Сăвă: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
39-мĕш йĕрке:
 
== Акцентлă сăвă ==
Сăввăн йĕркисенче пусăмсен шучĕ пĕр пек, сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăма та пултарать. Урăхла ăна тоника [[Виçе|виçи]] теççĕ. Шалти çемĕ (ритм) çук. [[Чăвашсем|Чăваш]] акцентлă сăввинчен уйрăмах унччен "силлабика" терминпа палăртма хăнахнă виçеллисем кăсăклă. Силлабика тени [[Çеçпĕл Мишши]]чченхи тапхăршăн çеç юрăхлă. Хальхи вăхăтра, паллах, пурте пусăмсене палăртса [[Илемлĕ вулав|вулаççĕ]]. Çав шутра ĕлĕкхи текстсене те. Калăпăр, [[Нарспи (поэма)|"Нарспи" поэмăна]] çавнашкалçавăн пек вулаççĕ паян. Вуланă чухне изосиллабизмлă акцентлă сăвă пек пулса тухать. Изосиллабизмсăр акцентлă сăвăсем чăваш [[поэзи]]йĕнче сайрарах тĕл пулаççĕ.
=== Тактовик ===
Акцентлă сăввăн [[тĕс]]ĕ. Сăвă йĕркисенче [[пусăм]]сен шучĕ пĕр пек, вĕсен хушшинчи пусăмсăр сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăрать: пĕрререн пуçласа виççĕ таранччен. Хушăксен уйрăмлăхĕ иккĕрен иртмест: 3-1=2. Хăшпĕр тĕлте пусăмсем умлăн-хыçлăн тăрсан, хушăкра [[нуль]] пусăмсăр сыпăк тăнă пек курăнать те хайхи максимумла уйрăмлăх 3-0=3 пулать. Çавна кура [[тактовик]] теессинчен пăрăнса [[акцентлă сăвă]] (пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшпе) теме тивет.
65-мĕш йĕрке:
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
Ку йĕркесем [[Петĕр Хусанкай]]ăн "Хура перкенчĕк" ярăмри пĕр сăввинчен.<ref>[[Петĕр Хусанкай]]. Çырнисен пуххи. 1-мĕш том. Шупашкар, 1997. — С. 93.</ref> Йĕркесем чат пĕр пек [[карт]]сенчен тăмаççĕ. Анчах та вĕсем пурте пĕр пек çемĕллĕ ( — U U — U — U ). Сăмах май каласан, çÿлерех илсе кăтартнă "Мамăк çурăлнă тапхăр..." сăввăн тăватă йĕркинче те çавнашкалçавăн пек ен пур (мăшăрлă йĕркесемпе мăшăрсăр йĕркесем тĕлĕшпе). Эппин унăн виçине пĕр харăсах [[дольник]] те, [[Логаэдла сăвă|логаэд]] та теме пулать (чăн та, ытти йĕркесенче апла мар). Кунта хирÿçĕлĕх çук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ япала.
== Шурă сăвă ==
[[Шурă сăвă]] тесе рифмăсем ( [[састаш]]сем) пачах та çуккине кура калаççĕ, — енчен те унăн шалти [[Виçе|виçи]] е йĕркесенчи сыпăксен танлăхĕ пур пулсан. Эппин, састашсемсĕр [[Ирĕклĕ сăвă|ирĕклĕ сăвва]] шурă сăвă теме май çук.
[[Чăваш литератури]]нче çак меслетпе çырнă сăвăсем сахал мар. Çав вăхăтрах хăшпĕр авторсен [[еткер]]ĕ тĕпрен илсен пĕтĕмпех çавнашкалçавăн пек [[хайлав]]сенчен тăнине палăртмалла. Сăмахран, вăл шута [[Илле Тăхти]] ([[1889]]-[[1938]]) сăввисем кĕреççĕ. Синтаксисла параллелизмран килекен сăлтавсене пула çеç вĕсенче<ref>[[Илле Тăхти]]. [http://chuvash.org/lib/keneke/30.html Суйласа илнисем: сăвăсем, поэмăсем, калавсем, статьясем, çырусем.] — Шупашкар: ЧПГĂИ, 2009. — 366 с.</ref> хушăран састаш палăрăмĕсем курăнкалаççĕ. Çапла вара ăнсăртран е ăнсăртранах та мар тенĕ пек килекен рифмăсем шурă сăввăн тасалăхне пăсаççĕ. Кунашкал самантсем [[Шелепи Николай Иванович|Николай Шелепи]] ([[1881]]-[[1945]]) пултарулăхĕнче уйрăмах нумай<ref>Шелепи Н.И. [http://2.nbchr.ru/www/PDF/shelepi1.pdf Çĕрпÿ пасарĕ.]</ref>.
 
== Фольклорти сăвă пирки ==