлĕ юрăсем юрларĕ. Ватти-вĕтти тĕрлĕ шӳтлĕ вăйăсене, амăртусене хутшăнчĕ – пурте тулли кăмăлпа канчĕç. Акатуй вĕçленнĕ хыççăн Вешкаймăран килнĕ Анатолий священник шкул çумĕнчи çĕнĕ часавая таса шывпа сапса, кĕлĕ вуласа çутатрĕ.
Ун хыççăн ял çине çумăр чашлаттарса çума тытăнчĕ.<ref name="Кл" />.
{{Цитата вĕçĕ}}
 
== Халăх йышĕ, ял тытăмĕ ==
Ялти чи паллă хушаматсем çаксем: Алексеев, Аленин, Антонов, Альшаков, Артамошкин, Баландаев, Бутылкин, Выборнов, Головин, Гусаров, Ерофеев, Иванкин, Казаковы, Карсунцев, Кузин, Крюков, Ключарев, Лощенин, Макаров, Матренин, Мокеев, Некрасов, Павлов, Подсевалов, Полубесов, Портнов, Салин, Семиндейкин, Симкин, Симурзин, Серов, Степанов, Страшнов, Тубакин, Ульянчев, Шеймухов, Юхлимов<ref name="КК" />.
 
Çакăн пек урамсем: Большая улица, Улица Егоровка, Улица Елхи, Заречная улица, Улица им Н.А.Никоноренко, Улица Карпаты, Клубная улица, Молодежная улица, Улица Мулловка, Русская улица, Советская улица, улица Сурки, Теплотрассная улица, Тихая улица, Улица Ульянова. Урамсен чăвашла ячĕсем пуррипе çукки тата вĕсем мĕнли (пур пулсан) паллă мар.
 
== Экономика ==
Ĕлĕкхи экономика пирки ак çакăн пек информаци пур:
{{Цитата пуçламăшĕ}}
{{oq|ru|В 1859 г. одна часть поселения была помещичьей, а другая – удельной. Удельные крестьяне содержали императорскую семью, император являлся самым богатым помещиком в России. [...] Каргинская волость была одной из крупных в Карсунском уезде, в 1897 г. в неё входили 6 сёл и 6 деревень, 2 хутора, 9 помещичьих усадеб с кирпичным заводом, спичечной фабрикой, фермой и 14 мельницами. В начале ХХ в. село делилось на два «общества» (общины): крестьяне бывшего помещика Герасимова и бывшие удельные крестьяне. При этом бывшие помещичьи крепостные находились в более тяжёлом положении. [...] В 1911 г. в пользовании крестьян находилось 1629 десятин земли, при этом у бывших удельных в среднем было по 6,5 десятин на двор, а у бывших помещичьих – по 4 (вместе с арендуемой землёй)<ref name="КК" />.}} <Куçару: 1869-мĕш çулта хресченсен пĕр пайĕ улпутăн, тепĕр пайĕ утелни пулнă. Утелнисем император килйышне тăрантарнă, император хăй чи пысăк улпут шутланнă [...] Каркел вулăсĕ Карссун уесĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулнăскер, унта 12 ял, 2 куттăр, 9 улпут çурчĕ, кирпĕç савучĕ, шăрпăк хапрăкĕ, ферма, 14 арман шутланнă. 20-мĕш пуçламăшĕнче ял икĕ пĕрлĕхре тăнă: унчченхи Герасимов улпутăн хресченĕсем тата унчченхи утелни хресченĕсем. Пĕрремĕш ушкăнтисен пурнăçĕ йывăртарах пулнă [...] 1911-мĕш çулта мĕнпурĕ 1629 теçеттин çĕр, вăл шутра унччен утелни пулнисене кашни киле 6,5 теççĕттин, унччен улпутăн пулнисене — 4 теçеттин (арендăрине шутласа) тивнĕ.>
{{Цитата вĕçĕ}}
 
== Çутĕç, культура, паллă вырăнсем ==
{{Цитата пуçламăшĕ}}
2004 çулта Вешкайма районĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн вырăнти уйрăмне йĕркелесе янă. 2006 çулта вара пĕртен-пĕр чăваш ялĕнче Акатуй ирттернĕ<ref>Мустаева, Елена. [http://kanash.su/2032.html Каркелĕнчи вуннăмĕш Акатуй.]</ref>.
{{Цитата вĕçĕ}}
 
== Вуламалли ==
* Барашков В. Ф. По следам географических названий Ульяновской области. Ульяновск, 1994.
* Подворная перепись Симбирской губернии 1910 – 1911 гг. Т. 1–8. Сим-бирск, 1913–1915.
* Сборник исторических и статистических материалов Симбирской губер-нии. Симбирск, 1860.
* Справочник административно-территориального деления Симбирской губернии – Ульяновской области за 1648 – 1985 гг./ Сост. А. Ф. Варламова. Ульяновск: Приволж. кн. изд-во, 1986.
* Ульяновская – Симбирская энциклопедия/ Ред.-сост. В. Н. Егоров. Т. 2. Ульяновск: Симбирская книга, 2004.
 
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
 
== Каçăсем ==
* [http://www.komandirovka.ru/cities/kargino_ulyan._obl./ Село Каргино, Ульяновская область.]
* [http://ulianovsk.ru/index.php/%D0%A7%D1%83%D1%84%D0%B0%D1%80%D0%BE%D0%B2%D0%BE%2C_%D0%92%D0%B5%D1%88%D0%BA%D0%B0%D0%B9%D0%BC%D1%81%D0%BA%D0%B8%D0%B9_%D1%80%D0%B0%D0%B9%D0%BE%D0%BD ulianovsk.ru]
* [http://terrus.ru/cgi-bin/allrussia/v3_index.pl?act=reg&id=73 terrus.ru — Раççей хыпар бази]
* [http://ruspostindex.ru/73/0.html Чĕмпĕр облаçĕн почтă индексĕсем]
* [http://www.terrus.ru/sources/stat/okato/id441.shtml ОКАТО]
* [https://chuvash.org/content/3174-Республика%20тулашӗнчи%20чӑваш%20ялӗсем.%20Каркел.html Республика тулашӗнчи чӑваш ялӗсем. Каркел.]
{{stub}}
{{Вешкайма районĕ}}
 
[[Категори:Чĕмпĕр облаçĕнчи Вешкайма районĕн ялĕсем]]