[[Ӳкерчĕк:Чăваш хисепĕсем.tif|thumb|250px|Чăваш хисепĕсем (ӳстерсе тесе пус)]]
'''Чăваш хисепĕсем''' — авалхи вăхăтра усă курнă хисеп паллисем. Халь [[арап хисепĕсем]]пе улшăннă.
Ку система пӳрне шутланинчен пулса каять. [[Рим хисепĕсем]] пĕр евĕрлĕ курăнаççĕ. Анчах вĕсемпе танлаштарсан чăвашлисенче пысăкраххисем сылтăм енче юлаççĕ.
Чăваш хисепĕсене хальхи вăхăтра ĕлĕкрен сыхланса юлнă кивĕ хуралтăсемпе çурт-йĕр çинче курма пулать.