Эквадор: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
18-мĕш йĕрке:
1-мĕш пинçуллăхăн вĕçĕнче тинĕс хĕрринче пурăннă кара индей йăхĕсем, туçи районĕсене вăрçăпа кĕрсе каяççĕ, вырăнти халăха — киту индей тата ытти йăхсене пăхăнтарса (пайĕпе вĕлерсе пĕтерсе, пайĕпе вĕсемпе хутшăнса кайса), патшалăх йĕркелеççĕ, ăна латин американ литературинче «Киту патшалăхĕ» тесе палăртаççĕ. Майĕпен вăл тухăç деспоти тĕсĕллĕ патшалăх пулса тăрать.
 
[[XV ĕмĕр]]те (1460 çул тĕлнелле) «Киту патшалăхне» инкăсен Тауантинсуйу патшалăхĕ çĕнсеçĕнтерсе илет (кĕрешĕвĕ 15 çула яхăн пырать). Инкă патшалăхĕн нумайрахăш халăхĕ (инкăсем — тăрăнлă каста) кечуа индей йăхĕ пулнă. Çапла вара кечуа чĕлхи хальхи Эквадор территоринче чи саралнă чĕлхе пулса тăрать.
 
=== Испани колонизацилени ===
24-мĕш йĕрке:
Эквадора [[Испани]] валли [[Писарро Франсиско|Франсиско Писарропа]] [[Бартоломе Руис]] ([[1526|1526 çулта]] — пĕрремĕш десанчĕ) тата [[Себастьян де Белалькасар]] ([[1531|1531 çулта]] Эквадор территорине пăхăнтарать) юнташĕсемпе ярса илеççĕ. Вĕсем авалхи индейсем пурăннă вырăнта Сан-Франсиско-де-Кито хула никĕсленĕ. [[1529]] çулта Писарро Çĕнĕ Кастили çĕрĕн (хальхи [[Перу]]па Эквадор территорин) генерал-капитанĕ ĕç вырăнне тупăçать, [[1539]] çулта хăйĕн Гонсало пиччĕшне Кито тăрăмĕ туса лартать.
 
Территорие çĕнсеçĕнтерсе илсен, ылтăнпа кĕмĕлĕн çĕр айĕнчи пысăк управĕсене тупаймасăр, испансем çĕршывра плантацисем йĕркеленĕ, кунта индейсене тата Африкăран турттарса килнĕ чура-негрсене тар юхтарса ĕçлеттернĕ. Сăрт-ту çĕрĕсенче сурăх кĕтĕвĕсене ĕрчетнĕ.
 
=== Пăхăнманлăх ===