Элам: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
33-мĕш йĕрке:
 
=== Симашки ăрăвĕ ===
Аван патшалăхĕ арканса кайсан тӳрех Элама [[ур]] патши Шульги çĕнсеçĕнтерсе илнĕ. Темиçе вунçуллăх хушши çĕршыва шумер чиновникĕсем тытса тăнă. Шу-Суэн ур патши чухне Симашки элам хулинче Гирнамме патша пулни паллă. Гирнамме несĕлĕ— Энпилухан — Уртан уйрăлса Аван тата Сузы хуласене çĕнсеçĕнтерсе илет. Энпилухана хăйне шумер çарĕ тыткăна илет, Элам çак тĕле пĕтĕмпех шумер айĕнчен тухать. Ур гарнизонĕсене пур çĕртен те хăваласа яраççĕ, шумерсен вара çĕршывран тухса тарма тивет.
 
[[Хутрантемпти]] патша влаçĕн айĕнче эламсем Шывхушши территорине тапăнса Уруна хăйсем Эламра хуçаланнăшăн тавăраççĕ. III Ура ăрăвĕн юлашки патшине — Ибби Суэна — элам çарĕсем пулăшнипе астаулран сирпĕтсе антараççĕ, çакăн хыççăн элам гарнизонĕсене Урара тата Шумерăн урăх пысăк хулисенче вырнаçтараççĕ. Çапах та, вĕсен кунтан темиçе çултан тухса кайма тивет. Идатту I патша вăхăтĕнче Симашкисем хăйсен влаçне пĕтĕм Элама сараççĕ. Элам патшалăхĕ аллă çултан сахал çеç пырать. Кĕçех Симашки патшисем хăйсен мăнаçлăхне çухатаççĕ те, п.эрч. XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурри тĕлнелле Эламри влаçе çĕнĕ ăру — [[Суккаль-мах ăрăвĕ]] ярса илет.
 
=== Суккăль-мах (Эпарт) ăрăвĕ ===
Ăрăва никĕслекенĕ - хăш Эпарти – хура халăхран тухнăскер пулнă, çĕршыври влаçа кăнар йĕркипе мар, кĕрешӳре çĕнсеçĕнтерсе тивĕçнĕ. Эпарти несĕлесем, уйрăмах Шильхаха арăм патша, патша влаçне, Элам патшалăхне чылаях тĕрĕклетеççĕ.
 
Элам влаçа ун чухне хăй евĕр триумвират тытса пынă. Çĕршыва виçĕ тăрăм пĕр харăс ертсе пынă: 1) Суз суккалĕ, 2) Элам тата Симашки суккалĕ, 3) суккаль-мах. Суккаль-мах çĕршывăн патши шутланать, унăн ĕç вырăнĕ Сузра пулнă. Вăл вилсен элам астулне яланхилле Элампа Симашки суккăлĕ ларнă. Часах çак патшан шăллĕ пулнă. Суз суккăльĕ вырăнне (тĕп хула тăрăмĕ) суккаль-мах хăйĕн аслă ывăлне лартнă. Çапла, Эламра кӳршĕ патшалăхсенчи пек влаç ашшĕнчен ывăлне мар, пиччĕшĕнчен шăллĕне куçса пынă. Суккаль-мах ăрăвĕсен политика кун-çулĕ пирки питĕ сахал хыпар. Элам ун чухне Вавилонипе тата Аккад патшалăхĕпе кĕрешнĕ. Пирĕн эрăччен ХV ĕмĕр пӳсламăшĕнче Суккаль-махсен ăрăвĕн кун-çулĕ ăнсăртран татăлать. Элама [[касситсем]] çĕнсеçĕнтерсе илнĕ теме пулать. Темиçе çĕрçуллăх хыççăн çеç Элам каллех [[Аншан тата Суз патшисем|Aншанпа Суз]] тапхăрĕнче ирĕклĕхе тухать.
 
== [[Аншан тата Суз]] (Игехалкисемпе Шутруксем) ăрăвĕ ==
47-мĕш йĕрке:
Çенĕ элам ăрăвĕ, вырăнти сумлă çынсен уйрăлас кăмăлне пĕтереймест, тĕп влаçа çирĕплетеймест. Пирĕн эрăччен XIII ĕмĕртен пуçласа эламсем çĕрсене сарма тытăнаççĕ. Эламсем Диял юханшыв çинче пысăк çĕре ярса илет, çав шутра Эшнунну хулана ([[Унташ Напириш]] патша вăхăтĕнче (астула пирĕн эрăччен 1275 ç. илет). Çак çер витĕр Иран туçинчи Икшывран караван çулĕсем иртнĕ. Эламсен çак çĕнтерӳсене пула Вавилонри кассит ăрăвĕ лакăма кĕрсе ӳкет, вара Элама пурĕпе вавилон влаçĕнчен хăтарăççĕ.
 
[[Китен-Хутране]] патша (астула пирĕн эрăччен 1235 ç. йышăнать) тапхăрĕнче Вавилоние икĕ харçăпа кайнă, [[Ниппур]]а, кайран [[Иссин]]а туртса илнĕ. Анчах та элам тăрăмĕн Вавилонире çирĕпленсе вырнаçассине ассири патши [[Тукультининурта I]] пăсса хурать, вăл хăй Вавилоние ярса илесшĕн ĕмĕтленнĕ, çав ĕç-пуçра вăл элам патшинчен ăнăçăлларах тупăшлать. Китен Хутрана вилсен Эламри влаçа çĕнĕ ăру – [[Шутрук-Наххунте]] патша ятĕнчен тухнă Шутрук ăрăвĕ çĕнсеçĕнтерсе илет. Çак патша 1160 çулта [[Вавилон]] çине çĕнтерӳллĕ харçăпа пырса тухать, хулана пĕтĕмпех тустарать, вĕсенчен пысăк парăм туянать.
 
== Вуламалли ==