Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
50-мĕш йĕрке:
: ''Тĕп статьясем: [[Çурçĕр Африкăри çапăçусем]], [[Кăнтăр Африкăри çапăçусем]], [[Хĕвел анăç Африкăри çапăçусем]], [[Сирипе Ливанри çапăçусем]]''
 
[[1940]] çулхи [[çĕртме]] уйăхĕнче [[италсем]] [[акăлчансем|акăлчансене]] хирĕç [[Ливи]]ре тата Çурçĕр-Тухăç Африкăра çапăçма пуçланă. Итали [[Эфиопи]] çĕрĕнчен [[Судан|Суданпа]]па [[Кени]] çине тапăнасшăн пулнă, анчах та çак ĕçсем ăнса пыман. Британи Сомалийĕнче çеç вĕсем сахал шутлă Кăнтăр Африкăпа Инди çарĕсене çĕнтерсе 1940 çулхи çурла уйăхĕнче тинĕс пырĕпе британсен Аден колонине çитнĕ. [[1940]] çулхи [[авăн]] — [[1941]] çулхи [[кăрлач]] уйăхсен хушшинче италсем [[Александри]] порчĕпе [[Суэц каналĕ|Суэц каналне]] ярса илес тĕллевпе [[Египет]] çине тапăнса кĕнĕ, анчах та вĕсен ĕçĕ ăнăçлă иртмен. Хирĕç тухнă акăлчансен çарĕ Ливи çĕрĕнче италсене шалт çапса аркатнă. 1941 çулхи [[кăрлач]]па [[пуш]] уйăхĕсем хушшинче [[акăлчансем]] [[Сомали]]ре тăракан италсен çар ушкăнне çапса аркатнă. [[1941]] çулхи ака уйăхĕнче акăлчансен тата [[Кăнтăр Африка|Кăнтăр Африкăпа]] [[Эфиопи]] çарĕсем [[Аддис-Абеба|Аддис-Абебăна]] пырса кĕнĕ, Итали çарĕсене тĕппипех аркатса салатнă. Çак путланăва пула нимĕçсем Африкăна Роммелĕн экспедици корпусне янă. [[Эрвин Роммель|Роммель]] питĕ ăста çарпуçĕсенчен пĕри шутланнă. [[1941]] çулхи [[пуш]] уйăхĕнче нимĕçсемпе итал çарĕсем тăшманĕсене хăваласа икĕ эрнерен Египет чикки патне тухаççĕ. Акăлчансен чылай çапăçу енчен паха вырăнсене пăрахса кайма тивнĕ. Нил патнелле каякан çула хӳтĕлекен [[Торбук]] хӳтлĕхне çеç хăйсен аллинче хăварма пултарнă. Хаяр та йывăр çапăçусем пуçланнă. [[1940]]—[[1941]] çулсенче британсем Виши режимĕ тытса тăракан колонисенчи правительствăсене салатас тесе Хĕвел анăç Африкăра ([[Габон]], [[Сенегал]]) тата Çывăх Тухăçра ([[Сири]], [[Ливан]]) темиçе çар операцине ирттернĕ. [[1941]] çулхи [[çу]] уйăхĕнче акăлчансем Германи майлă тăракан [[Ирак]] правительствине влаçран хăтарнă.
 
=== Вăтаçĕр тинĕсĕ тата Балкан тăрăхĕ ===
60-мĕш йĕрке:
Тинĕсри çапăçусенче британи флочĕ, ун чухне тĕнчере чи чапли çĕнтерсе пырать. Вăтаçĕр тинĕсре, хăйсем валли ирĕклĕ ĕçсем пулнипе, акăлчансем Франци флочĕн карапĕсене, Германи аллине лекесрен, [[1940]] çулхи утăра шыва путараççĕ е хăйсен аллине çавăрса илеççĕ. Çав çулах, чӳк уйăхĕнче вĕсен авиацийĕ Торонтăри Итали флотне аркатаççĕ, ун хыççăн итал çарĕсен тинĕс турттарăвĕсем çав тери кансĕрленнĕ (Торонто патĕнчи çапăçу).
 
