Сурхури: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Jumas.JPG|380px|thumb|Сурхури вăхăтĕнче юмăç пăхни]]
'''Сурхури''' — авалхи пăлхарсен авалранах пыракан Çĕнĕ Çул уявĕ. Ăна кун ӳсме пуçласанах ирттернĕ. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Чăваш халăхĕн паллă уявĕ шутланать. Сăмахĕ иккĕ пайран тытăнса тăрать: сур- сивĕ, йĕпе вăхăт вĕçленсе, хур-типĕ вăхăт пуçланни.
 
== Уява ирттерни ==
 
Сурхури ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă. Килтен киле пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ апатран сĕтелçи майланă.
 
Ача-пăча килрен киле çӳренĕ, урайне ăшаланă пăрçа сапнă. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйланă.
 
Каччăсем вара хĕр сăра пĕçерме валли [[çăнăх]], [[çăмарта]], [[пыл]], [[хăмла]] пуçтарать. Пике вара сăра вĕретет, кукăль пĕçерет. Каçхине пĕтĕм çамрăк улаха пухăнать. Вăхăт çур çĕре çитсен пуласлăха пĕлме витене тухнă, тĕттĕмре сурăхсене кайри уринчен тытнă. Чылай вăхăт тата чылай çынсем уяв ятне çакăнпа çыхăнтарнă. Путек лексен – авланасса, така лексен — качча каяссине пĕлтернĕ. Шурă сурăх – çутă, хури – хура çӳçлĕ мăшăр пуласса систернĕ.
 
Çамрăксем ытларах Турă çырни пирки пĕлес тесе, аслисем вара тыр-пул, пахча çимĕç тухăçлăхне пĕлме юмăç яраççĕ.
== Этимологи ==
''"Вăхăт çур çĕре çитсен пуласлăха пĕлме витене тухнă, тĕттĕмре [[сурăх]]сене кайри уринчен тытнă. Чылай вăхăт тата чылай çынсем уяв ятне çакăнпа çыхăнтарнă".'' Сурхури = Сурăх+Ури имĕш. Анчах та çакна хальхи [[вăхăт]]ра [[халăх этимологийĕ]] тесе шутлаççĕ, чăнлăхпа çыхăнманнине палăртаççĕ. Чăннипе "Сурхури" сăмах '''Сур''' тата '''Хур''' компонентсенчен тăрать иккен. "Сурăх урипе" çыхăнтарас йăла вара [[контаминаци]]е пула çеç йĕркеленнĕ.
== Вуламалли ==
 
* Скворцов М. И., "Культура чувашского края", Чебоксары, 1995, ISBN 5-7670-0697-0.
 
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
 
== Çавăн пекех пăхăр ==
* [[Нартăван]]
 
== Каçăсем ==
* [http://www.youtube.com/watch?v=u0v2okAXj30 Сурхури] youtube'ри видео.
 
* [http://igirpet.21416s10.edusite.ru/DswMedia/temauroka.doc Урок планĕ, тема: Сурхури] (чăвашла)
* [http://yumah.ru/e/d0a1d183d180d185d183d180d0b820d18ed180d180d0b8d181d0b5d0bc Сурхури юррисем] Юмах.ру сайтри материал
* [http://www.gov.cap.ru/HOME/71/knigi/tradizii2/curxuri.htm Сурхури уявĕпе çыхăннă йăла-йĕрке] (вырăсла, тĕслĕхсем - чăвашла)
* [http://tyumen.rfn.ru/region/rnews.html?id=36189&rid=1165 Сурхури] Тӳмен чăвашĕсем мĕнле Сурхури уявлаççĕ. Статья тата видео (вырăсла)
 
{{Чăваш уявĕсем}}