Корсика: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
36-мĕш йĕрке:
Пирĕн эрăччен 6 пин çул каялла вырăнти сунарçăсемпе çутçанталăк çимĕçне пуçтаракансене [[импрессо этеплĕхĕ]] хĕстерме тытăнать. Корсика этеплĕх йăли кӳршĕ Сардинин сĕме айне лекет. Пирĕн эрăччен 2 пин çул маларах сардини [[Боннанаро этеплĕхĕ]]н сĕмĕпе утрав çинче [[торе этеплĕхĕ]] çĕкленет, унăн палăкĕсем сардини [[нураг]]ĕсем евĕр торе-турулсем. Çакăн хыççăн кĕçех Корсикăна нурагсене тăвакансем ярса илеççĕ, каярах утрава çавсемпе тăван [[этрусксем]] туртса илеççĕ.
 
Пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте Корсика çине грек-фокейсем пырса тухаççĕ, кунта вĕсем Алали хулана никĕс хураççĕ. Вĕсен хулашăн этрус-карфаген флочĕпе хаяррăн [[Алали çапăçăвĕ|тинĕсре çапăçма]] тивет. Корсикăна пирĕн эрăччен V ĕмĕрте çĕнсеçĕнтерсе илнĕ карфагенсем пирĕн эрăччен 238 çулта утрава римсене хăввармалла пулать. Корсикансем рим пуçлăхĕсене хирĕç чăкăрташнă пулин те, çичĕ çул (236—230) хĕрнĕ кĕрешӳре пăхăнаççĕ. Корсика императорсен влаçĕпе çӳле хăпарса (хулана 33 хӳтлĕхпе хупăрланă пулнă) каять.
 
Вандалсем тапăнса кĕнипе (470 çултанпа) Корсика V ĕмĕрте юхăнса пырать. [[Велизарий]] утрава 533 çулта вандалсенчен хăтарать, çакăнтанпа утрав е Висантие, е готсене пăхăнса тăрать. Каярах вĕсене франксем (754) тата сарацинсем (850) çĕнтереççĕ, çакăн пирки тинç хĕрринчи турулсем пĕлтереççĕ. XI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Корсика пизансен аллине лекет те ăна темиçе феодал хушшинче ваклаççĕ.