Сăвă: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Сăвă''' ({{lang-el|η στίχος}} — ĕрет, йĕрке, тытăм), — ятарлă [[Ритм|ритмпаритм]]па палăрса тăракан [[текст]]. Тĕрĕссипе ку текст уйрăм йĕркесем (ĕретсем) çине пайланнине пĕлтерет. Сăвăра ритмăн урăх палăрăмĕсем те пулма пултараççĕ. Анчах та пĕтĕмĕшле [[Палăртав (логика)|палăртавра]] (дефиницире) вĕсем татăклă пĕлтерĕшлĕ мар. Сăвă ăсталас [[ăслай|ăслайсем]]сем кашни [[чĕлхе]]рех хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе палăрса тăма пултараççĕ. Ку статьяра ытларах [[Чăваш чĕлхи|чăваш]] сăвви пирки каланă.
{{toc-right}}
Асăннă [[Сăмах|сăмахăнсăмах]]ăн урăхларах [[пĕлтерĕш]] те пур: сăвăлла çырнă кĕске [[литература]] [[Хайлав|хайлавнехайлав]]не çапла калаççĕ. [[Вырăс чĕлхи|Вырăсла]] — ''стихотворение''.
 
Çавăн пекех "прозăлла сăвă" текен [[ăнлав]] та пур, анчах та унпа, тĕпрен илсен, [[проза|прозăлла]] çырнă хайлавсене палăртаççĕ: текста пĕртен-пĕр меслетпе йĕркесем çине пайлама май пур чухне çеç сăвă темелле. Калăпăр, [[Вырăссем|вырăс]] литературинчи [[Максим Горький]] çырнă "Песня о Буревестнике" тата "Песня о Соколе" пирки çапла калама пулать. Унашкал прозăлла сăвăсене [[Юркин Иван Николаевич|Иван Юркин]] "тăсса çырнă такмак" тенĕ<ref>Юркин И.Н. Повеçсем, прозăлла сăвăсем, тĕрленчĕксем, асаилÿсем. Шупашкар, [[1986]]. — 268 С.</ref>.
== Ирĕклĕ сăвă ==
Ритмăн пĕртен-пĕр палăрăмĕпе — текст йĕркесем çине пайланнипе çеç — палăрса тăракан сăвă. Урăхла ăна верлибр теççĕ. [[Петĕр Яккусен]], [[Сăвăç|поэт]] тата [[чĕлхеçĕ]], чăваш ирĕклĕ сăввисене, вĕсен [[Генезис|генезиснегенезис]]не кура, икĕ пысăк ушкăна уйăрма сĕннĕ: верлибр I ([[фольклор|фольклор]]тан аталанаканнисем) тата верлибр II ([[Европа]] традицийĕсенчен тухса пыраканнисем)<ref>Ирĕклĕ сăвă тавра. Тавлашу. — Тăван Атăл, [[1988]], №10. — 59 С.</ref>.
 
== Силлабика ==
Сăвă йĕркисенче [[Сыпăк|сыпăксенсыпăк]]сен шучĕ тан пулнипе уйрăлса тăрать. Изосиллабизм теççĕ çакна. Сыпăксен шутне [[размер]] теççĕ. Ритм ытти енсемпе йĕркелленисем çук. Вăл шутра — [[Пусăм|пусăмсемпусăм]]сем тĕлĕшпе те. Пусăмсем вăйсăр е пĕлтерĕшлех мар [[Чĕлхе|чĕлхесенчечĕлхе]]сенче сарăлнă ку [[меслет]]. Сăмахран, [[чăваш чĕлхи]]нче те [[Çеçпĕл Мишши]]ччен пусăмсен çирĕп йĕркисем пулман.
 
