Этнохороним: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
п Откат правок Патша Тихон (обсуждение) к версии Ellodanis5
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
'''Этнохоро́ним''' ([[Грек чĕлхи|грекла]] ἔθνος, «халăх» + χῶρος, «вырăн» + όνυμα, «ят»), '''этникон''' — харпăр вырăнта пурнакансен ячĕ, чылай чухне тивĕçлĕ [[топоним|топонимпа]] майлашăннăскер.
[[Чăваш чĕлхи|Чăваш чĕлхинче]] этнохороним топоним çумне '''-сем''' [[аффикс]] хушăннипе пулать. Нумайлă хисеппе пăтраштарассинчен [[контекст]] сыхлать. Çырура чухне тата тивĕçлĕ [[орфографи|орфографин]] те сыхлас вăйăмĕ пур. Этнохоронимла [[сăмах|сăмахăн]] пĕррелĕ тата нумайлă хисепĕсем те чăваш чĕлхинче пĕр формăпах палăраççĕ: урăхла каласан, вĕсен уйрăмлăхĕсем çук.
== Чăваш чĕлхинчи этнохороним пулăвĕн тĕслĕхĕсем ==
* ''Шупашкарсем Кинешма артисчӗсене хапӑл тусах йышӑннӑ'' ([http://chuvash.org/news/10633.html chuvash.org сайт]).
* ''Туçасем вăл, — терĕ атте, — çăмарта пухакан, станцие кайнă пулмалла. Лав хыççăн лав иртет пире хирĕç, пурте Йĕпреçрен таврăнакансем.'' ([http://chuvash.org/lib/haylav/pay/6903.1.html А.Талвир. Пăва çулĕ çинче :: Ухик таврăнни)].
* ''Анат Туçасем акана хатĕрленеççĕ'' (Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ. — 15.02.2014).
* ''Муркашсем — çĕнтерÿçĕсем!'' ([http://hypar.ru/cv/murkashsem-centerycesem "Хыпар" хаçат. — 7, Ноябрь, 2014].
* ''Кивĕахпÿртсем иккĕмĕш вырăна тухнă.'' ([http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=588&id=189347&page=509 Канаш районĕн "Канаш" хаçачĕ.] — 13, апрель, 2011 ç.)
* ''Сасăлавра анаттуçасем 476-ăн (95,4:) хăйсен шухăшне палăртрĕç'' (1). ''Пăлапуç Пашьелсем сасăлава пысăк хастарлăхпа хутшăннă'' (2). Икĕ тĕслĕхĕ те пĕр тĕлтен, пĕр статьяран ([http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_id=596&id=220274&type=publ Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ]. — 07, март, 2012 ç.).
* ''Улхашсемпе шăмăршăсем, теччĕсемпе чĕмпĕрсем, çĕнйĕлмелсемпе кивчукалсем, аксусемпе махачкаласем тата ыттисем тупăшса вăй виçрĕç.'' ([http://suvar.su/2714.html Хусанти "Сувар" хаçат.] — 844-мĕш кăларăм).
* ''Ку ыйтăва Çĕнĕ Шупашкарсем пĕрре кăна мар çĕкленĕ'' ([http://www.hypar.ru/cv/cene-shupashkar-purnac-pahalahe-cullen-layahlanat-0 Çĕнĕ Шупашкар: пурнăç пахалăхĕ çуллен лайăхланать.] — "Хыпар" хаçат, 5, август, 2016).
* ''"Шуркелсем"'' [[Ухли Владимир Васильевич|Владимир Ухли]] çырнă роман ячĕ ( [http://www.nbchr.ru/index.php?option=com_content&task=view&id=4063&Itemid=6990 А.Е.Алга пуххинчи кĕнекесем].
 
== Этнохоронимсене тĕрĕс çырасси ==
Этнохоронимсене епле çырасси тĕлĕшпе йĕркевсенче<ref>[http://chuvash.org/wiki/Чӑваш%20чӗлхи%20орфографиӗн%20тӗп%20правилисем Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисем.]</ref> ятарлă [[параграф|параграфсем]] çук. Çапах та вĕсене, пайăр мар ят пулнине кура, пĕчĕк [[саспалли|саспаллирен]] пуçласа çырмалла пуль. Çавăн пекех, топоним темиçе компонентран тăнă чухне те, пĕрле çырмалла пек, мĕншĕн тесен урăхла çырмашкăн сăлтавĕ çукрах. Практикăра вара (пурнăçра) апла та, капла та çырни те тĕл пулать. Çакă илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен те аванах курăнать.
=== Практикăра апла та, капла та çырнин сăлтавĕсем ===
Халлĕхе ку ыйтăва çутатакан материалсем (сумлă çăлкуçсем) курăнмаççĕ-ха.
 
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
 
[[Категори:Лексикологи]]