Пушкин Александр Сергеевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Eniisi Lisika
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
{{Çыравçă
|Ят=Александр Сергеевич Пушкин
|Ӳкерчĕк=AlexanderPushkin.jpg
|Анлăшĕ=250px
|Ӳкерчĕке ăнлантарни=
|Суя ятсем=Александр НКШП, Иван Петрович Белкин,
Феофилакт Косичкин (журналри)<ref>[http://echo.msk.ru/programs/features/57850 Феофилакт Косичкин — Александр Сергеевич Пушкинăн журналри суя ячĕ]</ref>, P., Ст. Арз. (Старый Арзамасец), А. Б.
|Çуралнă вăхăт=[[çĕртме, 6]] ([[çу, 26]]) [[1799]]
|Çуралнă вырăн={{ÇуралнăВырăн|Мускав|Мускавра}},
[[Раççей империйĕ]]
|Вилнĕ вăхăт=[[нарăс, 10]] ([[кăрлач, 29]]) [[1837]]
|Вилнĕ вырăн={{ВилнĕВырăн|Санкт-Петербург|Санкт-Петербургра}},
[[Раççей империйĕ]]
|Гражданлăх=Раççей империйĕ
|Ĕçлев тĕсĕ=Раççей сăвăçĕ, прозаçĕ, драматургĕ, литература тишкерӳçи, тăлмачĕ, публицисчĕ, историкĕ
|Хастар çулсем=[[1814]]—[[1837]]
|Тĕлĕ=[[Романтизм]], [[Реализм (литература)|реализм]]
|Жанр=Сăвă, повеç, поэма, сăвăллă роман, драма, юмах
|Ĕçсен чĕлхи=[[Вырăс чĕлхи|вырăс]], [[Франци чĕлхи|франци]]<ref>Çырусем, публицистика, хайлавсене шухăшласа хуни, кĕтмен çĕртен тухнăм сăвăсем</ref>
|Дебют=К другу стихотворцу (1814)
|Сайт=http://www.pushkinmuseum.ru
|Lib=http://lib.ru/LITRA/PUSHKIN/
|Викиампар=
|Викивулавăш=

Александр Сергеевич Пушкин — (1799, çу уйăхĕн 26-мĕшĕ (çĕнĕ йĕркепе 6-мĕш çĕртме) Мускав — 1837, 27-мĕш кăрлач (çĕнĕ йĕркепе 10 -мĕш нарăс), Сăваплă Петĕрхули) хальхи саманари вырăс çыравлăхне никĕсленĕ аслă сăвăçипе çыравçи, историк, драматургĕпе тишкерӳçи.

= Пурнăçĕ =
== Ача çулĕсем ==
Вăл 1799-мĕш çулта, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче (çĕнĕ йĕркепе 6-мĕш çĕртме) Мускавра çуралнă. Унăн ашшĕ, [[Ӳкерчĕк:Pushkin 04.jpg|мини|слева|Ача чухнехи сăнарĕ, 1800-1802]] Сергей Львович Пушкин (1767-1848), авалхи дворян йăхĕнчен пулса тухнă. Амăшĕ, Надежда Осиповна (хĕр хушамачĕ Ганнибал) (1775-1836), Абрам Петрович Ганнибалăн (1696-1781) мăнукĕ пулнă.
Çу уйăхĕсене ача кукамăшĕ, Мария Алексеевна Ганнибал (1745-1818), патĕнче, Мускавпа юнашар Захарово салинче ирттернĕ. Кукамăшĕ вырăсла калаçма та, çырма-вулама та лайăх пĕлнĕ: ку вăл вăхăтри дворянсен
хушшинче сайра тĕл пулакан япала пулнă. Тăван чĕлхене юратма ăна кукамăшĕ тата ача пăхакан Арина Родионовна пулăшнă. Унсăр пуçне Пушкинсен кил-йышĕнче пулса иртекен çыравлăх каçĕсем ачара ирех илемлĕ çыравлăх туйăмне çуратнă. Кунта паллă çыравçăсем пухăннă, сăмах май, унăн ашшĕ те сăвăсем çырнă, куккăшĕ Василий Львович (1766-1830) Н. М. Карамзин (1766-1826) ушкăнĕн паллă сăвăçи пулнă. Черчен çулсенчех ача Ломоносовпа Жуковский, Мольерпа Бомарше, [[Вольтер]] хăйлавĕсемпе паллашать.

