Тани Юн: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Статьяна йăлтах пушатрĕ
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
{{Кинематографист
|ят = Тани Юн
|тăван ят = Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская
|ӳкерчĕк = Tani Jun Carta Postale 1929.jpg
|ӳкерчĕке ăнлантарни = Тани Юн почтă открытки сăнарĕ
|анлăшĕ =
|ӳкерчĕке ăнлантарни = <small>Тани Юн</small>
|çуралнă чухнехи ят = Бурашникова Татьяна Степановна
|çуралнă вăхăт = [[1903]], [[кăрлач, 28]]
|çуралнă вырăн = [[Чурпай]] ялĕ, Етĕрне уесĕ, {{ÇВ|Етĕрне уесĕ|Чăваш Енре}} {{ÇВ|Хусан кĕперни|Хусан кĕпернинче}} (халĕ [[Етĕрне районĕ]], [[Чăваш Ен]])
|вилнĕ вăхăт = [[1977]], [[юпа, 6]]
|вилнĕ вырăн = {{ВВ|Шупашкар|Шупашкарта}}, {{ВВ|Чăваш АССР|Чăваш Енре}}
|професси = {{актриса|Раççей}}
|гражданлăх =
|хастар çулсем = [[1926]] — 1937
|тĕлĕ =
|киностуди =
|чыславсем = «[[ССКП Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп хучĕ]]» ([[1973]])
|imdb_id =
|сайт =
}}
[[Ӳкерчĕк:Tani Jun 5.jpg|thumb|Тани Юн сăнӳкерчĕкĕсем]]
'''Тани Юн''' (''Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская'', хĕр чухнехи хушамачĕ - ''Бурашникова'', [[1903]], [[кăрлач, 28]], [[Чурпай]] ялĕ, [[Етĕрне уесĕ]], [[Хусан кĕперни]] (халĕ [[Чăваш Республики]]н [[Етĕрне районĕ]]) — [[1977]], [[юпа, 6]], [[Шупашкар]], [[Чăваш АССР]]) — чăваш çыравçи тата тăлмачĕ, чăваш театрĕпе кино актриси, чăваш халăх культурин паллă ĕçченĕ.
 
ССРП ÇП пайташĕ (1957).
 
== Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ==
[[Ӳкерчĕк:Tani Jun on Film und Volk.jpg|thumb|Тани Юн нимĕç «[[Film und Volk]]» журнал хуплашкинче]]Тани Юн [[Етĕрне районĕ]]нчи [[Чурпай]] ялĕнче [[1903]] çулхи [[кăрлач, 28|кăрлачăн 28-мĕшĕнче]] çуралнă.
 
Революциччен вăл [[Пĕрçырлан]] пуçламăш шкулĕнче, кайран [[Мăн Сĕнтĕр]]ти иккĕ класлă шкулта вĕреннĕ. [[Етĕрне]]ре иккĕмĕш ступеньлĕ шкултан вĕренсе тухсан [[1921]] çулта [[Мăн Сĕнтĕр]]ти иккĕ класслă, В. И. Ленин ячĕллĕ Мускаври çарпа спорт шкулĕсенче пĕлӳ илнĕ. [[1922]] çулта ăна физкультура инструкторĕ пулма [[Шупашкар]]а яраççĕ. Кунта вăл тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă.
 
1924-мĕш çулранпа Тани Юн хăйĕн пурнăçне яланлăхах театрпа çыхăнтарать. Чăваш драма театрĕнчи А. И. Слабодский ертсе пынă тата [[Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ|Чăваш патшалăх театрĕн студинче]] пĕлӳ пухнă. Чăваш тата вырăс драма театрĕсенче вылянă. Кунта ăна [[Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович]], пулас мăшăрĕ, асăрханă.
 
