Сăвă: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
'''Сăвă''' ({{lang-el|η στίχος}} — ĕрет, йĕрке, тытăм), — ятарлă [[ритм]]па палăрса тăракан [[текст]]. Тĕрĕссипе ку текст уйрăм йĕркесем (ĕретсем) çине пайланнине пĕлтерет. Сăвăра ритмăн урăх палăрăмĕсем те пулма пултараççĕ. Анчах та пĕтĕмĕшле [[Палăртав (логика)|палăртавра]] (дефиницире) вĕсем татăклă пĕлтерĕшлĕ мар. Сăвă ăсталас [[ăслай]]сем кашни [[чĕлхе]]рех хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе палăрса тăма пултараççĕ. Ку статьяра ытларах [[Чăваш чĕлхи|чăваш]] сăвви пирки каланă.
{{toc-right}}
Асăннă [[сăмах]]ăн урăхларах [[пĕлтерĕш]] те пур: сăвăлла çырнă кĕске [[литература]] [[хайлав]]не çапла калаççĕ. [[Вырăс чĕлхи|Вырăсла]] — ''стихотворение''.
 
Çавăн пекех "прозăлла сăвă" текен [[ăнлав]] та пур, анчах та унпа, тĕпрен илсен, [[проза|прозăлла]] çырнă хайлавсене палăртаççĕ: текста пĕртен-пĕр меслетпе йĕркесем çине пайлама май пур чухне çеç сăвă темелле. Калăпăр, [[Вырăссем|вырăс]] литературинчи [[Максим Горький]] çырнă "Песня о Буревестнике" тата "Песня о Соколе" пирки çапла калама пулать. Ун пек прозăлла сăвăсене [[Юркин Иван Николаевич|Иван Юркин]] "тăсса çырнă такмак" тенĕ<ref>Юркин И.Н. Повеçсем, прозăлла сăвăсем, тĕрленчĕксем, асаилÿсем. Шупашкар, [[1986]]. — 268 С.</ref>.
== Ирĕклĕ сăвă ==
Ритмăн пĕртен-пĕр палăрăмĕпе — текст йĕркесем çине пайланнипе çеç — палăрса тăракан сăвă. Урăхла ăна верлибр теççĕ. [[Петĕр Яккусен]], [[Сăвăç|поэт]] тата [[чĕлхеçĕ]], чăваш ирĕклĕ сăввисене, вĕсен [[генезис]]не кура, икĕ пысăк ушкăна уйăрма сĕннĕ: верлибр I ([[фольклор]]тан аталанаканнисем) тата верлибр II ([[Европа]] традицийĕсенчен тухса пыраканнисем)<ref>Ирĕклĕ сăвă тавра. Тавлашу. — Тăван Атăл, [[1988]], №10. — 59 С.</ref>.
 
== Силлабика ==
Сăвă йĕркисенче [[сыпăк]]сен шучĕ тан пулнипе уйрăлса тăрать. Изосиллабизм теççĕ çакна. Сыпăксен шутне [[размер]] теççĕ. Ритм ытти енсемпе йĕркелленисем çук. Вăл шутра — [[пусăм]]сем тĕлĕшпе те. Пусăмсем вăйсăр е пĕлтерĕшлех мар [[чĕлхе]]сенче сарăлнă ку [[меслет]]. Сăмахран, [[чăваш чĕлхи]]нче те [[Çеçпĕл Мишши]]ччен пусăмсен çирĕп йĕркисем пулман.
 
