Элмен Даниил Семёнович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
Ymblanter (Сӳтсе яв | хушни)
п Откат правок Император Тихон (обсуждение) к версии Viktor
Тэг: Каялла тавăр
1-мĕш йĕрке:
'''Даниил Семёнович Эльмень''' ([[1885]] ç., [[раштав, 29]], [[Исментер]] ялĕ, Шăмат вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ — 1932 ç., [[авăн, 3]], Ильинка, Чăваш АССР, СССР) — чăваш патшалăх тата политика ĕçченĕ, [[Чăваш автономи облаçĕ]]н Ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председателĕ.
 
== Кун-çулĕ ==
Даниилăн çемьере аслă ача пулнипе ачаранпах хуçалăхра нумай ĕçлеме тивнĕ. Ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхне кура ăна ялта пурте юратнă, хисепленĕ. Кӳршĕре çынĕ Игнатий ачана кĕнеке вулама вĕрентнĕ. Даниил 8 çул тултарсан вырăнти 4 класлă пуçламăш шкулне вĕренме кайнă, ăна ăнăçлă вĕçленĕ. Ача пултарулăхне, тăрăшулăхне асăрханă вĕрентӳçĕ ăна [[Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ|Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне]] вырнаçтарма хăтланса пăхнă. Анчах çав вăхăтра ку ĕмĕт пурнăçланайман.
 
Ялтан çичĕ çухрăмра 2 класслă училище уçăлнă, Даниил 1902 çулта унта вĕренме кĕнĕ, 1905 çулта вĕренсе тухнă.
 
Училище хыççăн вĕрентекенсем сĕннипе Даниил Семенова Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн инспекторĕ И.Я.Яковлев çав çулах хăйĕн шкулне йышăннă.
 
1911 çулхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен хушшинчи çутĕçпе социализм культурин ĕçченĕсен I съезчĕ иртнĕ. Ăна пухма, унăн ĕçне Д.С.Эльмень хастар хутшăннă. Ăна съезд председательне суйланă. Даниил Семенович тăрăшнипе тĕрлĕ наци интеллигенцийĕ культурăна аталантарассипе туслă та алла-аллăн ĕçленĕ.
 
Д. С. Эльмен Чăваш Енри халăха вĕрентес ĕç, культурăпа çут ĕçĕ, пичет тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулнă. Наркомнац çумĕнчи Чăваш пайĕн 1919 çулхи çу тата çĕртме уйăхĕсенчи смети тĕлĕшпе çырнă докладĕнче Чăваш Енре халăха вĕрентес ĕçе аталантармалли тĕллевсене палăртнă<blockquote> "...чăвашсене кăнттамлăхпа пăнтăх тĕттĕмлĕхĕчен кăларас тесен вĕсене вĕрентес ĕçе анлăн пурнăçламалла: шкулти, шкулчченхи, шкул тулашĕнчи вĕрентĕве те, профессипе техника вĕрентĕвне те"</blockquote> .
 
Д.С.Эльмень пуçарнипе халăха вĕрентес ĕçе çĕнĕлле йĕркелемелли тата лайăхлатмалли кăткăс ыйтусене татса парас енĕпе те тăрăшнă. Педагогсене, вĕренме кирлĕ пулăшу кĕнекисене хатĕрлемелле пулнă. 1918 çулхи юпа уйăхĕнче Халкомнац çумĕнчи Д.С.Эльмень ертсе пыракан Чăваш пайĕ хушу кăларнă, вăл çут ĕç пайĕсене тата мĕн пур вĕренÿ керменĕсене васкавлăн букваре тишкерме хистенĕ, вăл шкул ачисемшĕн кăна мар, çитĕннисене вулама-çырма вĕрентес енĕпе те питĕ лайăх вĕренӳ пулăшу кĕнеки пулса тăнă.
 
Д. Эльмен Чăваш автономи облаçне туса хуни тăван халăхшăн ăслăхпа тата культурăпа çывăхланмалли çула уçасса шаннă. Вăл пуçарнипе 1920 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ревком Етĕрнере ял хуçалăх техникумĕ уçма йышăннă. Малтанлăха Хусан университечĕн филиалĕн шучĕпе университет уçас тĕллев те пулнă.
 
Ревкомпа унăн председателĕ Д.С.Эльмен облаç экономикине йĕркелес енĕпе нумай вăй хунă. Хăма çуракан савутсене ăста лаççисене хута янă. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Д.С.Эльмен сĕннипе Ревком Шупашкарта электростанци тума йышăннă. Çулталăкран ăна хута янă. Çĕр ĕçтешĕсене агрономи енĕпе пулăшас, машинăсене ус курма парас станцисене уçас енĕпе, ытти ыйтусене пурнăçа кĕртнĕ.
 
Эльмен 1932 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕн Ильинкăри кану çуртĕнче вилсе кайнă. Ăна Шупашкарта "Хурăн кати'' çăвана пытарнă.
 
== Асăнмалăх ==
* Шупашкарти урама Эльмень ятне панă, ăна чысласа Б.Хмельницкий урамĕнчи масарта хисеп аллейинче палăк лартнă.
 
== Вуламалли ==
* ''[[Иванов Михаил Иванович|Иванов М. И.]]'' Даниил Эльмень: острые грани судьбы. — Шупашкар: Чăваш. кĕн. изд-ви, 2009. — 255 с. ISBN 978-5-7670-1733-1
* ''Николаев В. Н., Лялина Л. В.'' Д. С. Эльмень (Семенов). Его роль в становлении и развитии Чувашской национальной государственности. Шупашкар, 2008.
 
== Каçăсем ==
* [http://nasledie.nbchr.ru/personalii/gos-dejateli/elmen-semenov-daniil-semenovich/ Патшалăх тата политика ĕçченĕсем: Эльмень (Семенов) Даниил Семенович]
* [http://www.youtube.com/watch?v=t2zmFpXWvy4 Даниил Эльмень, Чăваш автономин йĕркелевçи]
* [http://www.dissercat.com/content/ds-elmen-chuvashskii-obshchestvennyi-i-gosudarstvennyi-deyatel-zhurnalist-i-publitsist Д.С. Эльмень - чăваш пĕрлĕхĕн тата патшалăх ĕçченĕ, журналист тата публицист]
* [http://www.people.su/128380 Эльмень, Даниил Семёнович: биографи]
* [http://www.youtube.com/watch?v=ujJ59WMTm-w&feature=youtube_gdata Даниил Эльмень - герой или аутсайдер чувашской истории?]
 
{{Хыпар хаçатăн тĕп редакторĕсем}}
 
[[Категори:XX ĕмĕрти политика ĕçченĕсем]]
[[Категори:Чăваш Енĕн политикĕсем]]
[[Категори:Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнисем]]
[[Категори:Хĕрлĕ профессура институтĕнче вĕренсе тухнисем]]
[[Категори:Чăваш Енĕн паллă çыннисем]]
[[Категори:Патшалăх ĕçченĕсем]]
[[Категори:Пĕрлĕх ĕçченĕсем]]
[[Категори:1885 çулта çуралнисем]]
[[Категори:Раштавăн 29-мĕшĕнче çуралнисем]]
[[Категори:1932 çулта вилнисем]]
[[Категори:Авăнăн 3-мĕшĕнче вилнисем]]