'''Омоним''' (грек. ''homos'' — "пĕр пек", тата ''onyma'' — "ят" сăмахсенчен пулнă), — пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ [[сăмах]]сем. Омонимлă сăмахсен пĕлтерĕшĕвĕсенче пĕр пекки нимĕн те çук. Чăваш чĕлхинче ун пек сăмахсем питĕ нумай.
Омоним сăмахсене словарьсенче Рим цифрипе палăртаççĕ. Тĕслĕхрен: '''Уçă''': '''I''', япала ячĕ (''Çăрана уçмалли хатĕр''); '''II''', паллă ячĕ. (''Сулхăнрах, сивĕрех'').