Вырăс [[поэзи]]йĕнчи силлабика тапхăрне ([[XVIII ĕмĕр]] умĕн) Б.В.Томашевский ак çапла ăнлантарнă: сăвă çыракансем ытларах тĕн çыннисем пулнăран, вĕсем пуплеве тăсса, "юрласарах" калама хăнăхнă — кĕлĕри пек. Çавна кура пусăмсăр тата пусăмлă сыпăксен уйрăмлăхĕсем [[хăлха]]на питех кĕмен<ref>Мысль, вооружённая рифмами. Поэтическая антология по истории русского стиха. Ленинград: изд-во Ленинградского университета. 1984. — С. 418—419.</ref>/
== [[Метрикăлла сăвă]] ==
Сăввăн кашни йĕркин шалти çемми (шалти ритмĕ) пулсан çапла калаççĕ. Паллах, кунта чăн малтан пусăмсем пирки сăмах пырать. Шалти йĕркен уйрăм [[Пĕрчĕ|пĕрчине]], — енчен те вĕсем пурте пĕр пек пулсан, — [[метр]] е [[карт]] (вырăсла — "стопа") теççĕ. Пĕрчĕсем пĕ]]р пек пулмасан апла каламаççĕ. Сăввине хăйне те "метрикăлла" теессинчен пăрăнаççĕ. Сăввăн кун пек виçине силлабо-тоника тени те пулать. Мĕншĕн тесен ытларах чухне сыпăксен тата пусăмсен шучĕ пĕр пек. Анчах [[вырăс чĕлхи]]нче "вольные стихи" [[термин]]па палăртакан сикчевлĕ сăвăсенче изосиллабизм тата изотонизм çук. Çакана шута илсен, метрикăлла сăвă тени чылай ăнăçлăрах.
=== Метрикăллă сăввăн тĕсĕсем ===
Метрикăлла сăввăн пĕр тĕсне çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ: вăл — ''сикчевлĕ сăвă''. Асăннă меслетпе [[сăвăç]]сем [[юптару]]сене çырма килĕштереççĕ.
{{Цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Колхозăн пулă пĕвинчен
Çу каçиччен
Хуралçă Йытă йăтрĕ пулă,
Вăл пулчĕ муллă.<ref>[http://chuvash.org/lib/haylav/2163.html Сергей Юшков. Юптару. Йытăпа чăх.]</ref>
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
Сăвăри сыпăксен шучĕ кашни йĕркере тĕрлĕрен кунта: 8, 4, 9, 5. Çав [[вăхăт]]рах икĕ сыпăклă виçесенчен пĕрин — [[хорей]]ĕн — сулăмĕ пурри те курăнса тăрать. Тепĕр çакăн пек [[виçе]] — [[ямб]].
 
Виçĕ сыпăклă метрикăллă сăвă виçисем: [[амфибрахий]], [[анапест]], [[дактиль]]. Тăватă сыпăклă сăвă виçисем те пулаççĕ (пеонсем).
=== Пеонсем ===
[[Айхи Геннадий Николаевич|Геннадий Айхи]] çырнă "Тепĕр юрă" сăвă йĕркисене илсе пăхар-ха:<ref>[http://chuvash.org/lib/haylav/6943.html Тепĕр юрă . Геннадий Айхи сăвви.]</ref>
{{Цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Ачасем — ачасемпе. &emsp;&emsp;&emsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp; U U — U | U U —
Артистсем — артистсемпе. &emsp;&emsp;&emsp; U U — U | U U —
Йĕкĕтсен хăйсен пур йышĕ, &emsp;&emsp;&emsp; U U — U | U U — U
Ваттисем — ваттисемпе. &emsp;&emsp;&emsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp; U U — U | U U —
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
Ăнлантарни: '''"—"''' — вăйлă сыпăк ([[икт]]), '''"U"''' — вăйсăр сыпăк, '''"|"''' — картсен чикки. Калас пулать, малтанлăха пăхсан, хорей çемми пек те туйăнать. Анчах та йĕркесенчи 1-мĕш, 5-мĕш сыпăксем 3-мĕш, 7-мĕш сыпăксенчен чылай вăйсăртараххине пула [[пеон]] темелле. (Виççĕмĕш йĕркере икĕ тулли [[карт]], 1-мĕш, 2-мĕш, 4-мĕш йĕркесенче иккĕмĕш карчĕ тулли мар). Пеонăн çакăн пек тĕсĕсем пур: пеон I (— U U U), пеон II (U — U U), пеон III (U U — U), пеон IV (U U U —). Эпир илсе кăтартнă тĕслĕх — пеон III.<ref>Элли Илле. Чăваш пеонĕ (Сăвă теорийĕн ыйтăвĕсем). — Хыпар, 2000, кăрлач, 22.</ref> [[Сениэль Михаил Павлович|Михаил Сениэлĕн]] Геннадий Айхин асăннă хайлавĕнчен тухса тăракан ахрăм-сăвви пур. Ăна та çак пеон III сулăмĕпех ăсталанă.
 
