Диалект: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Ellodanis5
Тэг: Каялла тавăр
 
1-мĕш йĕрке:
'''Диалект''' (грек. διάλεκτος «калаçу, вырăнти калаçу») — чĕлхен вырăнти уйрăмлăхĕ, тĕсĕ, пĕр-пĕр вырăнта пурăнакан çынсене хутшăнма пулăшакан хатĕр. Унăн [[фонетика|фонетикăпа]] [[лексика]] тата [[грамматика]] системи пур. Диалект — чĕлхе пайĕ. Кирек мĕнле [[чĕлхе]]ре те икĕ диалекта кая пулмалла мар, унсăрăн диалект çинчен калаçма сăлтав пулмасть. Пĕр диалект хăйĕн паллисемпе теприншĕн е ыттисемшĕн хирĕçле пулса тухать. Хирĕçлев пулмасан диалект иккĕ е нумай пулма пултараймасть.
 
Чĕлхери диалектсене уйăракан тĕп паллăсем — диалект уйрăмлăхĕсем пур. [[Чăваш чĕлхи]]нчи диалектсене уйăракан паллăсем:
* [[фонетика]] уйрăмлăхĕсем:
** [[сăмах]]сен пĕрремĕш [[сыпăк]]ĕнче '''о ~ у''' калани (''йоман — йуман, полă — пулă, орлă — урлă'');
** тутапа калакан ă°, ĕ° сасăсем пурри-çукки {''вă°рă°м — вăрăм, тă°ххă°р — тăххăр, пĕ°лĕ°т — пĕлĕт'');
** вăрăм [[хупă сасăсем]] кĕске хупă сасăсемпе ылмашни (''тоттăр — тутăр, виттĕр — витĕр, коккăр — кукăр'');
* [[лексика]] уйрăмлăхĕсем: ''асанне — мамак, поскил — пускил — кӳршĕ, отма ~ утма çул — сукмак'';
* [[грамматика]] уйрăмлăхĕсем:
** [[япала ячĕ]]н нумай хисеп [[аффикс]]ĕ икĕ е пĕр вариантлă пулни: лашасам — лашасем, ялсам — ялсем;
** вĕçленӳ парадигминчи уйрăмлăхсем: хулана — холайа, пăрăва — пăруйа, пăруна;
** сăпатлану парадигминчи уйрăмлăхсем: эсир вулатăр, каятăр — эсĕр вулаттăр, каяттăр; эпĕ çăвăп, тăвăп — эпĕ çуйăп, туййп.
 
[[Чăваш чĕлхи]]нчи диалектсем '''территориллĕ диалектсем''', урăхла каласан вĕсен кашнин хăйĕн территорийĕ пур. Чăваш чĕлхинчи социаллă диалектсене ([[Социолект|социолектсене]]) тĕпчемен<ref>Ахăртнех, актуаллă ыйту пулманран пулĕ.</ref>.
 
== Çавăн пекех пăхăр ==
* [[Вырăнти калаçу]]
* [[Диалектизм]]
* [[Диалектологи]]
* [[Диалект словарĕ]]
* [["Чĕлхе тата диалект" проблема]].
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
 
[[Категори:Лингвистика]]