== Лицей ==
1811-мĕш çулта Пушкин Патша салинчи тин кăна уçăлнă (19(31)-мĕш юпа) Лицей тесе ят панă вĕрентĕше кĕрет. Лицейре вăл ултă çул вĕреннĕ. Ку уншăн нихçан манми пархатарлă тапхăр пулнă. Кунта вăл ирĕклĕ шухăш
[[Ӳкерчĕк:Pushkinlyceum.jpg|мини|слева|Патша салинчи Лицей]] саракан вĕрентекенсемпе тĕл пулать. Ку А. П. Куницын, çамрăк профессор, тин кăна ют çĕршывран таврăннăскер, политика кафедрине ертсе пырать; Кошанскийпе А. И. Галич, латин тата раççей сăмахлăхĕсене
вĕрентекенĕсем; лицейĕн иккĕмĕш пуçлĕхĕ Е. А. Энгельгард çамрăк сăвăçа малтисенчен пĕри уйăрса палăртать, хăй хӳтине илет. Лицей ăна вăл хăйне хăй сăвăç пулнине туйса илме пулăшнă, кĕçех кăна унăн çывăх юлташĕсем те — И. И. Пущин, А. А. Дельвиг, В. К. Кюхельбекер, вĕрентекенĕсем те, Раççей илемлĕ çыравлăхĕн хисеплĕ елчисем те — Державин, Жуковский, Батюшков, Карамзин ăнланса илеççĕ. Çак çулсенчех Пушкин "Арзамас" ятлă çыравçăсен ушкăнне кĕрет, "Русланпа Людмила" юрăллă сăвăна çырма пуçлать."

1815-мĕш çулта Пушкин Г. Р. Державин умĕнче Тăван Çĕршывăн 1812-мĕш çулхи вăрçă ĕçĕсене халалланă "Патша салинчи асаилӳсем" сăввине вулать. Çав çулах сăвва "Раççей музеумĕ" журналта пичетлеççĕ.

== Яшлăх ==
1817-мĕш çулăн çĕртме уйăхĕнче лицей пĕтернĕ Пушкин Ют çĕршывсен ĕçĕсен коллегине вырнаçнă, анчах-та унта пĕр кун-та ĕçлемен. Вăл театрсен яланхи хăни пулса тăнă, "Арзамас" ушкăнĕн ларăвĕсенче хутшăннă.

1819-мĕш çулта Пушкин "Симĕс лампа" çыравлăхпа театр ушкăнне кĕрет, ку ушкăнăн ертӳçи "Благоденстви союзĕ" пулнă. Пушкин унăн нумайăш елчипе туслă пулнă, çапла пулин те, усал шăпаран хӳтĕлесе хăйсен вăрттăн ларăвĕсенче ăна хутшăнма май паман. Ку тапхăрта вăл "Ирĕклĕх" (1817), "Чаадаева", "Ял" (1819) сăвăсем, Аракчеев, архимандрит Фотийпе [[Александр I]] патша çине эпиграмма çырать, "Русланпа Людмила" юрăллă сăвăна вĕçлет (1817-1820).

== Кăнтăрта (1820-1824) ==
Пăлхавлă сăвăсем çырнăшăн ăна çу уйăхĕнче кăнтăра леçнĕ. Екатеринослав хулинче вăл Раевский кил-йышĕпе паллашать, вĕсемпе пĕрле Кавказа, унтан Крыма, авăн уйăхĕнче Кишинёва çитеть, И.Н.Инзов генерал
килĕнче пурăнать.Кунта вăл пулас декабристсемпе паллашать, нумай ĕçлет. Ку вăхăтра вăл "Кавказ чури" (1821), "Бахчисарай шыв таппи" (1823), "Тыткăнçă", "Мал-пĕлен Олег çинчен юрă" çырнă, "Евгений Онегин" сăвăллă роман çырма пуçлать, [[Байрон Джордж Гордон|Байронпа]] Шенье хăйлавĕсемпе паллашать, "Гавриилиада" (1821), "Пичче-шăллĕ хурахсем" (1822), юрăллă сăвăсем çырать. 1823-мĕш çулăн утă уйăхĕнче ăна Одессăна куçараççĕ. Анчах та унпа
Воронцов граф хушшинчи пăтăрмахсем граф ыйтнипе сăвăçа хуларан кăларса яма хистеççĕ.

