Яковлев Иван Яковлевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
{{пĕр хушаматлисем|Яковлев}}
{{Пайăр çын
|ят = Иван Яковлев
|тăван ят = Якку Йăванĕ
|портрет = I_Y_Yakovlev.jpg
|калăпăш =
|ăнлантару =
|çуралнă чухнехи ят = Иван Яковлевич Яковлев
|ĕçлев тĕсĕ = педагог, тăлмач
|çуралнă вăхăт = [[1848]] çулхи [[ака, 25|акан 25-мĕшĕ]]
|çуралнă вырăн = [[Кăнна Кушки]], Пăва уесĕ, {{ÇВ|Чĕмпĕр кĕперни|Чĕмпĕр кĕпернинче}}, [[Тутарстан]]ăн [[Теччĕ районĕ]], [[Тутарстан]])
|гражданлăх = Раççей
|пăхăнулăх =
|вилнĕ вăхăт = [[1930]] çулхи [[юпа, 23|юпан 23-мĕшĕ]]
|вилнĕ вырăн = {{ВВ|Мускав|Мускавра}}
|ашшĕ =
|амăшĕ =
|упăшка =
|арăм = Екатерина Алексеевна Бобровникова
|ачасем = [[Яковлев Алексей Иванович|Алексей]], Николай, Лидия
|чыславсемпе парнесем = 2 ст. [[Тс. Станислав орденĕ]];
2 ст. [[Сăв. Анна орденĕ]];
4 ст. [[Сăв. Улатимĕр орденĕ]];
[[Патшалăхăн чăн канашçи]]
|сайт =
|тĕрли =
|Commons =
|Rodovid =

'''Иван Яковлевич Яковлев''' — [[чăвашсем|чăваш]] халăхĕн [[XIX ĕмĕр]] вĕçĕнчи - [[XX ĕмĕр]] пуçламăшĕнчи çутлăхçи, [[Чӑваш алфавичӗ|çĕнĕ чăваш çырулăхне]] йĕркелекенĕ, [[Библи|Библие]] чăвашла куçараканĕ.

== Кун-çулĕ ==
[[1848]] çулхи [[Ака, 25|ака уйăхĕн 25]] хальхи [[Тутарстан|Тутар Республикине]] кĕрекен [[Кăнна Кушки]] ялĕнче çуралнă. [[Чĕмпĕр гимназийĕ]]нче, [[Хусан патшалăх университечĕ|Хусан университетĕнче]] вĕреннĕ, чăваш [[шкул]]ĕсен инспекторĕнче, [[Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ]]н ертӳçинче ĕçленĕ. [[Ильминский Николай Иванович|Н.И. Ильминский]] вĕренекенĕ. 1930 çулта вилнĕ, [[Мускав]]ри [[Ваганьково]] масарĕнче пытарнă.

[[Image:Yakovlev5 a.jpg|right|Яковлева халалланă палăк]]Хальхи вăхăтра [[Чăваш патшалăх педагогика университечĕ]] И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать. Шупашкарта [[Чăваш патшалăх университечĕ|Чăваш патшалăх университетĕнче]] çутлăхçă эткерне тĕпчекен лаборатори ĕçлет, ятарлă музей пур. И.Я. Яковлев палăкĕ Шупашкарта [[Чăваш наци библиотеки]] умĕнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне И.Я. Яковлев музейĕ тăван ялĕнче те, [[Чĕмпĕр]]те те пур.

== Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллă пулăмĕсем ==
* 1856—1860 çç. — Пăрăнтăк удел училищинче пĕлӳ пухнă
* Раштав, 1860 ç. — çу, 1863 ç. — Чĕмпĕр гимназийĕ çумĕнчи çĕр виçев-таксатор класĕнче вĕреннĕ
* Çу, 1864 ç. — раштав, 1866 ç. — удель ведомствинче хĕсметре тăрать
* 1868 ç. авăн, 1(13) — Чĕмпĕрти арçын гимназин V класне вĕренме кĕнĕ
* 1868 ç. юпа, 28 (чӳк, 9) — Чĕмпĕр шкулне никĕсленĕ
* 1870 ç. çĕртме, 25 (утă, 7) — гимназие вĕçленĕ пирки ылтăн медаль
* 1870 ç. çурла, 12 (24) — [[Хусан университечĕ]]н студенчĕ пулса тăрать
* 1871—1873 çç.- чăваш çырулăхне туса ярать, чăваш шкулĕсем валли букварьпе вĕренӳ кĕнекине кăларать
* 1875 ç. çĕртме, 17 (29) — Хусан университетĕнче вĕренсе тухнин пĕлтерӳ хутне тивĕçет
* 1875 ç. çурла, 28 (авăн, 9) — Хусан вĕренӳ тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ
* 1877 ç. — Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕп шайне куçарни
* 1877 ç. авăн, 26 (юпа, 8) — Е. А. Бобровниковăпа пĕрлешнĕ
* 1878 ç. — тĕп шкул çумĕнче хĕрарăмсен классне уçнă
* 1890 ç. — Чĕмпĕрти тĕп шкула вĕрентӳçĕсен шкулĕ шайне куçарнă
* 1901 г. — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн çумĕнче хĕрарăм педагогĕсен курсне уçнă
* 1917 ç. юпа уйăхĕ — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулне вĕрентӳçсен семинарине куçарнă
* 1922 ç. юпа уйăхĕ — ывăлĕ патне [[Петроград]]а пурăнма куçнă
* 1923 ç., çулла — [[Мускав]]а пурăнма куçнă
* 1928 ç. юпа уйăхĕ — Çуралнăранпа 80 çулне тата пĕрремĕш чăваш шкулне йĕркеленĕренпе 60 çулне уявланă.
* 1930 ç. юпа, 23 — Мускавра вилĕме кĕтсе илнĕ, [[Ваганьково çăви]]не пытарнă

== Раççей империн парнисемпе чинĕсем ==
[[Тс. Станислав орденĕ]] 3 ст. 26.12.1878 г.

[[Тс. Станислав орденĕ]] 2 ст. 27.12.1887 г.

[[Тс. Анна орденĕ]] 3 ст. 15.05.1889 г.

[[Тс. Анна орденĕ]] 2 ст. 26.12.1892 г.

== Чĕмпĕр чăваш шкулĕн кун-çулĕ ==

== И. Я. Яковлев - çыравçă, тăлмач, кăларавçă ==
Ориенталист тĕпчевçĕ Н. И. Ильминскипе Хусан университетĕнче паллашнă хыççăн И. Я. Яковлевăн чăваш азбукине туса чăвашсем валли букваре пичетлесе тăван чĕлхе туртăмĕпе чăвашсене ăслăхпа литература патне çул уçас ĕмĕт татах çирĕпленнĕ.
Чăваш чĕлхин фонетикине тĕпчесе пĕрремĕш 47 сасă паллиллĕ чăваш азбукине йĕркеленĕ. Анчах та 47 сасă паллине асра тытма йывăр пулнипе И. Я. Яковлев тепĕр азбукăна пăхса тухса, 1873 çулта 25-шне кăна хăварать.

Чи малтанах И. Я. Яковлев [[Евангели|Евангелие]] чăвашла куçарма тытăнать, çак ĕçе вăл 1911 çул тĕлне кăна вĕçлет. [[Библи|Библие]] куçарассипе вăл 1922 çулчен тăрăшать, вара И. Я. Яковлевăн пичетрен тухман материалĕсене Британ библи пĕрлешĕвне панă.
Тĕн литературисĕр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата иккĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: [[Пушкин]]ăн «Полтавине», [[Лермонтов]]ăн «Песни про купца Калашникова» поэмине, [[Толстой|Толстойăн]] калавĕсене тата ур. чăвашла куçарнă.

Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюрăна çутта кăларнă.

== И. Я. Яковлевăн çемьи ==
''«Çемьере эпĕ арăмра та, хамăн ачасемнче те ăраскал тупрăм»''

==== Арăмĕ ====
1870 ç., Хусан университетĕнче пĕлу пухнă чухнех, Иван Яковлевич Н. И. Ильминскипе тата унăн çемьипе паллашать, унта усрав хĕр Екатерина Алексеевна Бобровникова (1861 ç. юпан 2-мĕшĕнче çур.) ӳснĕ пулнă. Çичĕ çул иртсен 16 çулхи Екатерина, хусанти хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухнăскер, чăваш шкулĕсен 29 çулхи инспекторне Иван Яковлева качча тухать.