[[1941]] çулхи пуш уйăхĕнче [[Крит]] утравĕнчен кăнтăралларах тинĕс çапăçăвĕнче акăлчансем итал флотне (Матапан сăмсахĕ патĕнчи çапăçу) тепĕр çухату тӳстернĕ. Атлантикăра Аслă Британин ĕçĕсем йывăртарах килнĕ. Вăрçă пуçланичченех Германи Атлантика океанне 2 броненосец тата 18 [[шывай кимми]] янă, вĕсем вара вăрçă тапрансан тӳрех Аслă Британин тата ытти патшалăхсен сутă-илӳ карапĕсене шыва путарма тытăннă. 1939 çулхи авăн — раштав тапхăрĕнче нимĕç шывай киммисем британисен 114 карапне пĕтернĕ, [[1940]] çулта — 471 [[карап|карапа]]а путарнă, нимĕçсем вара 1939 çулта 9 шывай кимми çеç çухатнă. Аслă Британи тинĕс çыхăнăвĕсене аркатнине пула [[1941]] çулĕн çуллахи уйăхĕсенче британ сутă-илӳ флочĕн 1/3 тоннажĕ пĕтнĕ, ку вара патшалăх хуçалăхĕшĕн хăрушлă инкек пулса тăрать.
 
=== АПШ политикин вăййисем ===
66-мĕш йĕрке:
АПШ-ăн ертĕвĕ те хăйĕн тĕнчери политикине урăхларах тытма пикенет. Вăл Аслă Британие уйрăмах çивĕччĕн пулăшу пама пуçлать, вăрçа кĕмен пулин те. [[1940]] çу уйăхĕнче конгресс 3 млрд долларлă вăрçă бюджетне йышăнать, çулла — 6,5 млрд çитерет, çав шутра 4 млрд долларĕ «икĕ океанăн флотне» тума уйăрса хунă. Аслă Британие хĕçпăшалпа, вăрçă хатĕрĕсемпе пулăшассине татах хăпартнă.
 
1941 çулхи пуш уйахĕн 11-мĕшĕнче АПШ конгресĕ [[Ленд-лиз]] саккунне йышăннă, çак йĕркепе вăрçă материалĕсене, хатĕрĕсене вăрçакан ппатшалахсене кивçене е вăхăтлăха усă курма пама ирĕк уçнă, Аслă Британи валли 7 млрд доллар уйăрса хунă. 1941 çулхи ака уйăхĕнче ленд-лиз саккунне [[Югослави|Югославипе]]пе [[Греци]] çине те сарнă. [[Дани]] капитуляценнĕ хыççăн, АПШ çарĕсем [[Гренланди|Гренландипе]]пе [[Исланди|Исландие]]е çитсе унта базăсем никĕсленĕ. Çурçĕр Атлантика АПШ-ăн çар флочĕн «патруль тăрăхĕ» пулса тăрать. Çапла тата унăн çар флочĕ Аслă Британие вăрçă япалисем турттаракан карапĕсен конвой ĕçĕсемпе те хăтланать.
 
=== [[Япони]] тапăнса кĕни ===
 
Япони [[1940]] çул вĕçĕнче — [[1941]] çул пуçламăшĕнче [[Китай|Китайăн]]ăн кăнтăр пайне тата Виши ертĕвĕ панипе [[Франци Индокитайĕ]]н çурçĕр пайне окупациленĕ.
 
== Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем ==
80-мĕш йĕрке:
:''Тĕп статья: [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]''
 
