Вьетнам: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 235 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q881 (translate me)
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
9-мĕш йĕрке:
1930-мĕш çулсенче çĕршывра хăватлă наци-ирĕклĕхлĕ юхăме тапранать, ăна Индокитай Коммунистсен партийĕ ертсе пырать (çулпуçĕ — Хо Ши Мин). Тĕнчен иккĕмĕш вăрçи вăхатĕнче Вьетнама япунсем хăйсен аллине çавăрса илеççĕ. Вăрçă вĕçленнĕ май япун çарĕсем кунтан тухса Японипе Маньчжурине хӳтĕлеме каяççĕ.
Çак ансат самантпа усă курса, коммунистсем, тĕрлĕ ирĕклĕхлĕ юхăмсен анлă коалицийĕ (Вьетминь коалицийĕ) вăйĕ-халĕпе — 1945 çулхи çурла уйăхĕнче («Август (Çурла) революцийĕ) колони администрацийĕн тĕпĕсене аркатаççĕ те [[1945]] çулхи [[авăн, 2]] кунĕнче Иреклĕх Декларацине йышăнаççĕ. Франци çакăнпа килĕшмест те колонийе каялла таварас тесе, 1945 çул вĕçĕнче Индокитай çурутравне çарсем кĕртет. Çапла вара «Пăхăнманлăх вăрçи» пуçланать. Темиçе çул хушши Вьетминь паттăрĕсем, партизан меслечĕсемпе усă курса, французсен вăйĕсене чакарсах пыраççĕ, кайран вара, [[КХР]] та Совет Союзĕ пулăшăвĕпе, франци колони çарĕсене темиçе хут çĕнтереççĕ. Чи хаяр та йывăр çапăçу [[1954]] çулхи çуркунне Дьенбьенфу çирĕплетнĕ хӳтлĕх районĕнче пулса иртет.
1954 çулхи çулла Женева килĕшĕвĕсене ал пусса çирĕплетнĕ, Вьетнам, Лаос тата Камбоджа пĕтĕм ирĕклĕхе çĕнсеçĕнтерсе илеççĕ, хăвăрт пĕтĕмлĕхлĕ ирĕклĕ суйлавсем ирттерме хатĕрленеççĕ. Суйлавсемчĕн Вьетнам вăхăтлăха Бенхай шывпа иккĕне пайланать. Çакăн пек пайлану АПШ-сене килĕшет. Пĕрлешӳллĕ Штатсем коммунизма Кăнтăр-Тухăç Азире саралма чарас тесе суйлавсем ирттерме кансĕрлеççĕ, кăнтăрта Вьетнам Республикине (тĕп хули — Сайгон) палăртса тăваççĕ, Нго Динь Зьема ертӳçĕ вырăнне лартаççĕ. [[1960]] çулта çурçĕрти Демократиллĕ Вьетнам Республикин (ДВР) ертӳçĕсем çĕршыва вăйпа пуçтарма шутлаççĕ. Кăнтăр Вьетнама ирĕке кăларакан Наци фронтне (КВИНФ, акăлчан варианчĕ — NLF) йĕркелеççĕ. Наци фрончĕ партизан ушкăнĕсен меслечĕсемпе «сайгон режимĕн» сĕмне чакарма тытăнать.
 
[[1976]] çулта Социаллă Вьетнам Республики (СВР) çĕнĕ конституцине йышăннă, Сайгона Хошимин ята куçарнă.