Тан касакĕсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Тан касакĕсем́''' '''тан касакĕсен çарĕ''' — [[Раçсей Империйĕ]]н [[касакĕсем|касакĕсен]] чи пысăк ушкăнĕ; уйрăм хăй тĕллĕн тытăнса тăракан [[Тан Çарĕн çĕрĕ]]нче (хальхи [[Украина|Украинăн]] [[Луган облаçĕ|Луганпа]] [[Донец облаçĕ|Донец]] облаçĕсен, [[Раççей Федерацийĕ]]н [[Ростов облаçĕ|Ростов]], [[Волгоград облаçĕ|Волгоград]], [[Воронеж облаçĕ|Воронеж облаçĕсен]]сен, [[Калмăк Республики]]н çĕрĕсем) вырнаçнă территори.
 
Историллĕ ячĕ [[Тан]] ([[Азов тинĕсĕ]]н шыв-çĕр лаптăкĕ) шывĕпе çыхăннă. Тан çарĕн тĕп хули [[1571]] — [[1610]] çулсенче [[Раздорская]] станица çумĕнчи утрав çинче, 1610 — 1637 çулсенче Мăнаçтăр хулинче ([[Старочеркасская]] станицинчен Тан тăрăхĕпе аялла 6 çм), [[Азовра ларни|Азов патĕнче ларнă]] тапхăрĕнче ([[1637]] — [[1642]]) — [[Азов]]ра, [[1644]] — [[1806]] — [[Черкасск|Черкасскра (халĕ Старочеркасская станица)]] пулнă, кунта çар çавракăшне пуçтарăннă, патша элчисене йышăннă, шалу туяннă. [[1806]] çулта Тан касаклăхĕн тĕп хули — [[Новочеркасск]].
65-мĕш йĕрке:
Тан касакĕсем вырăс çарĕн пĕрремĕш [[Хусан]] харçине [[Хаяр Йăван]]па пĕрле кайнă.
 
[[1581]] çулта [[Ермак]] Тимофеевич ертсе пынă касаксем [[Çĕпĕр ханлăхĕ|Çĕпĕр ханлăхне]] çĕнтереççĕ. [[1605]] çулта 4 000 тан касакĕ Андрей Карела атаманĕпе [[Ултав Мĕтри]] енче кĕрешеççĕ. [[1612]] çулта тан касакĕсем атаман Межаков ертсе пынипе Мускава поляксенчен Пожарский кнеç çарĕпе пĕрле тасатаççĕ. [[1637]] çулта атаман Михаил Иванович Татаринов турккă кармане — Азова — туртса илет. [[1668]] çулта [[Разин Степан Тимофеевич|Степан Тимофеевич Разин]] [[Ферабат]] перси хули çине каять. 7 000 тан касакĕ атаман Фрол Минаев ертсе пынипе [[I Петĕрĕн Азов харçисем|Азов харçине]] [[Пётр I|I Петĕрпе]] [[1695]]—[[1696]] çулта тухаççĕ. [[1701]] çулта тан касак полкĕ касак полковникĕ Максим Фролов ертсе пынипе [[Швеци]] вăрçинче Финляндин территоринче Шеремет граф ертсе пынă вырăс çарĕпе пĕрле çапăçать. [[1722]] çулта тан касакĕсем Краснощеков Иван Матвеевич ертсе пынипе I Петĕрпе перси харçине каяççĕ. [[1736]] çулта Анна патша-арăм [[Турци]]е вăрçă сĕнет, фельдмаршал Минех вырăс çарĕ тата Краснощеков касак полковникĕн 5000 тан касакĕ тепĕр хут Азова çĕнсеçĕнтерсе илеççĕ. Тутарсем вырăс ялĕсене çаратса, тыткăна 3000 çын туртса каяççĕ, вара Краснощеков касакĕсем вĕсене хуса çитсе тыткăнран хăтараççĕ. [[1741]] çулта Краснощеков касакĕсене Швеци вăрçине яраççĕ, Раççее Финляндин чылай çĕрĕ куçать, анчах та Гельсингфорс патĕнче аманнă Краснощеков швед тыткăнне лекет — унăн тирне чĕрĕллех сĕвеççĕ. Данила Ефремов генерал-майор ертсе пынă 16 000 тан касакĕ [[Елизавета Петровна|Лисавет патша-арăм]] саманинче [[Прусси]]е хирĕç Çичĕçул вăрçине (1756—1763) хутшăннă.
 
