Хăвăртлăх: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Пĕр сăмахĕ те тĕрĕс мар
Тэг: тасатасси
1-мĕш йĕрке:
'''Хăвăртлăх''' (час-часах <math>\vec v</math> паллăпа палăртаççĕ, {{lang-en|velocity}} е {{lang-fr|vitesse}}, чăн малтан {{lang-la|[[wikt:velocitas|vēlōcitās]]}} пулнă) — [[вектор (математика)|векторла]] [[физикăлла кап]], материлле пăнчă пек пăхма май пур [[ĕскер]] [[куçнăлăх]]ĕ суйласа илнĕ [[пуçлав системи]]пе танлаштаруллăн еплерех темппа улшăннине палăртать; [[радиус-вектор]]ăн харпăр пăнчăри [[вăхăт]] тĕлĕшпе илнĕ [[функци тăхăмĕ|тăхăмĕ]]пе танлашать<ref>Маркеев А. П. Теоретическая механика. — М.: Наука, 1990. — 416 с. — ISBN 5-02-014016-3..</ref>. Ку [[сăмах]]пах [[скаляр]]лă капа та (хăвăртлăх веторĕн модульне е пăнчăн ''алгебрăлла хăвăртлăхне'', çак векторăн пăнчăри сĕртĕнкен йĕр çине ÿкнĕ проекцийĕскере) калаççĕ<ref>Старжинский В. М. Теоретическая механика. — М.: Наука, 1980. — 464 с.</ref>.
== Формула ==
Калăпăр, <math>\vec v</math> хăвăртлăх, <math>\Delta \vec r</math> уйрăм тĕлти куçнăлăх, <math>\vec r</math> радиус-вектор, <math>t</math> вăхăт. Вара:
 
<math>\vec v=\frac {\mathrm d \vec r}{\mathrm d t} = \lim_{\Delta t \to 0}{\Delta \vec r \over \Delta t}</math>,
кунта "дельта" текен паллăсене ун хыççăн тăракан кап еплерех улшăннине кăтартма усă курнă.
 
Енчен те радиус-вектор урлă мар, куçнăлăх векторне кура палăртас тесен, ку формула ак çапла курăнать:
 
<math>\vec v=\frac {\mathrm d \vec s}{\mathrm d t} = \lim_{\Delta t \to 0}{\Delta \vec s \over \Delta t}</math>,
кунта <math>\vec s</math> — куçнăлăх.
 
Иккĕмĕш меслет ансатрах та ăнланмалларах пек. Анчах та пĕрремĕшĕ кирек мĕнле [[пуçлав системи]]пе те çыхантарма май парать.
== Вуламалли ==
*Яковлев В. И. Предыстория аналитической механики. — Ижевск: НИЦ «Регулярная и хаотическая динамика», 2001. — 328 с. — ISBN 5-93972-063-3..
* Бурдун Г. Д., Базакуца В. А. Единицы физических величин. — Харьков: Вища школа, 1984.
* Яворский Б. М., Детлаф А. А. Справочник по физике. — М.: Наука, 1981.
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
[[Категори:Физика]]
[[Категори:Механика]]
[[Категори:Физика терминĕсем]]
[[Категори:Ăслăх]]
[[Категори:Классикăлла механика]]