Екатерина Алексеевна килте кăна мар вăй хунă. 1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрарăм уйрăмĕ уçăлнă, каярахпа вăл унти ĕçсене ертсе пынă, хăйĕн упăшкипе пĕрле вĕрентӳçĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшнă.

==== Ачисем ====
1878 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Яковлевсен çемьинче пĕрремĕш пепке çуралать, ăна Алексей аслашшĕ ятне параççĕ. Каярах Натали, Лиди, Николай тата Александр çут тĕнчене килеççĕ. Вĕсем шутĕнчен Наташăпа Саша ача чухнех вилнĕ.
* [[Яковлев Алексей Иванович|Алексей Иванович Яковлев]] (1878—1951) — паллă историк, [[СССР ĂА пайташ-корресподенчĕ]], СССР Патшалăх парнин лауреачĕ;
* Николай Иванович (1883—1949) — ту ĕçĕсен инженерĕ, вăрçă конструкторĕ, музыковед;
* Лидия Ивановна (1881—1942) — филолог тата тăлмач.

==== Мăнукĕсем ====
Ăрăва тăсакан тивĕçлĕ çынсем — О. А. Яковлева мăнукĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ, И. А. Яковлев мăнукĕ физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ. Икĕ хĕр мăнукĕ: Е. А. Некрасова — ӳнер тишкерӳ тухтăрĕ, А. А. Некрасова — Театр ӳнерĕн патшалăх институчĕн профессорĕ. И. Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем хушшинче те паллă ятлисем пур. А. Б. Покровская — Раççей Федерацин халăх артисчĕ, А. Б. Покровский — Мускав консерваторин концертмейстерĕ, В. В. Павлов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Е. В. Павлова — ӳнер тишкерĕвĕн кандидачĕ, Франсуаза Варе — медицина профессорĕ (Франци), [[Ефремов Михаил Олегович|М. О. Ефремов]] — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Л. Д. Некрасова — мускав ен тишкерӳçи, ӳнер тишкерӳçи. Ку чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн ăрăвĕн улттăмĕш сыпăкĕ.
== И.Я.Яковлев харкамлăхĕ пирки пыракан тавлашусем ==
''Тĕп статья: [[И.Я.Яковлев харкамлăхĕ пирки пыракан тавлашусем]]''.

== И. Я. Яковлев ĕçĕсем ==
* ''Букварь для чуваш''. Хусан, 1872 (1919 çулчен пичетленĕ).
* ''О школьном образовании чуваш''. «Городской и сельский учитель», 1897, в. 5;
* ''Краткий очерк Симбирской учительской школы''. Чĕмпĕр, 1908;
* ''Детские рассказы'', Шупашкар, 1968.
* ''Письма''. Шупашкар, 1985. — 366 с.
* ''Верьте в Россию и любите её''. Шупашкар.: Чаваш патуниверситечĕ, 2002. — 308 с.

== Фотопухăм ==
<gallery>

Image: Monument I Y Yakovlev.jpg |Чĕмпĕрти И.Я. Яковлевăн палăкĕ. Скульптор В.П. Нагорнов. 2006 ç.
Image: Memorial plate.jpg |  Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулĕ пулнă çурчĕ çинчи астăвăм хăми
Image: Female branch of school.jpg | Хĕрарăмсен шкулĕн класĕ
Image: Church at school.jpg | Апостолсем çине аннă Таса Чун-чĕм храмĕн алăкĕ
Image: Room of Yakovlev.jpg |Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи хваттерти Иван Яковлевичăн пӳлĕмĕ
</gallery>

== Асăнмалăх ==
И. Я. Яковлевăн еткерлĕхне упрама [[Шупашкар]]та И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çумĕнче И. Я. Яковлев институтне йĕркеленĕ.