== Акцентлă сăвă ==
Сăввăн йĕркисенче пусăмсен шучĕ пĕр пек, сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăма та пултарать. Урăхла ăна тоника [[Виçе|виçи]] теççĕ. Шалти çемĕ (ритм) çук. [[Чăвашсем|Чăваш]] акцентлă сăввинчен уйрăмах унччен "силлабика" терминпа палăртма хăнахнă виçеллисем кăсăклă. Силлабика тени [[Çеçпĕл Мишши]]чченхи тапхăршăн çеç юрăхлă. Хальхи вăхăтра, паллах, пурте пусăмсене палăртса [[Илемлĕ вулав|вулаççĕ]]. Çав шутра ĕлĕкхи текстсене те. Калăпăр, [[Нарспи (поэма)|"Нарспи" поэмăна]] çавăн пек вулаççĕ паян. Вуланă чухне изосиллабизмлă акцентлă сăвă пек пулса тухать. Изосиллабизмсăр акцентлă сăвăсем чăваш [[поэзи]]йĕнче сайрарах тĕл пулаççĕ.
=== Тактовик ===
Акцентлă сăввăн [[тĕс]]ĕ. Сăвă йĕркисенче [[пусăм]]сен шучĕ пĕр пек, вĕсен хушшинчи пусăмсăр сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăрать: пĕрререн пуçласа виççĕ таранччен. Хушăксен уйрăмлăхĕ иккĕрен иртмест: 3-1=2. Хăшпĕр тĕлте пусăмсем умлăн-хыçлăн тăрсан, хушăкра [[нуль]] пусăмсăр сыпăк тăнă пек курăнать те хайхи максимумла уйрăмлăх 3-0=3 пулать. Çавна кура [[тактовик]] теессинчен пăрăнса [[акцентлă сăвă]] (пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшпе) теме тивет.
 
=== Дольник ===
Акцентлă сăввăн тĕсĕ.Сăвă йĕркисенче [[пусăм]]сен шучĕ пĕр пек, вĕсен хушшинчи пусăмсăр сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăрать: пĕрререн пуçласа иккĕ таранччен. Хушăксен уйрăмлахĕ пĕрререн иртмест: 2-1=1. Хăшпĕр тĕлте пусăмсем умлăн-хыçлăн тăрсан, хушăкра [[нуль]] пусăмсăр сыпăк тăнă пек курăнать те хайхи максимумла уйрăмлăх 2-0=2 пулать. Çавна кура [[дольник]] теессинчен пăрăнса [[тактовик]] теме тивет.
 
