Ырсем Ольга Ивановна: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п Откат правок Патша Тихон (обсуждение) к версии Viktor
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
{{Театр ĕçченĕ
| Ят = Ольга Ырсем
| Тăван ят =
| Ӳкерчĕк =
| Анлăшĕ = 200px
| Ӳкерчĕке ăнлантарни =
| Çуралнă чухнехи ят = Шестипалова Ольга Ивановна
| Çуралнă вăхăт = [[1892]], [[çĕртме, 24]]
| Çуралнă вырăн = [[Куснар]] ялĕ, [[Куславкка районĕ]], [[Шупашкар уесĕ]], {{ÇВ|Хусан кĕперни|Хусан кĕпернинче}}, [[Раççей империйĕ]]
| Вилнĕ вăхăт = [[1979]], [[çурла, 3]]
| Вилнĕ вырăн = {{ВВ|Шупашкар|Шупашкарта}}, {{ВВ|Чăваш АССР|Чăваш Енре}}
| Професси = драма артисчĕ
| Гражданлăх = {{Flagicon|USSR}}
| Хастар çулсем = 1918-1978
| Суя ятсем =
| Амплуа =
| Театр = [[Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ|ЧПАДТ]]
| Рольсем = Сетнер амăшĕ; Анисса; Анюк; Пелегея
| Спектакльсем = «Ху пурăнас килнĕ пек ан пурăн»; «Нарспи»; «Энтип»; «Куккук çаплах авăтать»
| Чыславсем = {{Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ}} Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1933) Чăваш АССР халăх артисчĕ (1945), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1957)
| Сайт =
| imdb_id =
}}
'''Ырсем Ольга Ивановна''' (паспортри хушамачĕ '''Иванова-Шестипалова''', [[1892]] çулхи [[çĕртме, 24|çĕртмен 24-мĕшĕ]], [[Куснар]] ялĕ, [[Шупашкар уесĕ]], [[Хусан кĕперни]] (халĕ [[Чăваш Ен]]ĕн [[Куславкка районĕ|Куславкка районне]] кĕрет) — [[1979]] çулхи [[çурла, 3|çурлан 3-мĕшĕ]], [[Шупашкар]], [[Чăваш АССР]], [[РСФСР]]) — чăваш халăх артисчĕ<ref>[http://istoriya-teatra.ru/theatre/item/f00/s11/e0011897/index.shtml Театр и его история]</ref>.
 
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1933), Чăваш АССР халăх артисчĕ ([[1945]] ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ ([[1957]] ç.), [[Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ]]н кавалерĕ, Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине çырса кĕртнĕ (1967).
 
==Биографи==
[[1892]] çулхи [[çĕртме, 24|çĕртмен 24-мĕшĕнче]] [[Шупашкар уесĕ]]нчи Куснар (халĕ [[Чăваш Енĕн Куславкка районĕ|Чăваш Енĕн Куславкка районне]] кĕрет) ялĕнче çуралнă.
 
Ольга Ивановна чăваш театрне пуçарса яракансенчен пĕрри шутланать. А. Н. Островский пьесипе лартнă «Ху пурăнас килнĕ пек ан пурăн» пĕрремеш спетакльте вылянă.
 
Театр сцени çине тухиччен ялта ачасене вĕрентнĕ, Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
 
[[1979]] çулхи [[çурла, 3|çурлан 3-мĕшĕнче]] [[Шупашкар]]та вилнĕ.
 
==Пултарулăх ĕçĕсем==
Ольга Ивановна питĕ нумай театрта сăнарсем калăпланă, вылянă чухне те вăл çынсене, пулнипе тĕлĕнтернĕ. Вăл хăй ырă кăмаăллă, тараватлă пулнăран, ăна час-часах юлташĕсем ырă çын, ырсем тесе каланăран, Иванова-Шестипалова хушамата [[1957]] çулхи [[кăрлач, 21|кăрлачăн 21-мĕшĕнче]] Ырсем çине улăштарнă. Ку хушаматпа ăна пĕтĕм Чăваш патшалăхĕпех ырă сунса асăнса пурăнаççĕ.
 
Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче çĕр ытла сăнара вылянă. Куракансене вăл Сетнер амăшĕ ([[1922]]), Пинерпи ([[1927]]), Анисса ([[1943]]), Анюк («Энтип», [[1949]]), Пелегея («Куккук çаплах авăтать», [[1974]]) сăнарĕсенче яланах асра юлнă.
 
Сцена çинче [[1978]] çулчен вылянă.
 
==Асăнмалăх==
[[1992]] çулта Ольга Ивановна Ырсем çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа вăл çуралса ӳснĕ кил вырăнĕ умĕнче асăну чулне лартнă.
 
==Вуламалли==
* Театральная энциклопедия. Том 6/Глав. ред. П. А. Марков - М.: Советская энциклопедия, 1967. - 1136 стб. с илл., 8 л. илл.
 
==Асăрхавсем==
{{асăрхавсем}}
 
==Каçăсем==
* [http://enc.cap.ru/?lnk=1749&t=prsn Статья, ЧЭ]
* [http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&id=1435159&type=news&page=73&size=1000 Статья]
* [http://chuvash.org/news/2265.html Куснарта Ольга Ырсеме аса илчĕç]
* [https://chuvash.org/news/16251.html Ольга Ырсемӗн юбилейне асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ]
 
[[Категори:Чăваш артисчĕсем]]
[[Категори:Чăваш халăх артисчĕсем]]
[[Категори:Пайăр çынсем:К. В. Иванов ячĕллĕ ЧПАДТ]]