[[1937]]-[[1940]] çулсенче репрессине лекнĕ. [[1937]] çулхи [[авăн, 29|авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче]] Чăваш АССР прокурорĕ Таньăна ареслеме хушнă. [[Юпа, 1|Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче]] вара ăна тĕрмене хупнă. Пĕр уйăх иртсен, [[1937]] çулхи [[чӳк, 3|чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче]], ăна ыйтусем пама пуçланă. Иккĕмĕш хут ыйтма пуçласан, [[раштав, 1|раштавăн 1-мĕшĕнче]] ăна ют çĕршыври çынсемпе çыхăннăшĕн айăплама тытăннă. Хĕненĕ хыççăн вара ăна явапа йышăнма алă пустарнă. Çав çулах, [[раштав, 5|раштавăн 5-мĕшĕнче]] Таньăна, "япун контрразведкипе" ĕçленĕ тесе айăпланă, 8 çуллаха тĕрмене хупнă. Асап курма ăна Казахстан ССР-ĕн Караганда облаçĕнчи Долинка салине ăсатнă.
 
[[1938]] çулхи [[кăрлач]]ра унăн хĕрĕ, Изида, [[Сталин]] патне амăшне ирĕке кăлармашкăн çыру çырнă, анчах та хурава кĕтсе илеймен. Лагерьтен Татьяна темиçе хутчен те хăйĕн ĕçне тепĕр хут пăхса тухма, ăна йăнăшпа хупса лартнă пирки çырнă.
 
[[1940]] çулхи [[кăрлач]] уйăхĕнче Чăваш АССР ШĔХК Тани Юн ыйтăвне пăхса тухнă та ăна тĕрĕс мар тесе палăртнă, ирĕке кăларнă. Анчах та актриса ĕçне пикенме чарнă.
 
Вăрçă хыççăн Мускаври А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан киностудире режиссер ассистенчĕ пулса ĕçленĕ.
 
[[1950]] çулсенчен пуçласа литература ĕçне пикеннĕ. Вырăс çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
 
[[1977]] çулхи [[юпа, 6|юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче]] [[Шупашкар]]та вилнĕ.
[[Ӳкерчĕк:Yun tani2.JPG|thumb|Тани Юн мĕн виличчен театра юратнă]]
 
== Пултарулăх ĕçĕсем ==
[[Image:Yun tani1.jpg|200px|right]]Кĕлеткипе хитре пулнăран, тата выляма та лайăх вылянă пирки вăл «[[Чăвашкино]]» студи ӳкернĕ нумайăш чăваш фильмĕсенче ӳкерĕннĕ. Пĕрремĕш картини Волжские бунтари ятлă пулнă. Кунта вăл пĕчĕк роле кана вылянă: çĕтсе кайнă ачана шыракан амăшне. Ăна вăл питĕ лайăх вылянă. Ытти кинолентăсенче вăл ытларах енĕпе тĕп рольсене вылянă.
 
== [[Чăвашкино]] ==
[[File:180px-Tani yun-3.jpg|thumb|Тани Юн]]
 
===Кинори рольсем===
Тани Юн вылянă фильмсем<ref>{{cite web|url=http://www.gatd.archives21.ru/tehnotron/vistavki/koschkinskij/Koshcinskii/3/Tani.htm|title=Тани Юн|publisher=РГУ "Государственный архив электронной и кинодокументации Чувашской Республики", ГУ|accessdate=2011-10-18}}</ref>:
* Ача амăшĕ («[[Атăл пăлхавçисем (фильм)|Атăл пăлхавçисем]]», 1926)
* Сарпике («[[Сарпике (фильм)|Сарпике]]», 1927)
* Уркка («[[Хура юпа (фильм)|Хура юпа]]», 1928)
* Марье («[[Ял (фильм)|Ял]]», 1928)
* Таиса («[[Апайка (фильм)|Апайка]]», 1929)
* Колхоз председателĕ («[[Асту (фильм)|Асту]]», 1932)
 
===Театрти рольсем===
* Глафира ("Волки и овцы", 1936)
* Наталья ("Васса Железнова", 1936)
* Эмилия ("Отелло", 1942)
* Мирандолина ("Трактирщица" К.Гольдони, 1946)
 
* «Аристократы», Н. Погодин;
* «После бала», Н. Погодин;
* «Волки и овцы», А. Островский;
* «Платон Кречет», А. Корнейчук;
* «Анисса», А. Калган.
 