== Михайловскинче (1824-1827) ==
Ăна амăшĕн ялне — Михайловскине яраççĕ, вырăнти пуçлăхсене ăна сăнама тивет. Кӳршĕ ял Тригорски хуçисем унăн кăмăлне уçаççĕ: П. А. Осипова килĕнче пуян кĕнеке пуххи упраннă, вĕсен кил-йышĕпе вăл малашне те туслă пулать. 1825-мĕш çулта Пушкин П. А. Осипован тăванĕн хĕрĕпе А. П. Кернпа тĕл пупнă, ăна халалласа "Астăватăп асамлă саманта" сăвва çырнă. Раштавăн 17-мĕшĕнче вăл декабристсен пăлхавĕ çинчен хумхавлă хыпар илеть. Юлташĕсен шăпишĕн хумханса вăл хăйĕн çинчен çырнă тата ытти айăпа кĕртме пултаракан хут-çыру çунтарнă.

1826-мĕш çулта вăл Тригорскинче Н. М. Языков сăвăçпа паллашать.
== (1827-1830) ==
Авăн уйăхĕнче тинех 1-мĕш Микулай патша хушнипе Мускава пырса çитет. Патша Пушкина хăйĕн картинчи çыравçă тăвасшăнскер, пысăк чыс тунă пек
[[Ӳкерчĕк:Pushkin Alexander self portret, 1829.jpg|мини|справа|Хăйне хăй ӳкернĕ сăнар, 1829]]
унăн хăйлавĕсене хăй тĕрĕслеме пикеннĕ. Анчах ку евĕрлĕ "пысăк чыс" Пушкина хирĕç пырса çапăннă: халĕ ăна хăйлавĕсене пичетлеме çех мар, вулама та патша тĕрĕслемесĕр ирĕк пулман. Ăна Кавказа та, ют çĕршыва та кайма ирĕк пулман. Вăл "Кăлăх парне, ăнсăрт парне" сăвă çырать.

1827-мĕш çулта Пушкин "Аслă Петĕр арапĕ" хăйлав çырма пуçлать.1828-мĕш çулта Пушкин Mускаври чипер пике — Натали Гончаровапа паллашать, пĕрре курсах юратса пăрахать. Анчах 1829-мĕш çулxи ака уйăхĕ вĕçĕнчи ăнăçсăр çураçу унăн кăмăлне хуçнă. Хуйăхне пусăрайман Пушкин, влаçсен ирĕкĕнчен тухса Кавказа каять: "Арзрума çул-çӳрени" çыру хăйлавĕ, "Кавказ", "Грузи сăрт-тăвисем çинче" сăвăсем çырать.

== Болдинора ==
1830-мĕш çулта вăл тинех Н.Н.Гончароваран мăшăрланма килĕшӳ илнĕ. Вăл Чулхула кĕпернири ашшĕн Болдино ялне каять, анчах çак таврара сарăлнă холера чирĕ ăна виçĕ уйăхлăхах тытса чарать. Болдинори кĕр уйăхĕсенче вăл "И. П. Белкин çыравĕсем", "Коломнари пĕчĕк çурт", "Пĕчĕк трагедисем", сăвăсем çырнă, "Евгений Онегина" вĕçлесе пынă.
== (1831-1836) ==
1831-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Мускавра Пушкинпа Н.Н.Гончарова мăшăрланнă. Çулла вăл Ют çĕршыв Коллегинче патшалăх ĕçне кӳлĕнеть.
[[Ӳкерчĕк:N.Goncharova by Hau.jpg|мини|слева|Наталия Гончарова сăнарĕ]]
Çак япала ăна патшалăх архивĕнче ĕçлеме ирĕк парать. Вăл "Пугачёв историйĕ" (1833), "1-мĕш Петĕр историйĕ", "Дубровский", "Пăхăр юланут", "Пикаллă майра", "Анджело", юмахсем çырать.

Юлашки çулсенче патша картипе юнашар чиновник-аристократ таврашĕсем Пушкина хирĕç кăмăлĕсене пытармаççĕ. 1833-мĕш çул вĕçĕнче патша ăна, мăшкăл тунă пек, камер-юнкер ятне парать. Ку çамрăк çынсене çех паракан чинпа ирĕксĕрех килĕшмелле пулнă: вăл архивра ĕçлес тенĕ. Унăн йывăрлăхĕсем хутшăнса пынă: "Пăхăр юланутпа" ытти нумай ĕçĕсене пичетлеме ирĕк паман, çырăвĕсене уçса вуланă, кашни утăмне сăнанă, нумай ачаллă кил-йышĕ ӳснĕ, укçа-тенкĕрен хĕсĕнме тивнĕ. Çапла пулин те ку тапхăр пархатарлă пулнă: вăл "Египет каçĕсем","Капитан хĕрĕ", сăвăсемпе юмахсем çырнă.

