Сăвă: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
3-мĕш йĕрке:
Асăннă [[сăмах]]ăн урăхларах [[пĕлтерĕш]] те пур: сăвăлла çырнă кĕске [[литература]] [[хайлав]]не çапла калаççĕ. [[Вырăс чĕлхи|Вырăсла]] — ''стихотворение''.
 
Çавăн пекех "прозăлла сăвă" текен [[ăнлав]] та пур, анчах та унпа, тĕпрен илсен, [[проза|прозăлла]] çырнă хайлавсене палăртаççĕ: текста пĕртен-пĕр меслетпе йĕркесем çине пайлама май пур чухне çеç сăвă темелле. Калăпăр, [[Вырăссем|вырăс]] литературинчи [[Максим Горький]] çырнă "Песня о Буревестнике" тата "Песня о Соколе" пирки çапла калама пулать. УнашкалУн пек прозăлла сăвăсене [[Юркин Иван Николаевич|Иван Юркин]] "тăсса çырнă такмак" тенĕ<ref>Юркин И.Н. Повеçсем, прозăлла сăвăсем, тĕрленчĕксем, асаилÿсем. Шупашкар, [[1986]]. — 268 С.</ref>.
== Ирĕклĕ сăвă ==
Ритмăн пĕртен-пĕр палăрăмĕпе — текст йĕркесем çине пайланнипе çеç — палăрса тăракан сăвă. Урăхла ăна верлибр теççĕ. [[Петĕр Яккусен]], [[Сăвăç|поэт]] тата [[чĕлхеçĕ]], чăваш ирĕклĕ сăввисене, вĕсен [[генезис]]не кура, икĕ пысăк ушкăна уйăрма сĕннĕ: верлибр I ([[фольклор]]тан аталанаканнисем) тата верлибр II ([[Европа]] традицийĕсенчен тухса пыраканнисем)<ref>Ирĕклĕ сăвă тавра. Тавлашу. — Тăван Атăл, [[1988]], №10. — 59 С.</ref>.
71-мĕш йĕрке:
 
== Фольклорти сăвă пирки ==
[[Юрă|Юррăн]] сăвви пур. Анчах та кунашкал сăвă юррăн кĕввипе тачă çыхăннă. Вĕсене — юррăн [[мусăк]]ĕпе сăввине — пĕр-пĕринчен уйăрма та çук. Мĕншĕн тесен пĕр пĕтĕмĕшле пĕрлĕх пулса тăраççĕ. Çавна кура "кунта хорей, лере ямб" текелесе калаçма май çук. Чăн та, тепĕр чухне юррăн сăвви, кĕвĕ-çемĕрен уйрăлса, хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма пуçлать. Эппин, ун пирки ун чухне çапла каламалла та. УнашкалУн пек пулăм çук-тăк, сăмахламалăх шухăшĕ те çук.
Çав вăхăтрах [[фольклор]]та чăн малтанах юрăпа çыхăнман сăвăсем те пур. Вăт вĕсем пирки чăн-чăн сăвă пек калаçма май пур. Сăмахран, мăн кĕрÿ такмакĕ<ref>[http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=3277 САЛАМАЛИК, мăн кĕрÿ такмакĕ.]</ref>