Сăварсем: различия между версиями

11 000 байт убрано ,  1 год назад
Статьяна йăлтах пушатрĕ
(Статьяна йăлтах пушатрĕ)
Тег: очистка
[[File:Asia 400ad.jpg|thumb|500px|Сăварсем ('''Sabirs''') кăнтăр Уралта, [[IV ĕмĕр]]те хунсемпе ('''Huns''') укăрсем хушшинче]]
'''Сăварсем''' (''сабирсем, савирсем, суварсем'') — пĕрремĕш пинçуллăхри юркăн йăхсен ушкăнĕ. Хăшпĕр шухăшсемпе, çак ятран "[[Çĕпĕр]]" сăмах пулса тухнă<ref>[http://relbooks.ru/index.php/2011-04-18-18-20-00?start=5 Анăç Çĕпĕр халăхĕсĕм]</ref>.
 
== Генезис ==
 
== Кун-çулĕ ==
 
=== Çĕпĕр тапхăрĕ ===
Сăварсем Анăç Çĕпĕре [[Вăта Ази]]рен [[хунну|хунсемпе]] пĕрле килнĕ шухăш пур<ref>''Golden P. B.'' An introduction to the history of the Turkic Peoples (ethnogenesis and state-formation in medeival and early modern Eurasia and the Middle East). — Wiesvaden, 1992. — P. 105—106</ref><ref>''Исхаков Д. М.'' Об общности этнической истории волго-уральских и сибирских татар (булгарский, золотоордынский и позднезолотоордынский периоды) // [http://web.archive.org/web/20110715200113/http://www.franklang.ru/download/sib_tat.pdf Сибирские татары. Монография. — Хусан: Институт истории АН РТ, 2002. — С. 33]</ref>.
 
=== Кавказ (Арамаçи) тапхăрĕ (V—VII ĕм.) ===
Сăварсем пирки хыпар сахал. Сăварсем [[Çурçĕр Кавказ]]ри питĕ хăватлă халăх шутланнă. Анчах та вĕсен политика пĕрлĕхĕ пулман, вĕсем темиçе сыпăкран тытăнса тăрса пĕр-пĕрне хирĕç хăтланнă. [[Висанти]] тата нумайрах [[Сасан Иранĕ]] çине пĕрмай тапăннă, çак патшасем сăварсене хĕсметре усă курнă. [[521]] çулта висанти императорĕ [[Юстин]] сăварсен [[Зилигд]] çулпусне перссем çине вăрçăпа кайма çавăрать. Анчах та Зилигд, Иранран кучченеç туянсанах, 20 пин çарпа Иран енне куçса Висанти çине тапăнать. Вара Юстин Иранпа лăпкăлах килĕшĕвне тăвать те перссем сăварсен çарне аркатса тăкаççĕ.
[[527]] çулта иран çĕрĕсем çумĕнчи сăварсене [[Болах]]ăн тăлăха юлнă арăмĕ — [[Боарикс]] — тытса тăрать. Вăл Висантипе пĕрлĕ пулма килĕшет. Боарикс сăварĕсен хыçĕнче пурăнакан сăвар йăхĕсен иккĕ çулпуçĕ Иран патши майлă пулаççĕ. Хирĕçсе кайса пĕр çулпуçне — Глома — вĕлернĕ, тепĕрне — Тираниса — тыткăна илсе Кустантина трофей вырăнне ярса панă.
 
Сăварсем иран çарĕнче, [[528]]—[[531]] çç. компанинче, хĕсметре тăнă. Вĕсем хайсене [[Лазика|Лазикăшăн]] пынă иран-висанти вăрçи вăхăтĕнче ([[550]]—[[556]]) маттур кăтартаççĕ. [[Лазсем|Лазсен]] тăрăмĕ Губац сăварсемпе алансене хăйнеперссенчен хӳтĕлеме илет, анчах та укçа парса татаймасть те тăмăрсем Иран енне куçаççĕ. Висанти императорĕ [[Юстиниан]] кирлĕ суммăна ярса парать. Сăварсен виççĕ çулпуçĕ укçа патне [[Петра (Грузи)|Петрăна]] хупăрласа илнĕ висанти çарне çитеççĕ,. Сăварсем висантисене куçармалли таран тума вĕрентеççĕ, çакна пула хулан туртса илеççĕ.
 
Сăварсен мăнаçлăхĕ хăйсем хушшинчи хирĕçӳсене пула пĕтсе пырать. [[562]] çулта перс шахĕ [[Хосрой]] сăварсене çапса аркатать. Пĕр пайне тыткăна илсе [[Кабала (хула)|Кабала]] патĕнче пурăнма вырăн парать. Ыттисене каялла Дагестана хăваласа ярать. Каçпи хушăкĕнче вăл [[Дербент]] кармана никĕслет, çак вара сăварсен малашнехи тапăнăвне чăрмав кӳрет<ref>[http://www.hrono.ru/hzr.php Хроника хазар]</ref>.
 
VII—VIII ĕмĕрсенче сăварсен юлнă йăхĕсем [[Кума (юханшыв)|Куман]] анатĕнче тата Çурçĕр Дагестанра, [[хасарсем|хасарсене]] пăхăнса пурăннă, вĕсене [[хунсем]] тенĕ. [[682]] çулта хун-сăварсен çулпуçĕ — [[Улăп Илитвер]] [[Христос тĕнĕ|Христос тĕнне]] йышăнать<ref>[http://stepnoy-sledopyt.narod.ru/history/khazaria/khazars2.htm Хазары]</ref>.
 