Вырăс [[поэзи|поэзийĕнчи]]йĕнчи силлабика тапхăрне ([[XVIII ĕмĕр]] умĕн) Б.В.Томашевский ак çапла ăнлантарнă: сăвă çыракансем ытларах тĕн çыннисем пулнăран, вĕсем пуплеве тăсса, "юрласарах" калама хăнăхнă — кĕлĕри пек. Çавна кура пусăмсăр тата пусăмлă сыпăксен уйрăмлăхĕсем [[хăлха|хăлхана]]на питех кĕмен<ref>Мысль, вооружённая рифмами. Поэтическая антология по истории русского стиха. Ленинград: изд-во Ленинградского университета. 1984. — С. 418—419.</ref>/
== [[Метрикăлла сăвă]] ==
Сăввăн кашни йĕркин шалти çемми (шалти ритмĕ) пулсан çапла калаççĕ. Паллах, кунта чăн малтан пусăмсем пирки сăмах пырать. Шалти йĕркен уйрăм [[Пĕрчĕ|пĕрчине]], — енчен те вĕсем пурте пĕр пек пулсан, — [[метр]] е [[карт]] (вырăсла — "стопа") теççĕ. Пĕрчĕсем пĕ]]р пек пулмасан апла каламаççĕ. Сăввине хăйне те "метрикăлла" теессинчен пăрăнаççĕ. Сăввăн кунашкал виçине силлабо-тоника тени те пулать. Мĕншĕн тесен ытларах чухне сыпăксен тата пусăмсен шучĕ пĕр пек. Анчах [[Вырăсвырăс чĕлхи|вырăс чĕлхинче]]нче "вольные стихи" [[Термин|терминпатермин]]па палăртакан сикчевлĕ сăвăсенче изосиллабизм тата изотонизм çук. Çакана шута илсен, метрикăлла сăвă тени чылай ăнăçлăрах.
=== Метрикăллă сăввăн тĕсĕсем ===
Метрикăлла сăввăн пĕр тĕсне çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ: вăл — ''сикчевлĕ сăвă''. Асăннă меслетпе [[сăвăç]]сем [[Юптару|юптарусенеюптару]]сене çырма килĕштереççĕ.
{{Цитата пуçламăшĕ}}
<poem>
20-мĕш йĕрке:
Çу каçиччен
Хуралçă Йытă йăтрĕ пулă,
Вăл пулчĕ муллă.<ref>[http://chuvash.org/lib/haylav/2163.html Сергей Юшков. Юптару. Йытăпа чăх.] </ref>
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
Сăвăри сыпăксен шучĕ кашни йĕркере тĕрлĕрен кунта: 8, 4, 9, 5. Çав [[вăхăт|вăхăтрах]]рах икĕ сыпăклă виçесенчен пĕрин — [[хорей|хорейĕн]]ĕн — сулăмĕ пурри те курăнса тăрать. Тепĕр çакнашкал [[виçе]] — [[ямб]].
 
Виçĕ сыпăклă метрикăллă сăвă виçисем: [[амфибрахий]], [[анапест]], [[дактиль]]. Тăватă сыпăклă сăвă виçисем те пулаççĕ (пеонсем).
39-мĕш йĕрке:
 
== Акцентлă сăвă ==
Сăввăн йĕркисенче пусăмсен шучĕ пĕр пек, сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăма та пултарать. Урăхла ăна тоника [[Виçе|виçи]] теççĕ. Шалти çемĕ (ритм) çук. [[Чăвашсем|Чăваш]] акцентлă сăввинчен уйрăмах унччен "силлабика" терминпа палăртма хăнахнă виçеллисем кăсăклă. Силлабика тени [[Çеçпĕл Мишши|Çеçпĕл Мишшичченхи]]чченхи тапхăршăн çеç юрăхлă. Хальхи вăхăтра, паллах, пурте пусăмсене палăртса [[Илемлĕ вулав|вулаççĕ]]. Çав шутра ĕлĕкхи текстсене те. Калăпăр, [[Нарспи (поэма)|"Нарспи" поэмăна]] çавнашкал вулаççĕ паян. Вуланă чухне изосиллабизмлă акцентлă сăвă пек пулса тухать. Изосиллабизмсăр акцентлă сăвăсем чăваш [[Поэзи|поэзийĕнчепоэзи]]йĕнче сайрарах тĕл пулаççĕ.
=== Тактовик ===
Акцентлă сăввăн [[тĕс]]ĕ. Сăвă йĕркисенче [[пусăм|пусăмсен]]сен шучĕ пĕр пек, вĕсен хушшинчи пусăмсăр сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăрать: пĕрререн пуçласа виççĕ таранччен. Хушăксен уйрăмлăхĕ иккĕрен иртмест: 3-1=2. Хăшпĕр тĕлте пусăмсем умлăн-хыçлăн тăрсан, хушăкра [[нуль]] пусăмсăр сыпăк тăнă пек курăнать те хайхи максимумла уйрăмлăх 3-0=3 пулать. Çавна кура [[тактовик]] теессинчен пăрăнса [[акцентлă сăвă]] (пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшпе) теме тивет.
 
=== Дольник ===
Акцентлă сăввăн тĕсĕ.Сăвă йĕркисенче [[пусăм|пусăмсен]]сен шучĕ пĕр пек, вĕсен хушшинчи пусăмсăр сыпăксен шучĕ вара улшăнса тăрать: пĕрререн пуçласа иккĕ таранччен. Хушăксен уйрăмлахĕ пĕрререн иртмест: 2-1=1. Хăшпĕр тĕлте пусăмсем умлăн-хыçлăн тăрсан, хушăкра [[нуль]] пусăмсăр сыпăк тăнă пек курăнать те хайхи максимумла уйрăмлăх 2-0=2 пулать. Çавна кура [[дольник]] теессинчен пăрăнса [[тактовик]] теме тивет.
 
