Ĕçхĕлтеш: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Ellodanis5
Тэг: Каялла тавăр
 
1-мĕш йĕрке:
'''Ĕçхĕлтеш''' е '''Наречи''' (термина [[вырăс чĕлхи]]нчен йышăннă), — ĕç паллине е паллăн паллине пĕлтерекен [[пуплев пайĕсем|пуплев пайĕ]]. (''хăвăрт ут, паян кил, ытла нумай, кăшт пысăкрах чул''). [[Пуплерĕш]]ре наречи [[глагол]]па çыхăнать, [[каланăлăхташ]] пулать.
 
Пĕлтерĕшĕ тăрăх наречисене çакăн пек ушкăнлаççĕ:
* мĕнлелĕх наречиĕ (''аран, ерипен, сасартăк, çарран, тăрук, хавăрт'');
* вăхăт наречиĕ (''авал, ĕнер, паян, халь, ирхипе, куллен, хĕлле, кăнтăрла, пĕлтĕр, кăçал, виçмине, тин, ӳлĕм'');
3) вырăн наречиĕ (''йĕри-тавра, кунта, кунтан, лере, лерен, ниçта, ниçтан, ăçта, ăçтан, утпа, унтан'');
4) виçе наречиĕ (''йăлт, кăшт, пайтах, пачах, пăртак, питĕ, пĕртте, пушшех, самай, шутсăр, ытла'');
5) пиркепе тĕллев наречиĕ (''ахаль, кăлăх, таках, ыт ахальтен, темме, юри, ятарласа'').
 
Пулăве тĕлĕшĕнчен наречисем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулаççĕ. Пĕрремĕшле наречисем авалах пулса кайнă, вĕсем пĕлтерĕшĕ тăрăх чăн-чăн наречисем (''паян, ĕлĕк, авал, аран, ахаль'').
 
Иккĕмĕшле наречисем тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулнă:
* чĕлхе аталаннă май уйрăм сăмахсем пĕр-пĕр формăра хытса ларнипе (''ăçта, ăçтан, таçта, таçтан, кунта, лерен, ирлесе, малтанласа, чĕреслетсе'');
* хăш-пĕр [[евĕрлев сăмахĕ]]сенчен (''шалт, йăлт, вăр-вар, кал-кал'').
 
Мĕнлелĕх наречисем, [[паллă ячĕ]]сем пекех, танлаштаруллă тата вăйлă формăсенче пулаççĕ. Танлаштаруллă форма ''-рах (-рех)'', ''-тарах (-терех)'' [[аффикс]] хушăннипе пулать: ''хăвăртрах, çапларах, хуллентерех, ытларах, ерипентерех''.
 
Наречисен вăйлă форми наречие икĕ хут каланипе (''хуллен-хуллен, аран-аран, тĕллĕн-тĕллĕн, вĕттĕн-вĕттĕн'') пулать.
== Литература ==
* Егоров В.Г. Наречие // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
* Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
* Сергеев Л.П.. Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988;
* Сергеев В.И. Хальхи чăваш чĕлхи. Морфологи. Вĕренӳ кĕнеки. Ш.. 1992.
 
{{Пуплев пайĕсем}}
{{ling-stub}}
[[Категори:Пуплев пайĕсем]]