Имерети: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
 
24-мĕш йĕрке:
[[Соломон I]] ([[1752]] — [[1784]]) патша çеç хăйĕн влаçне çирĕплетме хăять. Вăл чурана сутма чарать, пĕтĕм Анăç Грузие пĕрлештерме тăрăшать. Соломон I турккăсемпе нумай çул çапăçса [[1757]] çулта çĕнтерĕве тупать те Картли патшипе [[Ираклий II|II Ираклипе]] [[1758]] çулта вăрçă пĕрлешĕвне кĕрет.
 
[[XVIII ĕмĕр]]те Имерети патшисем пĕрре çеç мар [[Раççей]]рен пулăшма йăлăннă, анчах та Турципе хирĕçес мар тĕллевпе çакна пурнăçа кĕртеймен. 1769 çулта ĕнтĕ Екатерина II Грузие [[Тотлебен Готтлоб Курт Генрих |Тотлебен]] генералăн (каярах, раççей çарне илсе тухиччен, ăна Сухотин генерал улăштарнă) корпусне янă. Тотлебен Имеретири турккă карманĕсене, Кутаиси хулана çĕнсеçĕнтерсе илнĕ. Çаплах вăл Поти карманне хупăрланă. Раççей çарĕ, кунта нумай тăман пулсан та, çак вăрçă ăнăçĕсем Турципе килĕшӳ хутне çырма çăмăллăх панă: [[Кӳчук-Кайнарджа килĕшĕвĕ|Кӳчук-Кайнарджа вырăс-турккă килĕшĕвĕпе]] [[1774]] çулта Имерети Турцие парăмне пăрахăçланă. Тотлебен ткртса илнĕ кармансене турккăсене тавăрса паман.
 
[[1811]] çулта Имерети патшалăхĕ Раççей империн [[Имерети облаçĕ]] шайне куçнă.