Сăмахсар: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Samahsar.jpg|мини|Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки. Тулĕ.]]
'''Сăмахсар''', — [[чĕлхе]]ри сăмах йышне çырса кăтартакан кĕнеке. Синонимлă терминсем: словарь, сăмах пуххи, сăмах кĕнеки, лексикон, [[глоссарий]].
 
Компьютер техники аталланнă май электронлă тата онлайн словарьсем вăйлă сарăлаççĕ.
 
== Лингвистика сăмахсарĕсем ==
[[File:Villa di castello, biblioteca dell'accademia della crusca, dizionario petrocchi 02 crusca.jpg|thumb|300px|{{PAGENAME}}]]
'''Сăмахсарсене''' икĕ пысак ушкăна уйăраççĕ: '''лингвистика''', е чĕлхе сăмахсарĕсем тата '''энциклопедиллĕ''' сăмахсарсем.
 
[[Лингвистика]] сăмахсарĕсем сăмах пĕлтерĕшне, унăн [[грамматика]] паллине, мĕнле çырмалли-каламаллине тата ыттине те çырса кăтартаççĕ, урăхла каласан сăмахсарĕн ку тĕсĕ [[сăмах]]па çыхăннă, вĕсен тĕп объекчĕ сăмах шутланать.
 
Тĕллевне кура лингвистика словарĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ:
* куçару,
* тӳнтер,
* ăнлантаруллă,
* терминологи,
* [[Орфографи сăмахсарĕ|орфографи]],
* орфоэпи,
* этимологи,
* фразеологи,
* синонимсемпе омонимсен,
* антонимсен словарĕсем.
 
Вырăнти калаçу сăмахĕсен сăмахсарĕсем те пур.
 
Лингвистика сăмахсарĕсен материалне пĕр чĕлхепе те, темиçе чĕлхепе те çырса кăтартаççĕ. Ик чĕлхепе çырнă сăмахсарсен шутне куçару сăмахсарĕсем кĕреççĕ, тĕслĕхрен, [[чăвашла]]-вырăсла, вырăсла-чăвашла словарьсем. Тӳнтер сăмахсар, ăнлантаруллă сăмахсар, орфографипе орфоэпи сăмахсарĕсем — пĕр чĕлхе словарĕсем.
 
== Энциклопедиллĕ сăмахсарсем ==
[[Энциклопеди]]ллĕ сăмахсарсен шутне тĕрлĕ япаласемпе пулăмсене, ĕçсемпе пулăмсене, тĕрлĕ ăнлавсене ăнлантарса паракан сăмахсарсем кĕреççĕ. Ку йышши сăмахсарсене япала ячĕсене тата япала ячĕллĕ сăмах майлашăвĕсене (япала ятне ăнлантаракан сăмахсемпе пĕрле), пайăр ятсене кĕртеççĕ. Энциклопедиллĕ сăмахсарсенче тĕрлĕ иллюстрацисем (ӳкерчĕксем, таблицăсем, диаграммăсем) параççĕ.
 
Чăваш энциклопедиллĕ сăмахсарсем шутне «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», «Писатели Чувашии» энциклопедиллĕ сăмахсарсем кĕреççĕ.
 
== Çав. пекех ==
* [[Чăваш сăмахсарĕсем]]
* [[Энциклопеди]]
* [[Электронлă сăмахсар]]
* [[Онлайн-сăмахсар]]
* [[Юридици сăмахсарĕ]]
* [[Эмоци сăмахсарĕ]]
* [[Квятковскин поэзи сăмахсарĕ]]
 
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
 
== Литература ==
* {{кĕнеке|автор = [[Вомперский Валентин Павлович|Вомперский В. П.]] |пуçелĕк = Словари XVIII века |яваплă = Яв. ред. - СССР ĂА корр.-пайташĕ [[Толстой Никита Ильич|Н. И. Толстой]]: Рецензенты: [[Винокур Татьяна Григорьевна|Т. Г. Винокур]], [[Лопатин Владимир Владимирович|В. В. Лопатин]]; [[Институт русского языка АН СССР]] |вырăн = М. |издательство = [[Наука (издательство)|Наука]] |çул = 1986 |страниц = 136 |тираж = 6000}} (хупл.)
* {{ВТ-ЭСБЕ|Словарь|[[Лисовский, Николай Михайлович|Лисовский Н. М.]], }}
* {{кĕнеке| автор = | пуçелĕк = Словари и словарное дело в России XVIII в. | ссылка = | яварлă = Яв. ред. [[Кутина Лидия Леонтьевна|Л. Л. Кутина]], [[Биржакова Елена Эдуардовна|Е. Э. Биржакова]] | вырăн = Л. | издательство = [[Наука (издательство)|Наука]]. Ленингр. отд-ние | çул = 1980 | страницы = | страниц = 168 | ref = }}
 
== Каçăсем ==
* [http://iling.spb.ru/vocabula/xviii/papers.html?language=en Институт лингвистических исследований — Основные труды группы «Словаря русского языка XVIII века»]
* [http://samahsar.chuvash.org Чăвашла-вырăсла сăмахсар]
 
{{Сăмахсарсем}}
 
[[Категори:Сăмахсарсем|*]]