[[1941]] çулхи [[çĕртме, 22]] Германи хăйсен сателичĕсемпе пĕрле — [[Венгри|Венгрипе]]пе, [[Румыни|Румынипе]]пе, [[Финлянди|Финляндипе]]пе, [[Словаки|Словакипе]]пе тата [[Хорвати|Хорватипе]]пе сасартăк СССР çине тапăнать. Совет Союзĕшĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Малтанхи уйăхсенче нимĕçсем Рабочисемпе Хресченсен Хĕрлĕ Çарне питĕ хытă аркатнă. Çапах та нимĕç çарĕсен Совет Союзне хăвăрт туртса илсе парăнтарас планĕ (Барбаросса планĕ) пăсăлнă. Германи çарĕсем Литван, Латвин, [[Беларуç]]ин çĕрĕсене, [[Эстони]]н, Украинăн тата [[Молдави]]н чылай пайĕсене йышăннă, СССР-ăн ăшне 300—600 çухрăма таран кĕнĕ. Совет Союзĕ пуян çĕр айĕнчи управ тата промăçлă вырăнĕсене: [[Донбасс]], Криворог руда бассейнĕсене çухатнă. Пысăк хуласене: [[Минск]], [[Кейӳ]], [[Харьков]], [[Смулен]], [[Одесса]], [[Днепропетровск]] — тăшман айне хăварнă. [[Ленинград]] хулине хупăрланă. Нимĕç оккупаци территорисенче темиçе миллион совет гражданĕсем тăрса юлнă.
 
Нимĕçсем 1941 çулхи юпа уйăхĕ тĕлнелле аран-аран хытă кĕрмешсе çĕршывăн европа пайĕн варрине çитнĕ. Мускав патĕнчи хаяр çапăçусем пуçланнă. Нимĕçсем хăйсен çар вăйĕсем чылайрах пулсан та Мускава туртса илеймен, çакăнти çапăçăва выляса янă. Ку вара вăрçăри Германин пĕрремĕш чи пысăк çухату пулса тăрать. Хĕллехи вăрçă кампанинче Хĕрлĕ Çар [[Мускав]] патĕнчен хирĕçтапăну тапратать, вара çак ăнăçăва пула [[Совет Союзĕ]]н тĕп хулишĕн тата [[Çурçĕр Кавказ|Çурçĕр Кавказшăн]]шăн хăрушă самант иртсе каять тата Ленинград хупарлăвĕн вăйне те чакарать. Çаплах тата 10 облаçсен пĕтĕм е пай территорине тăшманран хăтараççĕ. Çĕнтерӳсемпе хавхаланнипе совет çарпӳлĕхĕ çарсем умне пурнăçлама питĕ йывăр вăрçă ĕçĕсем лартнă: тăшмана пĕтĕмпех çапса аркатса çĕршывăн вăхăтлăха çухатнă территорине каялла илме хушнă. Хĕрлĕ Çар çак палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртеймен, [[1942]] çулхи çуркуннехи-çуллахи кампанисенче кăнтăр енче нумай çухату тӳсет. Германи Украинăн пĕтĕм çĕрне ярса илсе 500—650 çухрăма яхăн куçса, [[Атăл]] патне çитнĕ, тĕп Кавказăн нумай ту урлă каçăвĕсене йышăннă. 1942 çĕртме уйăхĕнче этемлĕхĕн тĕнчери чи пысăк вăрçă çапăçăвĕ — [[Сталинград çапăçăвĕ]] — пуçланать. Нумай çухатса совет салтакĕсем нимĕçсен тапăнăвне чарса лартма пултарнă. Вăрçă пуçламăшĕнченех СССР АПШ тата Аслă Британи ертĕвĕсемпе туслă çыхăнусем çирĕплетме тытăннă. Анăç союзникĕсем вăрçăн чи йывăрлăхне туртса пыракан Совет Союзне апат-çимĕçсемпе пулăшма пуçланă.
 
=== Тинĕсри çапăçусем ===
88-мĕш йĕрке:
 
