Ламбдаизм: различия между версиями

Статьяна йăлтах пушатрĕ
(Статьяна йăлтах пушатрĕ)
Тег: очистка
'''Ламбдаизм''' — историре пĕр-пĕр сасă [l] сасса куçса кайни. Термин грек чĕлхинчи λ саспалли ятĕнчен ("ламбда") пулнă.
 
== Чăваш чĕлхинчи лабдаизм ==
Хăш-пĕр чăваш [[сăмах]]ĕсенчи '''л''' [[сасă (лингвистика)|сасă]] ытти [[тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк чĕлхисенчи]] '''ш''' сасăпа тӳр килет, тĕслĕхрен, [[чăваш чĕлхи|чăв.]] ''кĕмĕл'' — [[тутар чĕлхи|тут.]] ''кöмеш'', [[чăваш чĕлхи|чăв.]] ''утмăл'' — [[тутар чĕлхи|тут.]] ''алтмыш'', [[чăваш чĕлхи|чăв.]] ''хĕл'' — [[тутар чĕлхи|тут.]] ''кыш'' тата ыттисем те. Ку вăл — чăваш ламбдаизмĕ. Ламбдаизăма хирĕçле пулăма ('''л''' вырăнне ш каланине) [[сигматизм]] теççĕ.
 
Ламбдаизм чăваш чĕлхишĕн çеç мар, монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн те характерлă: [[чăваш чĕлхи|чăв.]] ''чол~чул'' «камень» — [[монгол чĕлхи|монг.]] ''чулуу~чулун'' «камень» — [[тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк]] ''таш'', [[чăваш чĕлхи|чăв.]] ''çул~çол'' «возраст» — [[монгол чĕлхи|монг.]] ''йил~жел~жил'' — [[тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк]] ''йаш'' «год, возраст», [[чăваш чĕлхи|чăв.]] ''тĕлĕк'' «сон» — [[манчжур чĕлхи|маньчж.]] ''tolgin'' — [[тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк]] тӳш тата ыттисем те.
 
Ламбдаизм [[венгр чĕлхи]]не кĕнĕ чăваш сăмахĕсенче те ([[чăваш чĕлхи|чăв.]] ''пелче'' «пеленка» — [[венгр чĕлхи|венг.]] ''bölcsö'' «колыбель»), Атăлçи пăлхар палăкĕсенче те, [[финн-угр чĕлхисем]] йышăннă чăваш сăмахĕсенче те уçăмлă курăнать. Апла пулсан ламбдаизм та, [[ротацизм]] пекех, авалхи пулăм шутланать.
 
==Литература==
* Егоров В.Г. Введение и изучение чувашского языка. М., 1930;
* Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнитслыю-историческом освещении. Ч., 1971;
* Федотов М.Р. Чувашский язык в семье алтайских языков.
 
[[Категори:Тĕрĕк чĕлхисем]]
[[Категори:Лингвистика]]