Глагол: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
'''Глагол''', — япала ĕçне-хĕлне пĕлтерекен [[пуплев пайĕсем|пуплев пайĕ]]. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче '''ĕçхĕл''' терминпа усă курнă, кайран вара вырăс чĕлхинче усă куракан термина илнĕ. Глагол кăтартакан ĕç [[тайăм]], [[Вăхăт (грамматика)|вăхăт]], [[сăпат]] тата [[хисеп]] категорийĕсен формисенче палăрать.
 
== Наклонени ==
[[Наклонени]] форми кăтартакан ĕç чăн пулнипе пулманнине, калаканĕ ĕç çине мĕнле пăхнине (сăмахран, ĕçе тума хушнине е ĕмĕтленнине, ĕçĕн результачĕпе интересленни-интересленменнине) пĕлтерет. Глаголăн 4 наклоненире пулать:
* [[кăтарту тайăмĕ]] (''вулатăп, вуларăм, вулаттйм, вуласаттăм, вулăп'')
* [[хушу тайăмĕ]] (''вулам, вула, вулатăр'')
* [[ĕмĕт тайăмĕ]] (''вулăттăм, вулăттăн, вулĕччĕ'')
* [[килĕшӳ тайăмĕ]] (''вулăпин, вулăсăн, вулин'').
 
== Глаголăн вăхăт категорийĕ ==
[[Вăхăт (грамматика)|Вăхăт]] категорийĕн формисем ĕç каличчен малтан пулса иртнине (''вуларăм, вуларăн, вуларĕ''), халĕ пулса пынине (''вулатăп, вулатăн, вулать'') тата каланă хыççăн пулмаллине (''вулăп, вулăн, вулĕ'') пĕлтереççĕ. Кашни вăхăт формин ятарлă [[аффикс]]сем пур.
 
* [[Хальхи вăхăт]]
* [[Иртнĕ вăхăт]]
* [[Пулас вăхăт]]
 
== Сăпат ==
Сăпат категорийĕ ĕçе кам тунине (калаканни, каланине итлекенни е пачах урăххи) пĕлтерет, çавăнпа виçĕ сăпат форми пулать: 1-мĕш сăпат — ''эпĕ вулатăп'', 2-мĕш сăпат — ''эсĕ вулатăн'', 3-мĕш сăпат — ''вăл вулать''.
 
== Хисеп ==
Хисеп категорийĕн формисем ĕçе пĕччен е темиçен тунине пĕлтереççĕ: эпĕ вулатăп — эпир вулатпăр, эсĕ вĕрентĕн — эсир вĕрентĕр, вăл ĕçлĕ— вĕсем ĕçлĕç.
 
== Сăпатлă тата сăпатсăр формăсем ==
Глагол системинче сăпатлă тата сăпатсăр формăсем пур. Сăпатлă формăсем шутне [[наклонени]], [[Вăхăт (грамматика)|вăхăт]], [[сăпат]] тата [[хисеп]] формисем кĕреççĕ, вĕсем [[предложени]]ре [[сказуемăй]] пулаççĕ.
 
Сăпатсăр формăсем виççĕ: [[инфинитив]] (''вулама, вуламашкăн''), [[причасти]] (''вуланă, вулас, вулакан, вуламалла, вулан, вуланçи, вулин, вули-вулами'') тата [[деепричасти]] (''вуласа, вуласассăн, вуласан, вула, вуличчен, вуламассерен, вуланăçем, вулуçăн'').
 
Сăпатсăр формăсем [[предложени]]ре тĕрлĕ [[предложени членĕсем|член]] пулма пултараççĕ.
 
== Аспектсем ==
Глагол ĕç пулнипе пулманнине, ĕçе тума пултарнипе пултарайманнине кăтартма пултарать, вĕсене ятарлă формăсем пĕлтереççĕ. Ун пек формăсене глаголăн аспекчĕсем теççĕ. Пурĕ тăватă аспект:
* çирĕплетӳ (''вулатăп, вуларăм''),
* хирĕçлев (''вуламастăп, вуламарăм''),
* пултараслăх (''вулаятăп, вулайрăм''),
* пултарайманлăх (''вулаймастйп, вулаймарăм'').
 
== Аффикссем ==
Залог категорийĕ чăваш чĕлхинче аталанайман. Мĕнпур глаголăн тĕпĕ çумне '''-т (-ар, -ер), -тар (-тер)''' [[аффикс]] çеç хушăнма пултарать. Ун пек , аффикслă формăсем ĕçе тума хистернине пĕлтереççĕ, çавăнпа вĕсене хистев залогĕ шутне кĕртме пулать.
 
Глагол тĕпĕ çумне '''-кала (-келе)''' аффикс хушăнма пултарать (вулакала, ĕçлекеле, вылякапа, чупкала), унашкал форма ĕçе темиçе хут тунине пĕлтерет. Çавăнпа та ку аффикслă формăна темиçе хут форми теççĕ.
 
Иккĕмĕшле глаголсем [[морфологи]] мелĕпе пулаççĕ. Глагол тăвакан тухăçлă аффикссем: '''-ла (-ле), -лан (-лен), -лаш (-леш), -лат (-лет), -тат (-тет)'''. Вĕсем [[япала ячĕ]], [[паллă ячĕ]], [[евĕрлев сăмахĕ]] çумне хушăнса тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ глагол тăваççĕ: ''ташла, кĕрле, çиллен, апатлан, туслаш, майлаш, тĕреклет, нăйлат, йăлтăртат, чĕвĕлтет''.
 
[[Чăваш чĕлхи]]нче '''-ăн (-ĕн), -ăл (-ĕл)''' аффикссем иккĕмĕшле глаголсем тăваççĕ, вĕсем ытларах глагол тĕпĕ кăтартакан ĕç субъект çине куçнине пĕлтереççĕ: ''çап — çапăн, тап — тапăн, сут — сутăн, çĕт — çĕтĕл, тăс— тăсăл''.
 
Чĕлхери '''-ăç (-ĕç), -ăш (-ĕш)''' аффикслă глаголсем те — иккĕмĕшле глаголсем, вĕсем хире-хирĕç тунă ĕçе палăртаççĕ (''пуплеш, виртлеш, калаç, ятлаç, çапăç, тытăç''). Асăннă аффикссемлĕ глаголсем [[чăваш чĕлхи]]нче нумаях мар.
 
Залогсем
{| class="wikitable"
|-
! 1
| - (çыр, ĕçле, юрла)
|-
! 2
| -ăн/-ĕн, -н (пăрăн, савăн, вăтан, вăран, пысăклан), -ăл/-ĕл, -ал/-ел, -л (ватăл, çухал, çӳхел, хĕрел), -х (выçăх, йӳçĕх)
|-
! 3
| -ăç/-ĕç, -ç (çапăç, хирĕç, калаç), -ăш/-ĕш, -ш (пулăш), -ăр/-ĕр, -р (çывăр, çавăр, хăпар, пĕçер)
|-
! 4
| -тар/-тер, -ар/-ер, -ат/-ет, -т (хутăштар, ӳстер, вăрат, йӳçĕт)
|}
 
== Вуламалли ==
* Егоров В.Г. Глагол // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
* Андреев И.А. Причастие в чувашском языке. Ч., 1961;
* Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
* Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.
 
{{Пуплев пайĕсем}}
{{ling-stub}}
[[Категори:Пуплев пайĕсем]]