[[463]] çулта сăварсене хăйсен çĕрĕсенчен [[аварсем]] тĕкнипе тухса çурçĕр [[Дагестан]]а çитсе унти [[пăлхарсем|пăлхар йăхĕсен]] территорине йышăннă. [[508]] çулта вĕсем [[Эрмени]]е, [[Каппадоки]]е тата [[Галати]]е тапăнса питĕ тустараççĕ<ref>[http://bulgarizdat.ru/book2101.shtml Великая Болгария: начало истории и культуры]</ref>. Сăварсем кунта, [[Терек (юханшыв)|Терекпа]] [[Атăл]] хушшинче хăйсен патшалăхне туса хунă, тĕп хули [[Вăрачан]] (халĕ Даргин Аул Урцеки) хули пулнă<ref>[http://annals.xlegio.ru/life/5minaev/5minaev.htm#29 К локализации савир (по данным «Армянской географии» VII в.)]</ref>.
 
=== Атăлçи тапхăрĕ ===
[[VIII ĕмĕр]]ĕн пуçламăшĕнче ([[737]] çулĕ тĕлн.) арапсем пĕрмай тапăннине пула сăварсем пăлхарсемпе пĕрле Ватам Атăлçине куçса каяççĕ, унта вĕсем [[именьково этеплĕхĕ]]н йăхĕсемпе тĕл пулаççĕ, [[Сăвар]] хулана никĕслеççĕ<ref>[[Плетнёва Светлана Александровна|С. Плетнева]]. Хазары. Глава 5 Новая география Хазарии</ref>. Атăлçи сăварĕсен пĕр пайĕ анăçалла, [[Тăнăвар (юханшыв)|Тăнăвар]] еннелле куçать, унта вăл, славян йăхĕсемпе хутăшса, [[Северянсем|северян]] халăхĕ ([[волынь этеплĕхĕ]]) пулса тăрать, тепĕр пайĕ Атăл тăрăхĕнчех юлса, [[Атăлçи Пăлхар]] çĕр-шывне кĕрет, вырăнти ушкăнсем хушшинче майĕпен ирĕлсе пĕтет.
 
== Тăхăмсем ==
* [[Чăвашсем]] ([[Атăлçи Пăлхар]])<ref>[http://chuvashproject.ru/index.php/history/51-suvar Сăварсем пирки]</ref>
Çаплах сăварсем [[хасарсем|хасар]] халăхĕн этногенезне хутшăннă<ref>''Фахрутдинов Р. Г.'' Очерки по истории Волжской Булгарии. — М: Наука, 1984. — С. 16-17, 42, 187.</ref>.
 
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
 
== Вуламалли ==
* ''[[Артамонов Михаил Илларионович|Артамонов М. И.]],'' [http://archive.is/20120720134955/kronk.narod.ru/library/artamonov-mi-1962.htm История хазар]. — Л., 1962.
* ''Глашев А. А.'' Очерки истории хазар. Ин-т тюркологии и Ин-т арх. Кавказа. М., 2009, Изд-во «У Никитских ворот» (ISBN 978-5-91366-106-7).с. 118—142.
* ''А. А. Глашев.'' К вопросу о языке хазар и гуннов Северного Кавказа //Вопросы алтайской филологии. Вып. III. Сб. памяти Э. Р. Тенишева. Ин-т языкознания РАН и Ин-т арх. Кавказа. М.: Изд-во «Тезаурус», 2008. с. 34-55.
* ''Гмыря Л. Б.'' Царство гуннов (савир) в Дагестане. 1980. Автореф. канд. дисс.
* ''Новосельцев А. П.'' [http://gumilevica.kulichki.net/NAP/nap0132a.htm Восточная Европа V — первой половины VII века и образование Хазарского государства.] // ''Новосельцев А. П.'' Хазарское государство и его роль в истории Восточной Европы и Кавказа. — М., «Наука», 1990. — Глава 3.
* ''Ситнянский Г. Ю.'' [http://ethnography.omskreg.ru/page.php?id=357 Фольклорные версии исторического прошлого юга Западно-Сибирской низменности в начальный период тюркизации (V—IX вв.).] // ''Ситнянский Г. Ю.'' История лесостепной полосы Западной Сибири в V—XVIII вв. по данным фольклора тюркских народов. — Дипломная работа по [[Кафедра этнографии и музееведения ОмГУ|кафедре этнографии и музееведения Омского госуниверситета]], 1989. — Глава I, § 1, с. 19-21.
 
== Каçăсем ==
* [http://archive.is/20121225162800/kronk.narod.ru/library/artamonov-mi-1962-03.htm Савиры / М. И. Артамонов. История хазар. — Л.: Изд-во Гос. Эрмитажа, 1962. 523 с.]
 
[[Категори:Çухалнă халăхсем]]
[[Категори:Авалхи халăхсем]]
[[Категори:Раççей авалхи халăхĕсем]]
[[Категори:Финн-укăр халăхĕсем]]
[[Категори:Тĕрĕк халăхĕсем]]
[[Категори:Юркăн халăхсем]]
[[Категори:Çĕпĕр кун-çулĕ]]
[[Категори:Тĕмен облаçĕн кун-çулĕ]]
[[Категори:Дагестан кун-çулĕ]]