'''Музейсем:'''
* [http://www.museum.ru/M2700 Иван Яковлев музейĕ, Кăнна Кушки, Теччĕ районĕ, Тутарстан]
* [http://www.chuvsu.ru/university/museum.htm Илья Николаевич Ульяновпа Иван Яковлевич Яковлев палăкĕ, Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ универсичĕ]
* [http://www.chgpu.edu.ru/muz_yakovleva.html Ивана Яковлевич Яковлев музейĕ, Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ]
* [http://www.museum.ru/M2188 «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи музей. И. Я. Яковлевăн хваттерĕ»]

'''Палăксем:'''
* И. Я. Яковлев палăкĕ, Шупашкар
* И. Я. Яковлев палăкĕ, Кăнна Кушки
* [[И.Я. Яковлев палăкĕ (Чĕмпĕр)|Чĕмпĕрти И. Я. Яковлев палăкĕ]]
* [http://chuvash.org/news/11245.html Мускавра Иван Яковлев палăкĕ пулĕ]<ref>[http://mosday.ru/news/item.php?582175 Памятник создателю чувашской письменности могут установить на ул. Большая Полянка]</ref>
* [[Иван Яковлев (опера)|Иван Яковлев]] опера

== Вуламалли ==
* ''Дело его жизни. Сборник научных статей.'' Издатель — фонд им. Яковлева. Редактор Кириллов И. П. Шупашкар, 2008.
* ''Итоги юбилейной научной сессии, посвященной столетию со дня рождения И. Я. Яковлева'', «Записки Чувашского н.-и. института языка, литературы и истории», 1949. в. 3;
* Краснов Н. Г. ''Иван Яковлевич Яковлев. Жизнь. Деятельность. Педагогические идеи. Очерки''. Шупашкар, 1976.
* ''Этнопедагогический манифест И. Я. Яковлева.'' Шупашкар 2003. ISBN 5-86765-253-X
* Волков Г. Н. ''Жизнь, смерть и бессмертие патриарха.'' Шупашкар 2004. ISBN 5-86765-268-8
* Симбирская чувашская школа. Квартира И. Я. Яковлева. Путеводитель. — Чĕмпĕр: Издательство «Корпорация технологий продвижения», 2003. — 24 с.
* {{кĕнеке|автор=И.Я.Яковлев|пуçелĕк= Манăн пурнăç|каçă=|вырăн=Мускав|издательство= Республика |çул=1997|страницăсем=696|isbn=5-85438-024-2}}

== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}

== Каçăсем ==
* [http://www.chuvsu.ru/university/yakovlev/index.htm И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ]
* [http://www.jmp.ru/jmp/98/05-98/11.htm Мускав Патриархин журналĕ, 5-1998]
* [http://www.biblia.ru/translation/show/?9&start=0 Раççейри Библи Пĕрлешĕвĕ]
* [https://chuvash.org/content/3130-Суккӑр%20тата%20хӑлхасӑр%20вӗреннӗ%20чӑвашсем%20пирки.%20Пӗрремӗш%20ҫавра.html Суккӑр тата хӑлхасӑр вӗреннӗ чӑвашсем пирки. Пӗрремӗш ҫавра]

[[Категори:Педагогсем, алфавитпа]]
[[Категори:Чăваш Енĕн паллă çыннисем]]
[[Категори:Аслă тĕрĕксем]]
[[Категори:Пайăр çынсем:Чăваш Ен]]
[[Категори:Çыравçăсем, алфавитпа]]
[[Категори:Чăваш çыравçисем]]
[[Категори:Раççей çыравçисем]]
[[Категори:СССР çыравçисем]]
[[Категори:Тăлмачсем, алфавитпа]]
[[Категори:Чăваш тăлмачĕсем]]
[[Категори:Раççей тăлмачĕсем]]
[[Категори:СССР тăлмачĕсем]]
[[Категори:Пĕрлĕх ĕçченĕсем]]
[[Категори:Раççей педагогĕсем]]
[[Категори:Ваганьково çăвине пытарнисем]]
[[Категори:Патшалăх ĕçченĕсем]]
[[Категори:1848 çулта çуралнисем]]
[[Категори:Акан 25-мĕшĕнче çуралнисем]]
[[Категори:1930 çулта вилнисем]]
[[Категори:Юпан 23-мĕшĕнче вилнисем]]