Дольник сулăмĕллĕ сăввăн тĕслĕхĕ ([[Петĕр Хусанкай]], "Мамăк çурăлнă тапхăр..." ([[1933]]):
55-мĕш йĕрке:
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
Сăвă йĕркисемпе юнашар кунта пурте ăнланакан [[Паллă|паллăсемпепаллă]]семпе унăн дольникле [[Схема|схемине]] кăтартнă.
== Логаэдла сăвă ==
{{Цитата пуçламăшĕ}}
65-мĕш йĕрке:
</poem>
{{Цитата вĕçĕ}}
Ку йĕркесем [[Петĕр Хусанкай]]ăн "Хура перкенчĕк" ярăмри пĕр сăввинчен.<ref>[[Петĕр Хусанкай]]. Çырнисен пуххи. 1-мĕш том. Шупашкар, 1997. — С. 93.</ref> Йĕркесем чат пĕрешкелпĕр пек [[Карт|картсенченкарт]]сенчен тăмаççĕ. Анчах та вĕсем пурте пĕр пек çемĕллĕ ( — U U — U — U ). Сăмах май каласан, çÿлерех илсе кăтартнă "Мамăк çурăлнă тапхăр..." сăввăн тăватă йĕркинче те çавнашкал ен пур (мăшăрлă йĕркесемпе мăшăрсăр йĕркесем тĕлĕшпе). Эппин унăн виçине пĕр харăсах [[дольник]] те, [[Логаэдла сăвă|логаэд]] та теме пулать (чăн та, ытти йĕркесенче апла мар). Кунта хирÿçĕлĕх çук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ япала.
== Шурă сăвă ==
[[Шурă сăвă]] тесе рифмăсем ( [[Састаш|састашсемсасташ]]сем) пачах та çуккине кура калаççĕ, — енчен те унăн шалти [[Виçе|виçи]] е йĕркесенчи сыпăксен танлăхĕ пур пулсан. Эппин, састашсемсĕр [[Ирĕклĕ сăвă|ирĕклĕ сăвва]] шурă сăвă теме май çук.
[[Чăваш литератури|Чăваш литературинче]]нче çак меслетпе çырнă сăвăсем сахал мар. Çав вăхăтрах хăшпĕр авторсен [[Еткер|еткерĕеткер]]ĕ тĕпрен илсен пĕтĕмпех çавнашкал [[хайлав|хайлавсенчен]]сенчен тăнине палăртмалла. Сăмахран, вăл шута [[Илле Тăхти]] ([[1889]]-[[1938]]) сăввисем кĕреççĕ. Синтаксисла параллелизмран килекен сăлтавсене пула çеç вĕсенче<ref>[[Илле Тăхти]]. [http://chuvash.org/lib/keneke/30.html Суйласа илнисем: сăвăсем, поэмăсем, калавсем, статьясем, çырусем.] — Шупашкар: ЧПГĂИ, 2009. — 366 с. </ref> хушăран састаш палăрăмĕсем курăнкалаççĕ. Çапла вара ăнсăртран е ăнсăртранах та мар тенĕ пек килекен рифмăсем шурă сăввăн тасалăхне пăсаççĕ. Кунашкал самантсем [[Шелепи Николай Иванович|Николай Шелепи]] ([[1881]]-[[1945]]) пултарулăхĕнче уйрăмах нумай<ref>Шелепи Н.И. [http://2.nbchr.ru/www/PDF/shelepi1.pdf Çĕрпÿ пасарĕ.]</ref>.
 
== Фольклорти сăвă пирки ==
[[Юрă|Юррăн]] сăвви пур. Анчах та кунашкал сăвă юррăн кĕввипе тачă çыхăннă. Вĕсене — юррăн [[мусăк|мусăкĕпе]]ĕпе сăввине — пĕр-пĕринчен уйăрма та çук. Мĕншĕн тесен пĕр пĕтĕмĕшле пĕрлĕх пулса тăраççĕ. Çавна кура "кунта хорей, лере ямб" текелесе калаçма май çук. Чăн та, тепĕр чухне юррăн сăвви, кĕвĕ-çемĕрен уйрăлса, хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма пуçлать. Эппин, ун пирки ун чухне çапла каламалла та. Унашкал пулăм çук-тăк, сăмахламалăх шухăшĕ те çук.
Çав вăхăтрах [[фольклор|фольклорта]]та чăн малтанах юрăпа çыхăнман сăвăсем те пур. Вăт вĕсем пирки чăн-чăн сăвă пек калаçма май пур. Сăмахран, мăн кĕрÿ такмакĕ<ref>[http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=3277 САЛАМАЛИК, мăн кĕрÿ такмакĕ.]</ref>
 
== Çавăн пекех ==