Субъект (синтаксис): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Ellodanis5
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
'''Субъект''', — [[пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсем|пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсенчен]] пĕри. [[1920-мĕш çулсем|1920]]-[[1930-мĕш çулсем|1930]] çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче '''хуçа''' терминпа усă курнă. Каярахпа, [[вырăс чĕлхи]] çине пăхса, '''подлежащи''' тенĕ. Ăна форма, [[грамматика]] пĕлтерĕшĕ, пуплерĕшĕн шухăш тытăмĕ тăрăх палăртаççĕ. Форма критерийĕ тăрăх подлежащи тĕп [[ӳкĕм|ӳкĕмре]] тăмалла: ''<u>Аннушкин</u> кухньăналла утрĕ'' (''Талвир''). Апла пулин те тĕп падежри кашни сăмахах подлежащи пулмасть. Тĕслĕхрен, Пĕр ирхине поезд <u>вăрман</u> хĕрринчи ял çумĕпе иртсе пычĕ (В.Алент.) пуплерĕшри паллă тунă япала ячĕсенчен ''поезд'' сăмах çеç подлежащи пулать, мĕншĕн тесен вăл ĕç субъектне пĕлтерет. Пуплерĕшĕн шухăш тытăмне ''Туслă çемьен тăваттăмĕш членĕ — Ергунова'' (Маяксем) йышши тĕслĕхсенче шута илмелле.
 
Подлежащин сăпатпа хисеп формисем нумай чухне [[каланăлăх]]ра палăраççĕ: ''Кивви çĕннине хăй тĕллĕн, кĕрешӳсĕр парăнмасть'' (Г.Хл.); ''Пĕррехинче эпĕ хамăр пахчара шурă кăвакарчăн тупрăм'' (Илпек); ''Эпир пысăк юхăмран çăлăнса çыран хĕрне тухрăмăр, япаласене пушатрăмăр'' (В.Гол.). Сăпатпа хисеп формисем каланăлăхра сăнланмасан та пултараççĕ: ''Эпĕ нихçан та никама усал сунман, Инна'' (Маяксем).
 
Подлежащи вырăнĕнче хăй пĕлтерĕшлĕ [[пуплев пайĕсем]] тĕл пулаççĕ. ''Анлăн сарăлса выртать Атăл <u>улăхĕ</u>'' (Элкер); <u>Кăнтăрла</u> иртейнĕ(Трубина); Юрă-па пĕтĕм урам хушши янăраса пы-рать (Хумма Ç.); ''<u>Чăнни</u> яланах çиеле тухать'' (Агаков); ''<u>Иксĕмĕр</u> калаçкаласа ларатпăр'' (Трубина); Вăт кайăк тăк кайăк ку (Элкер); Ача-пăчана <u>шанакан</u> хăрах куçлă пулакан (Ват. сăм.).
 
[[Пуплерĕш (лингвистика)|Пуплерĕш]] хăй пĕлтерĕшлĕ тата пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕнчен те пулма пултарать: ''Михха майлисем утрава тара парасшăн'' (Н.Мр.).
 
Пуплерĕшре каланăлăх ушкăнĕсене пĕр-пĕринчен палăртса уйăрнине кăтартнă чухне тĕп пайташсем хушшине [[тире]] лартаççĕ: ''Халăх вăл — тӳре-шара та, улпут та, сутуçă та мар'' (Юхма); ''Платтун — лаша çулĕ çинче'' (Талвир). Палăртса калас тĕллев çук пулсан тиресĕрех çыраççĕ: ''Çырма сарлакăшĕ пилĕк-ултă метр'' (Б. Шор.); ''Эсĕ шурă пански носкипе, калушпа'' (Маяксем).
== Ăнлав валли урăх сăмахпа усă курас ыйту ==
Подлежащи чăваш чĕлхишĕн [[варваризм]] е çурма варваризм пулса тăрать. Çавна кура унпа усă курма меллех мар. Тĕнчери чылай [[чĕлхе|чĕлхере]] '''субъект''' теççĕ. Ку сăмахăн чăваш чĕлхишĕн варваризмала паларăмĕсем нумаях мар е вĕсем пачах та çук. Тĕрĕссипе каласан вăл, субъект тени, пурпĕрех пур, ăна чĕлхерен катертме май та çук. Скобкăсенче "лингвистика" е "синтаксис" тесе палăртма пулать.
 
==Литература==
* Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. I пайĕ. Ш., 1973;
* Андреев И.А. Чăваш чĕлхи. Синтаксис. 8—9 классем валли. Ш., 2001;
* Андреев И.А. Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем. 2-мĕш кăл. Ш., 1992.
 
{{Пуплерĕш пайташĕсем}}
 
[[Категори:Пуплерĕш пайташĕсем]]