Ыйтуллă пуплерĕш: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Chuvash2017
Тэг: Каялла тавăр
 
1-мĕш йĕрке:
'''Ыйтуллă предложени''', — калаканни мĕн çинчен те пулин хурав илес тĕллевпе усă куракан [[предложени]]. Ыйтуллă предложенипе ыйтусăр предложени тĕллев енчен пĕр-пĕрне хирĕçле икĕ пысăк ушкăн тăваççĕ. Ыйтуллă предложенисем ыйтусăррисенчен ыйтăва палăртмалли мелсем пуррипе уйрăлса тăраççĕ.
 
[[Чăваш чĕлхи]] ыйтăва ятарлă ыйту сăмахĕсемпе, татăксемпе тата хăйне майлă интонаципе палăртать. Ыйту сăмахĕсем шутне ''кам, мĕн, ăçта, мĕнле, епле, хăçан, мĕншĕн, миçе, мĕн-ма, ма'' йышши [[сăмах]]сем кĕреççĕ. Вĕсем ытларах чухне [[сказуемăй]] умĕн унпа юнашар тăраççĕ. Ыйту сăмахĕ [[сказуемăй]]ран инçетре тăнине те курма пулать. Ыйту сăмахĕ час-часах [[сказуемăй]] пулать.
 
Ыйту татăкĕсем шутне ''-ши, -и, -им, -шим, -а(-э), нивушлĕ'' сăмахсем кĕреççĕ. Вĕсенчен '''-и''' татăк кăна тап-таса ыйтăва пĕлтерет. Ыттисем ыйтупа пĕрле тĕрлĕ [[модальлĕх]]е кăтартаççĕ. Ку татăксенчен '''-ши''' татăкпа [[предложени]]ре ыйту сăмахĕ пулсан та, пулмасан та усă кураççĕ. '''-А(-э)''' татăк ыйту сăмахĕ пур чухне кăна тĕл пулать. Ытти татăксем ыйту сăмахĕ çук чухне кăна пулаççĕ. Татăк ыйтăвне вăйлатма, хăш чухне лексика пĕлтерĕшне çухатма пуçланă '''мĕн, мĕнле''' йышши сăмахсем хушса калаççĕ. '''Нивушлĕ''' татăк усă курас енчен [[вырăс чĕлхи]]нчи майлă. Çак татăксăр пуçне ыттисем пурте сказуемăй çумĕнче тăраççĕ. Ыйту татăкĕ сказуемăй пур çинчех унран уйрăлса каять пулсан — тăван чĕлхе норми вырăс чĕлхи витĕмĕпе пăсăлни çинчен калаçмалла.
 
Ыйтуллă предложенисем, ыйтусăррисем пекех, тĕрлĕ модальлĕхе кăтартма пултараççĕ. Сказуемăй çуклă формăра чухне ĕç тума сунни сăпайлăн курăнать. Хушу [[наклонени]]йĕнчи [[глагол]]ăн ыйту татăкне пула ĕç тума сăпайлăн хистенине пĕлтерет. '''Мар''' татăклă ыйтуллă предложени çирĕплетсе калама май парать. Ыйтăва интонаципе сайра хутра кăна палăртаççĕ. Кун пек предложенисем пулма пултаракан темиçе хуравран пĕрне çирĕплетессине пĕлтереççĕ е малтанхи ыйтăва конкретлăрах хуравлама е унăн мĕнле те пулин аспектне уçăмлатма хистеççĕ.
 
Ятарлă мелсемпе усă курмасăрах çырура ыйту палли лартнипе [[предложени]] ыйтуллă пулаймасть.
 
==Литература==
* Андреев И.А. О типах предложений по цели высказывания // Вопросы русской филологии. Вып. 2. Ч., 1973;
* Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. 2 пайлă. I пайĕ. Ш., 1973.
 
[[Категори:Грамматика]]