Гарнье Опери: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2018 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
20-мĕш йĕрке:
==Кун-çулĕ==
Гарнье керменĕ — XIV-мĕш Людовик 1669 çулта çак ӳнер тĕсне хапăлласа илнĕ хыççăн париж оперин вунвиççĕмĕш çурчĕ пулса тăрать. 1858 çулхи 14 кăрлачра III Наполеона вĕлерме тăнă хыççăн Лё Пёлетье́ (Le Peletier) урамĕнчи операн кивĕ çуртне император кайма пăрахнă та çĕнĕ çурт туса лартма хушнă. Чи лайăх проектне конкурспа суйласа илнĕ, унччен никам та пĕлмен вăтăрпиллĕкри Шарль Гарнье çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Гарнье (Palais Garnier) керменĕнче, Парижăн IX-мĕш тавралăхĕнче, (avenue de l’Opéra) вĕçĕнче, çавнашкалçавăн пек ятлă метро станцийĕпе юнашар вырнаçнă. Çурт-йĕрĕ эклектикалла архитектуран боз-ар уйрăмлăхĕн тĕслĕхĕ пулса, III Наполеон тата префект Осман пурнăçа кĕртнĕ хулари пысăк çĕнелĕхсен тапхăрне лекет.
Нумай вăхăт хушши театр çуртне Париж опери тенĕ, анчах 1989-мĕш çулта Париж наци опери валли иккĕмĕш театр пусмине — Бастили Опери уçнă хыççăн, ăна Шарль Гарнье архитектор ячĕпе чĕнме пуçлаççĕ. Иккĕшĕ те «Париж наци опери» (Opéra national de Paris) ятпа пĕрлешĕнсе тăраççĕ.