Дольник сулăмĕллĕ сăввăн тĕслĕхĕ ([[Петĕр Хусанкай]], "Мамăк çурăлнă тапхăр..." ([[1933]]):
{{Цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Мамăк çурăлнă тапхăр. &emsp;&emsp;&nbsp;— U — U U — U
Шăрăх тăраççĕ кунсем. &emsp;&emsp;&nbsp;— U U — U U —
Эпĕр иккĕн утатпăр &nbsp;&nbsp;&emsp;&emsp;&emsp;&nbsp;— U — U U — U
Хирĕç çилпе ÿпĕнсе. &nbsp;&emsp;&emsp;&emsp;&nbsp;— U U — U U —
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
Сăвă йĕркисемпе юнашар кунта пурте ăнланакан [[паллă]]семпе унăн дольникле [[Схема|схемине]] кăтартнă.
== Логаэдла сăвă ==
{{Цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
Уйăх çак каç асамăç, &emsp;&emsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;— U U — U — U
Тек çăлтарсем асаймĕç: &emsp;&emsp;&nbsp;— U U — U — U
Кам вĕсене сÿнтерчĕ — &emsp;&emsp;&nbsp;&nbsp;— U U — U — U
Паллă ăна çын терчĕ. &emsp;&emsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;&nbsp;— U U — U — U
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
Ку йĕркесем [[Петĕр Хусанкай]]ăн "Хура перкенчĕк" ярăмри пĕр сăввинчен.<ref>[[Петĕр Хусанкай]]. Çырнисен пуххи. 1-мĕш том. Шупашкар, 1997. — С. 93.</ref> Йĕркесем чат пĕр пек [[карт]]сенчен тăмаççĕ. Анчах та вĕсем пурте пĕр пек çемĕллĕ ( — U U — U — U ). Сăмах май каласан, çÿлерех илсе кăтартнă "Мамăк çурăлнă тапхăр..." сăввăн тăватă йĕркинче те çавăн пек ен пур (мăшăрлă йĕркесемпе мăшăрсăр йĕркесем тĕлĕшпе). Эппин унăн виçине пĕр харăсах [[дольник]] те, [[Логаэдла сăвă|логаэд]] та теме пулать (чăн та, ытти йĕркесенче апла мар). Кунта хирÿçĕлĕх çук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ япала.
== Шурă сăвă ==
[[Шурă сăвă]] тесе рифмăсем ( [[састаш]]сем) пачах та çуккине кура калаççĕ, — енчен те унăн шалти [[Виçе|виçи]] е йĕркесенчи сыпăксен танлăхĕ пур пулсан. Эппин, састашсемсĕр [[Ирĕклĕ сăвă|ирĕклĕ сăвва]] шурă сăвă теме май çук.
[[Чăваш литератури]]нче çак меслетпе çырнă сăвăсем сахал мар. Çав вăхăтрах хăшпĕр авторсен [[еткер]]ĕ тĕпрен илсен пĕтĕмпех çавăн пек [[хайлав]]сенчен тăнине палăртмалла. Сăмахран, вăл шута [[Илле Тăхти]] ([[1889]]-[[1938]]) сăввисем кĕреççĕ. Синтаксисла параллелизмран килекен сăлтавсене пула çеç вĕсенче<ref>[[Илле Тăхти]]. [http://chuvash.org/lib/keneke/30.html Суйласа илнисем: сăвăсем, поэмăсем, калавсем, статьясем, çырусем.] — Шупашкар: ЧПГĂИ, 2009. — 366 с.</ref> хушăран састаш палăрăмĕсем курăнкалаççĕ. Çапла вара ăнсăртран е ăнсăртранах та мар тенĕ пек килекен рифмăсем шурă сăввăн тасалăхне пăсаççĕ. Кун пек самантсем [[Шелепи Николай Иванович|Николай Шелепи]] ([[1881]]-[[1945]]) пултарулăхĕнче уйрăмах нумай<ref>Шелепи Н.И. [http://2.nbchr.ru/www/PDF/shelepi1.pdf Çĕрпÿ пасарĕ.]</ref>.
 