1760 çулта Краснощеков Федор Иванович, Луковкин, Туроверов тата Попов тан касак текĕрчисем берлин экспедицинче палăраççĕ, ун вĕçĕнче [[1760]] юпа ,9 раççейсем пруссен тĕп хулине [[Берлин]]а йышăнаççĕ. II Кĕтерне саманинчи Крымшăн тапăшнă турккă вăрçинче (1762—1774) 22 000 тан касакĕ (Вĕсене Румянцев вырăс çарĕнче Иловайский тата Долгоруков кнеç çарĕнче Себряков ертсе пынă). 1775 çулта Пăкач пăлхавне пусарсан, çар ĕçĕнче хастар пулнă 65 тан касакне II Кĕтерне арăм-патшан Лейб-Гварди касак полкне — чап конвойне — илеççĕ. Тан çарĕн чикки Кубань шывĕ тăрăх пынă, ун çинче 4 карман, 20 редут, нумай сăнав турулĕ лартнă, вĕсем çине пĕрмаях черкессем тата нохайсем тапăннă. 1782 çулта Александр Васильевич Суворов 16 ротă пехотăпа, 16 эскадронпа тата Иловайскийĕн 16 тан полкĕпе чикĕ хĕррине çитет те [[нахай урти]]не çĕмĕрет. Çакăн хыççăн [[1792]] çулта [[Екатеринодар]] кармана никĕслеççĕ, Хура тинĕс касак çарне (Кубань касак çарĕ) йĕркелеççĕ. 1787—1791 çулсенче Турципе вăрçса Раççей çарĕ Таная çитет, [[1790]] çулхи раштав, 11 [[Суворов]] ертсе пынă вырăс çарĕ Исмаила туртса илет, çапăçусенче Орловпа Платов 13 000 тан касакĕ юн тăкать. [[Исмаил]] кармана илнĕ хыççăн Кутузова хула комендант вырăнне лартаççĕ. [[1794]] çулта [[Польша]] вăрçинче Раççей [[Неман]]па [[Буг]] таран çĕрсене тата [[Курлянди кĕперни]]не хăй çумне çыпăçтарать. Вăрçа Орлов, Себряков, Лащилин, Янов, Денисов майорсем тата Денисов полковник касак полкĕсем хутшăнаççĕ. [[1799]] çулта императăр Павăл [[Франци]]не хирĕç вăрçă пуçлать, [[Суворов]]а Итали харçине тухма хушать. Çак харçăра Адриан Карпович Денисов ертсе пынă 8 тан полкĕ хутшăнать. [[1801]] çулта Павăл императăр Индире колони çĕнсеçĕнтерсе илес ĕмĕтпе [[Англи]]е хирĕç вăрçă пуçлать. 20 000 тан касакĕсене [[Инди]] харçине ăсатнă. Александр I [[1805]] çулта 2 № Сысоев тата 3 № Ханженков полкĕсемпе вырăс корпусне [[Кутузов]] çарпуçĕпе [[Наполеон]]а хирĕç кĕрешекен австри çарĕсене пулăшу пама янă. [[1808]]—1809]] çулсенче Киселёв 2 № Тан полкĕ [[Швеци]]пе [[Финлянди]] çĕрĕшĕн çапăçнă. [[1806]]—[[1812]] çулсенче 4 №, Денисов 7 №, 8, 11 Иловай № тан полкĕсем Турципе Танай тăрăхĕнче çапăçнă. [[1812]] çулта Наполеона хирĕç Тан çарĕ 50 полк (50 000 çына яхăн) тăратнă. Атаман Платов вырăс çарĕ чакса пынă чух Польшăра Багратиона хыçран хӳтĕленĕ.
 
== Çутĕç ==
78-мĕш йĕрке:
== Тан Çарĕн [[атаман]]ĕсен шучĕсем ==
 
* Павлов тата Ляпун, Аçтăрхан ханлăхне 1554—1556 çç. çĕнсеçĕнтерсе илнĕ.
* Михаил Черкашенин,
* [[Ермак Тимофеевич]], Çĕпĕр ханлăхне 1581—1584 çулсенче пăхăнтарнă