Иванщиков Юрий Васильевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
 
7-мĕш йĕрке:
Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Юрий Иванщиков малтан Муркаш районĕнчи Киров ячĕллĕ колхозра тĕп инженер (1979-1981), ун хыççăн Шупашкарти юсавпа техника предприятийĕнче ([[1981]]-[[1988]]) мастер, юсав мастерскойĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ. Çак вăхăтра унăн теори пĕлĕвне тарăнлатса анлăлатас шухăш тĕвĕленнĕ, ăна пурнăçлама вăл [[1988]] çулта [[Ленинградри аграри университечĕ]]н аспирантурине вĕренме кĕнĕ, унтан тепĕр виçĕ çултан вĕренсе тухнă ([[1991]]), çак çулах диссертаци хӳтĕлесе техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.
 
Юрий Васильевич аспирантурăран таврăннăранпах паянхи кунчченех Чăваш ял хуçалăх институтĕнче (халĕ академийĕнче) ĕçлет: малтанхи тапхăрта — доцент пулса ĕçленĕ, халĕ вара — машина юсавĕпе конструкци материалĕсен технологи кафедрин пуçлăхĕ. Вĕрентӳ ĕçĕпе пĕрлех ăслăлăх тĕпчевĕсене те манмасть ăсчах: кĕске вăхăт хушшинчех 30 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетленĕ, 8 автор свидетельствипе патент çĕнсеçĕнтерсе илнĕ. Унăн тĕпчевĕсенчен ытларахăшĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула çĕмĕрĕлсе стройран тухнă ял хуçалăх техникине тухăçлăрах та перекетлĕрех юсаса хăвăртрах ĕçе кĕртессипе çыхăннă.
 
==Пичетленнĕ ĕçсем==