=== Литература ĕçĕ ===
Сцена ĕçĕсĕр пуçне актриса литература енчен те пултаруллă. Чăваш Ен архивĕнче ун пьессисем, куçарăвĕсем вырнаçнă. Вăл Островскин "Бешенные деньги", И. Поповăн «Семья» пьессисене, Т. Семушкинăн «Алитет уходит в горы», Н. Шундикăн «На севере дальнем» романсене , Драйзерăн калавсене тата ыттисене куçарнă.<ref>[http://www.archives21.ru/news.aspx?id=96122&s_page=15 Чăваш Ен архивĕ]</ref>
 
Максимов-Кошкинский чăваш драма театр никĕслевçипе пĕрле «Эх, Иван», «Чĕрĕ хушнипе», *"Эх, Йăван!", «Подлость» çырнă. 1972 çулта хăй асаилĕвĕсене çырса хунă: «Иртнĕ кунсем-çулсем».
Тани Юн И. Максимов-Кошкинскипе пĕрле çырнă пьесăсем:
 
== Вуламалли ==
#Тани Юн. Аса илес килменнисем. // Газета "Хыпар", 1993, февраль, 2.
#Антонов М. Асран кайми йĕр хăварчĕ / М. Антонов // Коммунизм ялавĕ. — 1983. — 28 кăрлач.
#Орлов Г. Актриса, тăлмач / Г. Орлов // Ялав. — 1973. — № 1.
#Родионов Л. Актриса, тăлмачă, драматург / Л. Родионов // Коммунизм ялавĕ. — 1973. — 20 нарăс.
#Антонов М. Тани Юн — первая чувашская киноактриса / М. Антонов // Советская Чувашия. — 1993. — 30 янв.
#Игнатьева С. Прекрасный дьявол / С. Игнатьева // Чебоксарские новости. — 1993. — 28 янв.
#Матвеева Г. И стали мгновения историей / Г. Матвеева // Советская Чувашия. — 2005. — 23 июля.
#Романова Ф. Театр, любимый народом / Ф. Романова. — Чебоксары, 1973. — С. 79.
 
== Асăнмалăх ==
* Асăну хăми, Палтайри шкул çурчĕ<ref>[http://chuvash.org/news/8171.html Тани Юн пултарулăх çулне пуçланă ялта асăну хăмине вырнаçтарнă]</ref>.
* [http://chuvash.org/news/11393.html Палтайри халăх Тани Юна асăнма тухнă.]
 
== Асăрхавсем ==
{{асăрхавсем}}
 
== Каçăсем ==
* [http://www.chuvashia-tv.ru/films/films_155.html#play «Тани Юн»] Валерий Арсентьевăн видеярăмĕ, 30 мин. яхăн, чăвашла.
* [http://chuvash.org/e/d0a2d0b0d0bdd0b820d0aed0bd20d18ed0bdc49520d187c495d180c495 «Тани Юн юнĕ чĕрĕ»] Хыпарти статья.
* [http://peter.chuvash.eu/?q=node/17 Тани Юн] Питĕр чăвашĕсем хаçатĕнчи статья
* [http://www.nemoekino.ru/un.html Тани Юн] «Немое кино» сайтĕнче.
* [http://gov.cap.ru/home/78/2008/tani_yun/tani_yun.html К 100-летию со дня рождения Тани Юн];
* [http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./1/13313/21661 Максимова-Кошкинская Татьяна Степановна (Тани Юн)];
* [http://community.livejournal.com/chuvash_revival/5334.html#cutid1 Тани Юн — первая актриса чувашского кинематографа].
 
{{actor-stub}}
{{DEFAULTSORT:Юн,Татьяна,Степановна}}
 
[[Категори:Чăваш Енĕн паллă çыннисем]]
[[Категори:Чăваш артисчĕсем]]
[[Категори:Çыравçăсем, алфавитпа]]
[[Категори:Тăлмачсем, алфавитпа]]
[[Категори:Драматургсем, алфавитпа]]
[[Категори:Чăваш çыравçисем]]
[[Категори:Чăваш тăлмачĕсем]]
[[Категори:Чăваш драматургĕсем]]
[[Категори:Кăрлачăн 28-мĕшĕнче çуралнисем]]
[[Категори:1903 çулта çуралнисем]]
[[Категори:Юпан 6-мĕшĕнче вилнисем]]
[[Категори:1977 çулта вилнисем]]
[[Категори:Пайăр çынсем:К. В. Иванов ячĕллĕ ЧПАДТ]]