Александров Николай Александрович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
Тэг: Каялла тавăр
 
1-мĕш йĕрке:
{{Пĕр хушаматлисем|Александров}}
{{Çыравçă
| Ят = Николай Александров
| Тăван ят = Николай Александрович Александров
| Ӳкерчĕк =
| Çуралнă вăхăт = [[1865]]-мĕш çулхи [[раштав, 6]]
| Çуралнă вырăн = [[Хусан кĕпĕрни]], [[Шупашкар уесĕ]], [[Малти Чиперуй]] [[ял]]ĕ
| Вилнĕ вăхăт = [[1896]]-мĕш [[çул]]
| Вилнĕ вырăн = Паллă мар
| Ĕçлев тĕсĕ = [[вĕрентекен|вĕрентевçĕ]], [[мусăк]] фольклорисчĕ
| Тĕп ĕçĕсем =
| Хыпарсем =
}}
'''Александров Николай Александрович''' ([[1865]]-мĕш çулхи [[раштав, 6]], [[Хусан кĕпĕрни]], [[Шупашкар уесĕ]], [[Малти Чиперуй]] [[ял]]ĕ (халĕ [[Чăваш республики]]н [[Сĕнтĕрвăрри районĕ]]) — [[1896]]-мĕш [[çул]]), — [[вĕрентекен|вĕрентевçĕ]], [[мусăк]] фольклорисчĕ.
== Пурнăçĕ ==
Александров Николай Александрович [[Чăваш Ен]]ти хальхи [[Сĕнтĕрвăрри районĕ|Сĕнтервăрри районне]] [[Малти Чиперуй]] ялĕнче, [[хресчен]] килйышĕнче çуралнă. Ялти [[шкул]]та, унтан [[Хусан]]та ( [[1880]]-мĕш çултанпа), вĕрентевçĕсем хатĕрлекен семинарире, ăс пухнă. Вĕренĕве пĕтерсен, [[1884]]-мĕш çулта, семинари çумĕнчи пуçламăш шкулта [[чăваш чĕлхи]] тата [[мусăк]] вĕрентме пуçлать. Çавăнпа пĕрлех Родионов институтĕнче дворян хĕрĕсене мусăк вĕрентнĕ.
== Мусăкпа çыхăннă ĕçĕсем ==
Николай Александров "Мотивы чувашских песен. Нотные записи из разных местностей Казанской губернии" [[алçыру]] хатĕрленĕ<ref>Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Шупашкар, 1984. — С. 307.</ref>. Паянхи кунччен сыхланнă-ши вăл алçыру е çук-ши — паллă мар. Анчах та вăл Хусанта [[1890]]-мĕш çулта иртнĕ ăславпа промыслăх куравĕнче пулнă<ref>[http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=537 Чувашская энциклопелдия. Персоналии. Александров Николай Александрович] Автор: М.Г.Кондратьев.</ref>. Унăн тата "Чиркӳре хорпа юрламалли чăвашла юрăсем" [[кĕнеке]] пичетленсе тухнă<ref>«ХОРОВЫЕ ЦЕРКОВНЫЕ ПЕСНОПЕНИЯ НА ЧУВАШСКОМ ЯЗЫКЕ» [http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=479 Чувашская энциклопедия]</ref>.
== "Качи-Сювы" калав пирки ==
Чи малтан [[Хусан]]ти "Волжский вестник" хаçатра ([[1894]], 309 №) пичетленсе тухнă. [[Вырăс чĕлхи|вырăсла]] [[калав]]. Анчах та [[чăвашсем]] çинчен. Авторне "Н.А." тесе палăртнă. Çавна кура ку Николай Александров пулма пултарать теççĕ. Анчах унашкал "Н" тата "А" инициалсемлĕ çынсем татах пур. Сăмахран, [[Ашмарин Николай Иванович|Николай Ашмарин]].
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
== Каçăсем ==
 
[[Категори:Пайăр çынсем, алфавитпа]]
[[Категори:Пайăр çынсем:Чăваш Ен]]
[[Категори:Раштавăн 6-мĕшĕнче çуралнисем]]
[[Категори:1865 çулта çуралнисем]]
[[Категори:1896 çулта вилнисем]]
[[Категори:Ăслăх]]