Ӳкĕм: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
'''Ӳкĕм''' ({{lang-ru|Падеж}}), — [[япала ячĕ]]н, хăш-пĕр [[ылмаш ячĕ]]семпе [[хисеп ячĕ]]сен сăмаха улăштаракан [[морфологи]] категорийĕ. Шкулсенче вырăс терминĕпе усă кураççĕ. Унчен пĕр тапхăр «'''вĕçлев'''» терминпа усă курнă.
== Чăваш чĕлхинче ==
[[Чăваш чĕлхи]]нче пурĕ 8 ӳкни палăртма йышăннă. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата ӳкни системине тăвакан [[аффикс]]сем çакăн пек:
 
{| border=1
|'''Ӳкĕм'''
|'''Латтин ячӗ'''
|'''Ыйтăвĕсем'''
|'''Аффиксем'''
|-
|Тĕп
|''Nominativ''
|кам? мĕн?
|—
|-
|Камăнлăх
|''Genitiv''
|камăн? мĕнĕн?
| -ăн (-ĕн)
|-
|Пару
|''Dativ''
|кама? мĕне?
| -а (-е)
|-
|Вырăн
|''Locativ''
|камра? мĕнре?
| -та (-те), -ра (-ре), -че
|-
|Туху
|''Ablativ''
|камран? мĕнрен?
| -тан (-тен), -ран (-рен), -чен
|-
|Пĕрлелĕх
|''Commitativ''
|кампа? мĕнпе?
| -па (-пе), -пала (-пеле), -палан (-пелен)
|-
|Çуклăх
|''Caritiv''
|камсăр? мĕнсĕр
| -сăр (-сĕр)
|-
|Пирке
|''Causativ''
|камшăн? мĕншĕн?
| -шăн (-шĕн)
|}
 
Юлашки виççĕ ӳкекенни хальтерех пулса кайнă, ыттисем — авалах пулса кайнисем, вĕсем кашни тĕрĕк чĕлхинчех пур.
 
Кашни ӳкни нумай пĕлтерĕшлĕ, вĕсем контекстра палăраççĕ. Пĕр пĕлтерĕшех темиçе падеж кăтартма пултарать. Тĕслĕхрен, вырăн пĕлтерĕшĕ пару (вăрмана), вырăн (вăрманта), туху (вăрмантан), пĕрлелĕх (вăрманпа) ӳкнисен пур.
 
[[Япала ячĕ]]сен ӳкекенни — чăваш чĕлхин [[морфологи]] тытăмĕнчи кăткăс категори. Япала ячĕ ӳкни тăрăх улшăннине '''вĕçленӳ''' теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр вĕçленӳ çеç, мĕншĕн тесен кашни ӳкемĕн пĕр [[аффикс]] çеç. Кирек мĕнле [[сăмах]]ран та ӳкни форми çав аффикс хушăннипе пулать. [[Сингармонизм]] сакунне пула аффикссем икĕ вариантлă (хытă тата çемçе).
 
Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне камăнлăхпа пару ӳкнинче чăваш фонетикин тĕп законне (икĕ уçă сасă юнашар тăма юратманни) пула морфемăсен чиккинче [[фонетика]] улшăнăвĕсем пулаççĕ:
# икĕ уçă сасса уйăрма '''н''' хупă сасă кĕрсе ларать (''лаша + а > ла-шана, ĕне + е > ĕнене'');
# пĕр уçă сасси тухса ӳкет (''пахчаçă + ăн > пахчаçăн, пахчаçă + а > пахчаçа'');
# пĕр уçă сасси тухса ӳкет, ун умĕнчи хупă сасă вăрăмланать (''пулă + ăн > пуллăн, пулă + а > пулла'');
# сăмах '''у (ӳ)''' [[сасă (лингвистика)|сасăсемпе]] пĕтет пулсан, çав cасăсем '''ă (ĕ)''' сасăсемпе ылмашаççĕ, сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине '''в''' хупă сасă кĕрсе ларать (''кĕрӳ + ĕн > кĕрĕвĕн, кĕрӳ + е > кĕрĕве'');
# '''и''' сасăпа пĕтекен сăмахсенче уçă сасăсене уйăрма сăмах тĕпĕпе аффикс хушшине '''й''' хупă сасă кĕрсе ларать (''шăши + е > шăшие, пăри + ĕн > пăрийĕн''). Хальхи чĕлхере '''йĕ''' сыпăк тухса ӳкнипе ''шăшин, пăрин, тăрин'' тесе каласси çирĕпленнĕ.
 
== Урăх чĕлхесенче ==
[[Вырăс чĕлхи]]нче 6 ӳкни. [[нимĕç чĕлхи]]нче 4 ӳкӗм. [[Удмурт чĕлхи]]нче 15 ӳкӗм. [[Табасарансем|Тапассарансен]] чӗлхинче хĕрĕх виççĕ<ref>[[Чи хитре чĕлхе]], [[Фомин Эдуард Валентинович|Э.В. Фомин]], стр. 42</ref>.
 
== Вуламалли ==
* Иванов А.И. К вопросу о падежах в чувашском языке в связи с изучением специфики его // Учен зап ЧНИИ. Вып. 8. Ч., 1953;
* Андреев Н.А. Имя существительное // Материалы по грамматике чувашского языка. Ч., 1957;
* Павлов И.П. Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен// Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963;
* Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965.
* Ларионов Н. [http://chuvash.org/wiki/Падежсем,%20падежсем... Падежсем, падежсем...] — Хыпар, 243 №, 2005, раштав, 21.
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
 
== Каçăсем ==
* [http://chuvash.org/e/d0a7c483d0b2d0b0d18820d187c495d0bbd185d0b8d0bdd187d0b520d0bcd0b8c3a7d0b520d0bfd0b0d0b4d0b5d0b63f Чăваш чĕлхинче миçе ӳкни?]
 
{{Морфологи‎}}
 
[[Категори:Морфологи]]