'''Зетацизм''' — историре пĕр-пĕр сасă [z] сасса куçни. Термин грек чĕлхинчи ζ саспалли ятĕнчен ("дзета") пырать.
== Стандартлă тĕрĕк чĕлхисенчи зетацизм ==
Стандартлă [[тĕрĕк чĕлхисем|тĕрĕк чĕлхисенчи]] хăш-пĕр [[сăмах]]сенчи '''з''' сасă [[чăваш чĕлхи|чăваш]], [[монгол чĕлхи|монгол]], [[тунгус-маньчжур чĕлхи]]сенче '''р''' сасăпа тӳр килет. Ку вăл — зетацизм. [[Тĕрĕк чĕлхисем]] зетацизмпа палăраççĕ пулсан, чăваш, монгол тата тунгус-маньчжур чĕлхисем [[ротацизм]]па уйрăлса тăраççĕ.