Чăваш мусăкĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
'''Чăваш мусăкĕ''' — чăваш культурин авалхи ĕмĕрсенчи фольклорĕ, XX ĕмерти классика пуянлăхне туптанă [[композитор]]сен, ытти мусăкçăсен пултарулăхĕ, хальхи юрăсемпе театрти ĕçсен пĕрлĕ мусăк пурлăхĕ.
 
== Халăх мусăкĕ ==
Чăваш Енĕн çурçĕр районĕсенче юрăсене пĕрремĕш çуррине пĕр кварта тата квинта аялла е çӳлелле куçрса шăрантараççĕ. Метроритмикăра улшăнуллă виçепе усă кураççĕ. Уйрăм сыпăксене юрлани сайра, çаплах мелизмсене те ытлах усă курмаççĕ.
 
==Классика мусăкĕ, опера тата балет==
Чăваш вокал мусăкĕнче (юрă, хор, çĕнетни) P. M. Лукин, Г. Я. Хирбю, Г. С. Лебедев, А. Г. Орлов-Шуçăм, А. Н. Тогаев композиторсем нумай вăй хурса ĕçленĕ. Вокал-симфони жанрĕнче "Самана" оратори ("Октябрь эпохи", 1965), "Ленин на Волге" (1970), "Тăван халăха" кантата (1960), Ф. С. Васильевăн "Фронтри эскизсем" сюити (1975), "Ленин" (1951), "Сказ о Чувашии" (1976) ораторисем, А. В. Асламасăн вок.-симф. поэми "Памяти поэта" (1956), Г. Я. Хирбюн "Патриотла оратори" (1970, Çеçпĕл Мишши сăвви), B. А. Ходяшевăн "Мухтав юрри" (1950), А. А. Петровăн "Чăваш Ен юрри" (1971), Т. И. Фандеевăн "Иван Яковлев" (1968) кантатисем, М. А. Алексеевăн "Породнение" (1976) поэми.
 
Симфони мусăкне хайлакансем: А. М. Токарев (çав шутра 4 симфонии - 1967, 1970, 1974, 1980), Фандеев (çав шутра симфони, 1954), М. А. Алексеев (4 симфони - 1961, 1964, 1971, 1977; "Чăваш каприччио", 1962), Ф. С. Васильев ("Военная симфония", 1975; симфониетта, 1953; поэма "Айдар", 1970), А. А. Петров (симфони, 1962), Асламаса ("Космос симфонийĕ", 1975), Хирбю, Ходяшев, А. Г. Васильев. Çавсемех инструмент концерчĕсем тата камера инструменчĕсем валли ӳнер ĕçĕсене хатĕрленĕ.
 
Чăваш мусăкне шăрантаракансем: юрăçсем - И. В. Васильев, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ А. И. Токсина, А. Г. Казакова, РСФСР тава тивĕçлĕ тата Чăваш АССР халăх артисчĕ Т. И. Чумакова, М. И. Денисов; хор дирижёрĕсем Ф. П. Павлов, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ В. П. Воробьёв, РСФСР халăх артисчĕ Ф. М. Лукин, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Г. С. Лебедев, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ А. Г. Орлов-Шуçăм.
 
Чăваш Енре Чăваш патшалăхĕн оперăпа балет театрĕ (1959), филармони (1936), Чăваш патшалăхĕн юрăпа ташă ансамблĕ (1924), Чăваш патшалăхĕн радиопа телекурав хорĕ (1943), Чăваш Республикин КП (1940), Чăваш АССР хор пĕрлелĕхĕ (1963), Халăх пултарулăхен çурчĕ (1936), мусăк вĕрентевĕшĕ (1929, Шупашкар), Чăваш педуниверситечĕн мусăкпа педагогика факультечĕ (1964), 40 мусăк шкулĕ ĕçлет.
 
== Чăваш поп-мусăкĕ ==
{{main|Чăваш эстрада мусăкĕ}}
 
== Чăваш рокĕ ==
{{main|Чăваш рок-мусăкĕ}}
* [[Тарай]]
* [[Хусан чăвашĕсем (рок-ушкăн)|Хусан чăвашĕсем]]
 
==Вуламалли==
* Михайлов С. М., О музыке чуваш, "Казанские губернские ведомости", 1852, No 31, Хусан;
* Павлов Ф. П., Чуваши и их песенное и музыкальное творчество, Шупашкар, 1926;
* Илюхин Ю. A., Музыкальная культура Чувашской АССР, в кн.: Музыкальная культура автономных республик РСФСР, Мускав, 1957;
* Илюхин Ю. A., Музыкальная культура Чувашии, вып. 1, Шупашкар, 1961;
* Илюхин Ю. A., Композиторы Советской Чувашии, Шупашкар, 1978;
* Илюхин Ю. A., Роль деятелей музыки русского и других народов в развитии чувашской музыкальной культуры, в сб.: В великом содружестве советских народов, Шупашкар, 1974;
* Ржанов В., Поёт чувашский народ. (Сб.) (сост. Шупашкар, 1962;
* Марков Б. С., Рождение музыкального театра Чувашии, Шупашкар, 1965;
* Жирнов Л. В., Хоровая культура Чувашии, Шупашкар, 1965;
* История музыки народов СССР, т. 1-5, М., 1970-74;
* Эррэ Т. A., Чувашская опера, Шупашкар, 1979.
* Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхи, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», ЧКИ, Шупашкар, 2014.
 
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
 
== Каçăсем ==
* [http://www.belcanto.ru/chuvash.html Чăваш мусăкĕ]
 
{{Халăх мусăкĕ}}
 
[[Категори:Раççей халăхĕсен мусăкĕ]]
[[Категори:Чăваш мусăкĕ|*]]
[[Категори:Чăваш Енĕн ӳнерĕ]]