Францин Аслă революцийĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2014 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Францин Аслă революциĕ''', — [[Франци историйĕ]]н [[1789]]-[[1799]] çулсем хушшинчи тапхăрĕ. Ку вăхăт тапхăрĕнче Франци пурнăçĕнче питĕ пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Сăмахран, [[монархи]] вырăнне [республика] йĕркипе пурăнма тытăннă.
 
'''Франци револю́цийĕ''' ({{lang-fr|Révolution française}}), хăш чухне «Аслă» теççĕ, [[Франци]] социаллă тата политика системин [[XVIII ĕмĕр]]те пулса иртнĕ пысăк трансформацийĕ шутланать, ун чухне [[Кивĕ йĕрке]]не пăрахăçланă. [[Бастили]]е [[1789]] султа ярса илнипе тапранать, вĕçĕмне тĕрлĕ историксем [[Термидор_пăтăрмахĕТермидор пăтăрмахĕ|1974 çулхит 9 термидор пăтăрмахĕ]]<ref>[http://liberte.newmail.ru/Encyclop/HL-revolution.html ''Плавинская Н. Ю.'' Великая французская революция (1789—1794) // Исторический лексикон. XVIII век. — М.: Знание, Владос, 1996.]</ref>, [[18 брюмер пăтăрмахĕ|1799 çулхи 18 брюмер пăтăрмахĕ]]<ref>[http://liberte.newmail.ru/gfr-bre.html ''Карп С. Я.'' Французская революция 1789-99.]</ref>, е [[Наполеон I Бонапарт|Наполеон]] [[1804]] çулта патша кăшăлне тăхăннине палăртаççĕ. Çак тапхăрта Франци абсолютлă монархинчен пĕрремĕш хут сăмахпа ирĕклĕ те тан граждансен республики пулса тăрать. Франци революци пулăмĕсем Францине хăйне те, кӳршисене те улăштарнă, нумай историксем çак революцие Европа кун-çулĕн чи паллă ĕç-пуçĕ вырăнне хураççĕ.<ref>[http://encarta.msn.com/encyclopedia_761557826/french_revolution.html French Revolution // MSN Encarta.]{{ref-en}}</ref>
 
==Никĕсĕсем==
24-мĕш йĕрке:
=== Директори ([[1795]]—[[1799]]) ===
{{main|Ӗçтăвакан Директори}}
9-мĕш термидор хыççăн революци пăчланмасть. Якобинсен клубне хупаççĕ, конвента чĕррĕн сыхланса юлнă жирондистсем таврăнаççĕ. [[1795]] çулта террор майлисем икĕ хутчен те конвента хирĕç Париж халăхне «çăкăр тата 1793 çулхи конституци» ыйтăвĕпе çĕкленĕ (жерминалĕн 12-мĕшĕнче тата прериалĕн 1-мĕшĕнче), анчах конвент икĕ пăлхавне те вăйпа пусарать, темиçе «юлашки монтаньяра» айăпласа вĕлерме хушать. Çав çулхи çуллах конвент çĕнĕ конституци (III çулхи конституцие) хатĕрлет. Саккун тăвакан влаçăн пĕрре мар, икĕ палатăран — пиллĕкçĕрсен канашĕ тата старейшинăсен канашĕ — тытăнса тăрать, çаплах суйлав цензĕ йĕркине йышăннă. Ӗçтăвакан влаçе директори — пиллĕк директор — аллине панă, вăл министрсене тата правительствăн провинцири агенчĕсене ĕç парса тăнă. Ӗçтăвакан канашсенче суйлавра республикăна хирĕçлисем нумай вырăн çĕнсеçĕнтерсе илесрен хăранипе, конвент «пиллĕкçĕсемпе» «старейшинăсен» иккĕ виççĕмĕш пайне пĕрремĕш хут конвент пайташĕсенчен илмелле тесе çирĕплетнĕ.
 
Çак виçеллĕ хушăва пĕлтерсен, Конвент «халăхăн суверенитетне» пăснă тесе роялистсем Парисра пăлхав тапратаççĕ. Ку пăтăрмах вандемьерăн 13-мĕшĕнче ([[юпа, 5]] [[1795]] ç.) сиксе тухать; конвента [[Наполеон Бонапарт|Бонапарт]] çăлать, вăл инсургентсене картечьпе ăшалама тапач парать. [[1795]] çулăн вĕçĕнче конвент ''пиллĕкçĕрсемпе старейшинăсен канашне'' тата ''директорие'' влаç парать.
30-мĕш йĕрке:
Кĕске хушăра [[Карно]] темиçе çар йĕркелет, унта этем пур пĕрлĕхĕн пĕтем класĕсен чи хастар, чи ĕçчен çыннисем çырăнаççĕ. Çар ретне тăван çĕшыва хӳтĕлесшĕннисем те, республика йĕркеленӳлĕхĕсене тата демократи йĕркисене пĕтĕм Европăра сарас тĕллевлисем те, Францие вăрçă чапĕпе тупăш кӳресшĕн çынсем те,çар хĕсметĕнче мала тухасшăн çынсем те тăнă.Çенĕ демократиллĕ çарта çар хисепне хăпартма кирек епле хевтеллĕ çын та пултарнă; çавăнпа ĕнтĕ сахал мар паллă çарпуçĕ ахаль салтакран ӳснĕ.
 
Майĕпен революци çарĕпе территорие туртса илме усă кураççĕ. Директори вăрçăпа этем пĕрлĕхне пурнăçри кăлтăксенчен аяккалла туртнă, çаплах укçа-пурлăх тупăшланă. Директори укçа-тенĕ пурлăхне пухас тесе çĕнсеçĕнтерсе илнĕ çĕршыври халăхсем çине контрибуци йывăрлăхне хурать.
Директори Италири çарĕнче çамрăк генерала Бонапарта лартать, вăл вара 1796—97 çç. Сардинирен Савойăна туртса илет, Ломбардине йышăнать, Пармăран, Моденăран, Пап облаçĕнчен, Венецирен тата Генуйăран контрибуци пуçтарать папăн хăш çĕрĕсене Ломбарди (Цизальпи республики) çумне çыпăçтарать. Австри лăпкăлăха ыйтать. Çакăн чухнелле аристократи Генуйĕнче демократи революци пулса иртет, вăл Лигури республикипе пулса тăрать. Австрипе ĕçе вĕçлесен, Бонапарт директорие Египетре Англи тапăнма сĕнет, унта Наполеон ертсе пынă çар экспедицине яраççĕ. Çапла вара, революци вăрçисен вĕçнелле Франци Бельгие, Рейнăн сулахай çыранне, Савойăна тата Италин хăш пайне ярса илет тата йĕри-тавра темиçе «тăванлă республикăпа» хупарланса тăрать.