=== Африка кампанийĕ ===
[[1941]] çулхи çулла акăлчансен Çурçĕр Африкăри ĕçĕсем ăнса пынă. Çакă итальянсене [[Эфиопи]]ре аркатнинчен питĕ хытă килнĕ. Британи эрпелĕхĕ хăйĕн Тухăç Африкăри çарĕсене Çурçĕр Африкăна куçарнă. Майлă лару-тăрупа усă курса, акăлчансем 1941 çулхи [[чӳк, 18]] тапăнса пынă. [[1942]] çулхи кăрлачра вĕсем Торбука хупăрланинчен хăтарнă, Киренаикăна çĕнсеçĕнтерсе илнĕ. Иртнĕ çапăçусенче нимĕçсемпе итальянсем 30 пине ытла çын çухатнă. Анчах та акăлчансен çарĕсем çав тери саралса кайнă пулнă. Çакăнпа вара Роммель ырă курнă. 1942 çулхи [[кăрлач]]ра италипе нимĕç çарĕсем каллех тапăнма пуçланă та 1942 çулхи çĕртмере кармана туртса илнĕ. Ку ĕнтĕ нимĕссен юлашки ăнăçăвĕ пулнă. Чылай çар вăйĕсене пĕр çĕре пуçтарса, тăшмана [[Вăтаçĕр тинĕсĕ]]нче коммуникацийĕсене хупăрласа, акăлчансем [[Египт]] çĕрне ирĕке кăларнă.
 
=== Пирл Харбор. Лăпкă океан ===
1941 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче Япони [[Пирл Харбор]] çине тапăннипе АПШ-на хирĕç вăрçă тапранать. 6 авианосец çинчен 441 самолёт хăпарса американ тинĕс çар флочĕн 8 линкорĕпе крейсерне путарнă е хытă вантарнă. Çав вăхăтрах япунсем акăлчансен [[Гонконг|Гонконгри]]ри çар базине хупăрласа илнĕ те Сиама çарсем кĕртсе янă. Пулăшма хирĕç тухнă британ эскадрине тӳперен тапăннă, çапла вара икĕ линкорн, акăлчансен тĕп карапĕсем [[Лăпкă океан|Лăпкă океанĕн]]ĕн шывне путнă. Раштавăн 11-мĕшĕнче АПШ-на хирĕç вăрçă пуçланине Германипе Итали пĕлтернĕ.
 
1941 çулăн юлашки эрнисенче япони десанчĕсем Гуам тата Уэйк утравĕсем çинчи америкăн çирĕп хӳтлĕхĕсене ярса илнĕ, Филиппин çине пырса тухнă. Акăлчансем Гонконга хăварнă. 1942 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхесенче япунсем [[Сингапур|Сингапура]]а, Малайăна, [[Бирма|Бирмăна]], Голлан Индине, Китайăн кăнтăр — Юань —провинцине, Филиппинăна туртса илнĕ. Япони флочĕ Инди океанне пырса кĕрет. Япунсен авиацийĕ [[Инди]], [[Австрали]], [[Цейлон]] çĕрĕсене бомбăланă. Çапах та союзниксем, çухатусем тӳссе те вăраххăн, малăмăртăв ĕçĕсене алла илме тытăннă. 1942 çулхи ака уйăхĕнче американ авиацийĕ пĕрремĕш хут [[Токио]] çине бомбăсем пăрахнă. 1942 çулхи çу-çĕртме уйăхĕсенче япунсем Мидуэй утрав патĕнчи тинĕс çапăçăвне выляса янă.
 
=== Китлĕре хирĕç тăракан коалици ===
110-мĕш йĕрке:
 
=== Гуадалканал. Ази ===
1942 çулхи çурла уйăхĕ — 1943 çулхи нарăс тапхăрĕнче япун çарĕсем американ çарĕсемпе [[Гуадалканал (утрав)|Гуадалканал]] утравĕпе [[Соломон утравĕсем]]шĕн çапăçусем хĕрсе пынă. Çак ним шеллемесĕр тытăçура Пĕрлешнĕ Штатсем çĕнтернĕ. Гуадалканал çине пулăшма япун çарĕсем пынă пирки вĕсен Çĕнĕ Гвиней утравне хӳтĕлекенсен вăйĕ хавшакланнă май ăна АПШ 1943 çулăн пуçламăшĕнче туртса илнĕ. 1942 çулăн вĕçĕнче тата пĕтĕм 1943 çул тăрăхĕпе британ çарĕсем Бирмăра темиçе хут тăшмана хирĕç тапăнса пăхнă, анчах та ăнăçу тупайман. 1943 çулхи чӳк уйăхĕнче союзниксем япунсен [[Тарава (утрав)|Тарава]] утравне çĕнсеçĕнтерсе илнĕ.
 
=== Конференцисем ===