Ротацизм: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
'''Ротацизм''' — историре пĕр-пĕр сасă [r] сасса куçса кайни. Термин грек чĕлхинчи ρ саспалли ятĕнчен ("ро") пырать.
 
== Чăваш чĕлхинчи ротацизм ==
[[Чăваш чĕлхи]]нчи хăш-пĕр сăмахсенчи хăш-пĕр '''р''' сасă ытти [[тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк чĕлхисенчи]] '''з''' сасăпа тӳр килет. Ку вăл — чăваш ротацизмĕ. Чăваш чĕлхи ротацизмпа палăрса тăрать пулсан, ытти тĕрĕк чĕлхисем ăна хирĕçле пулăмпа ([[зетацизм]]) палăраççĕ.
 
Ротацизм — питĕ авалхи пулăм, вăл [[монгол чĕлхи|монгол]], [[тунгуз-маньчжур чĕлхи]]семшĕн те характерлă. Кун пек ротацизмăн палăрăмĕсем тепĕр чухне ытти тĕрĕк (сăмахран, якут) чĕлхисенче те сисĕнеççĕ.
 
Ротацизм авалхи пулăм иккенне [[венгр чĕлхи]]нчи авалхи пăлхар (чăваш) сăмахĕсем çирĕплетеççĕ (вĕсем [[венгр чĕлхи]]не [[IX ĕмĕр]]ччен кĕнĕ).
 
Ротацизм [[ХIII]]—[[XIX ĕмĕр]]сенчи Атăлçи пăлхар çырулăхĕн палăкĕсенче (масар çинчи чул юпассм çинче) те палăрать. Вăл халĕ вилĕ шутланакан ытти пăлхăр чĕлхисенче те пулнă.
 
== Иккĕмĕш ротацизм ==
Пратĕрĕк тăрăмĕнчи ''-d-'' чăваш чĕлхинче ''-r-'' пек рефлексациленме пултарать. Çак пулăма иккĕмĕш ротацизм е ротацизм II теççĕ.
 
== Çавăн пекех пăхăр ==
* [[Ламбдаизм]]
 
== Литература ==
* Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении. Ч.: 1971;
* Федотов М.Р. Чувашский язык в семье алтайских языков. Ч., 1980.
 
[[Категори:Тĕрĕк чĕлхисем]]
[[Категори:Лингвистика]]