1835-мĕш çул вĕçĕнче вăл "Современник" журнал уçнă. Вырăс çыравлăхне çӳллĕ шая хăпартса аталантарма вăл пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ. Журналта В. А. Жуковский, П. А. Вяземский, Е. А. Баратынский. Д. Давыдов, Н. В. Гоголь, Тютчев, Кольцов пичетленнĕ.

1836-мĕш çулхи çуркунне йывăр чир хыççăн амăшĕ, Надежда Осиповна вилсе каять. Ку Пушкиншăн йывăр хуйăх пулнă.
== Тӳрлетми çук инкек ==
1836-мĕш çулхи хĕлле Пушкина курайман тăшманĕсем унăн арăмĕн ятне хурласа, патша тата Голланди элчи Л. Геккерн ывăла илнĕ Ж.Дантес барон ячĕсемпе хушса сĕмсĕр элек сараççĕ. Хăйĕн тата арăмĕн таса ятне упраса.

Пушкин Дантеса дуэле чĕнсе кăларать. 1837-мĕш çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Хура юханшыв çинче дуэль пулса иртет, вилĕмлех аманнă Пушкинăн перитонит пуçланать, икĕ кунтан вăл çут тĕнчерен уйрăлать. [[Жуковский Василий Андреевич|В.А. Жуковский]]: " Вырăс çыравлăхĕн хĕвелĕ анăçа кайрĕ" — тенĕ.

Халăх хумханăвĕнчен хăраса патша Пушкин вилине Петербургран вăрттăн илсе тухма хушнă. Ăна Псков кĕпернири Сăваплă сăртсен мăнастир çĕрĕнче пытарнă.

= Пушкин Чăваш Енре =
Пушкин Чăваш Енре те пулнă, чăваш туйне сăнанă, хавхаланнă. [[Бичурин Никита Яковлевич|Никита Бичуринпа]] нумай тĕл пулнă...

= Чăваш чĕлхе çине куçарни =
Александр Пушкинăн сăввисене нумай чĕлхе çине куçарнă. Çавăн пекех нумай чăваш сăвăçи унăн сăввисене [[чăваш чĕлхи]] çине куçарнă.

Пушкина чăвашла куçаракансем:
* [[Алка Александр Егорович]]
* [[Ваçанкка Никифор Тарасович]]

= Ĕçĕсем =
"Русланпа Людмила" (1817-1820)

"Кавказ чури" (1820-1821)

"Гавриилиада" (1821)

"Вадим" (1821-1822)

"Пичче-шăллĕ хурахсем" (1822)

"Бахчисарай шыв таппи" (1823)

"Нулин граф" (1825)

"Борис Годунов"(1825)

"Аслă Петĕрĕн арапĕ" (1827)

"Коломнари пĕчĕк çурт" (1830)

"Моцартпа Сальери" (1830)

"Чул хăна" (1830)

"Çăткăн рыцарь"(1830)

"Чума вăхăтĕнчи ĕçкĕ-çинĕ"(1830)

"Шыв пирĕшти" (1829 -1832)

"Евгений Онегин" (1823 -1832)

"Пăхăр юланут" (1833)

"Дубровский" (1833)

"Пугачёв историйĕ" (1834)

"Арзрума çул-çӳрени"(1835)

"Египет каçĕсем" (1835)

"1-мĕш Петĕр историйĕ"

"Капитан хĕрĕ" (1836)

= Вуламалли =
Пущин И. И. Записки о Пушкине М., "Детская литература", 1984

Т. Т. Цявловская Рисунки Пушкина М., "Искусство", 1987

Леонид Гроссман Записки Д' Аршиака, Пушкин в театральных креслах М., "Художественная литература", 1990

= Асăрхавсем =
{{асăрхавсем}}
== Каçăсем ==
* [http://stihipoeta.ru/poety-zolotogo-veka/pushkin/ Александр Пушкин стихи] на [http://stihipoeta.ru Stihipoeta.ru]

{{stub}}

[[Категори:Вырăс сăвăçисем]]