== Фольклорти сăвă пирки ==
[[Юрă|Юррăн]] сăвви пур. Анчах та кун пек сăвă юррăн кĕввипе тачă çыхăннă. Вĕсене — юррăн [[мусăк]]ĕпе сăввине — пĕр-пĕринчен уйăрма та çук. Мĕншĕн тесен пĕр пĕтĕмĕшле пĕрлĕх пулса тăраççĕ. Çавна кура "кунта хорей, лере ямб" текелесе калаçма май çук. Чăн та, тепĕр чухне юррăн сăвви, кĕвĕ-çемĕрен уйрăлса, хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма пуçлать. Эппин, ун пирки ун чухне çапла каламалла та. Ун пек пулăм çук-тăк, сăмахламалăх шухăшĕ те çук.
Çав вăхăтрах [[фольклор]]та чăн малтанах юрăпа çыхăнман сăвăсем те пур. Вăт вĕсем пирки чăн-чăн сăвă пек калаçма май пур. Сăмахран, мăн кĕрÿ такмакĕ<ref>[http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=3277 САЛАМАЛИК, мăн кĕрÿ такмакĕ.]</ref>
 
== Çавăн пекех ==
* [[Паттăрлă сăвă]]
* [[Поэзи]]
* [[Синквейн]]
* [[Ропали сăвви]]
* [[Илемлĕ вулав]]
* [[Декламаци сăвви]]
* [[Мелодекламаци]]
* [[Илемлĕ декламаци]]
 
== Вуламалли ==
* [[:en:Eduard Munk|Munk E.]] Die Metrik der Griechen und Römer. — Glogau, 1834.
* [[Соболевский Сергей Иванович|Соболевский С. И.]] Древнегреческий язык. — М., 1948.
* [[Гаспаров Михаил Леонович|Гаспаров М. Л.]] Очерк истории европейского стиха. — М., 2003.
* Цисык А. З., Шкурдюк И. А. Античная метрика. — Минск, 2004.
* Иванов Н.И. Чăваш сăвви. — Шупашкар, 1977
* Илле, Элли. Сӑвӑ теорийӗн никӗсӗсем [Текст] : Çеҫпӗл Мишшин 100 ҫулхи юбилейӗ ҫитнӗ май - аслӗ поэта хисеп туса: [Сӑвӑ системи ҫин.] / Элли Илле // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. - 1999. - 20 ҫурла - 3 авӑн (№ 31-32). - С. 10
* [[Родионов Виталий Григорьевич|Родионов В.Г.]] Чувашский стих: Проблемы становления и развития / В.Г. Родионов. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. – 224 с.
* [[Родионов Виталий Григорьевич|Родионов В.Г.]] Генезис и эволюция чувашского стиха: автореф. дисс… докт. филол. наук / В.Г. Родионов. – М.: ИМЛИ им. А.М. Горького РАН, 1993. – 36 с.
* [[Родионов Виталий Григорьевич|Родионов В.Г.]] Чувашское и тюркское стихосложение: учеб. пособие / В.Г. Родионов. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 1986. – 80 с.
* [[Çеçпĕл Мишши]]. Сăвă çырассипе ударени<ref>"Ударени" тени сăмахсенчи пусăма пĕлтерет кунта.</ref> правилисем. Статья ([[1920]]).
* [[Тимаков Вениамин Петрович|Тимаков В.П.]]. Сӑмах илемне туйсан [Текст] : сӑвӑ ҫырма вӗренекенсене пулӑшма / Вениамин Тимаков. - Шупашкар, 1980. - 128 с.
* Элли Илле. Версификаци технологийĕ (сăвă ăслайĕ тавра). — Хыпар, 2002, çĕртме, 20.
* Элли Илле. Çеçпĕл Мишшин теори<лле> еткерĕ. — Хыпар, 2003, çурла, 6.
* Элли Илле. О загадках стиха. — Лик, 2007/1. — С. 156-157.<ref>Статья çумне хушса панă [[диаграмма]] унта "тÿнтерле", çапах та ăна çăмăллăнах ăнланма пулать. Çавăн пекех унта пĕр тĕлте "слог" вырăнне йăнăшпа "стих" тени пур.</ref>
 
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
<br />{{Метрика}}
 
{{lit-stub}}
 
[[Категори:Авалхи метрика]]
[[Категори:Метрика]]
[[Категори:Поэзи]]
[[Категори:Силлаб-тоника виçисем|*]]
[[Категори:Сăвă çырни|*]]