Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Jarash (Сӳтсе яв | хушни)
→‎Каçăсем: no project and no portal
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
28-мĕш йĕрке:
}}
 
'''Пĕрлешĕннĕ Штатсем''', (''USA'' — ''United States of America'') — [[Çурçĕр Америка|Çурçĕр Америкăри]] федераллă республика. Ытларах çухне АПШ кĕскен [[Америка]] теççĕ, унта пурăнакансене [[американсем]] тесе чĕнеççĕ.
 
АПШ çĕрĕсем хĕвелтухăç енче [[Атлантика океанĕ]]нчен пуçласа хĕваланăç енче [[Лăпкă океан]] таран тăсăлнă. Çурçĕр енче юнашар [[Канада]] вырнаçнă, кăнтăр енче — [[Мексика]]. АПШ çĕрĕсем шутне çавăн пекех темиçе [[утрав]] [[Кариб тинĕсĕ]]нче тата [[Лăпкă океан]]ра кĕреççĕ.
34-мĕш йĕрке:
9.6 миллион тăваткал километр лаптăк йышăннăскер, Америка тĕнчери виççĕмĕш чи аслă çĕршыв. Халăх йышĕпе (300 миллион ытла) Америка тĕнчери виççĕмĕш чи йышлă çĕршыв.
 
АПШ çĕршывне 1776 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче [[Аслă Британи]]е пăхăнмасси çинчен пĕлтернĕ 13 [[колони]] «Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем» ят парса никĕсленĕ. Вĕсен [[суверенлăх]]ĕпе (никамапăхăнманлăхĕпе) [[Аслă Британи]] [[1783]] çулта килĕшнĕ. [[1781]] çулта '''Конфедераци Йĕркисем''' (''Articles of Confederation'') ятлă хута йышăннă хыççăн Америка пĕрлешӳллĕ, никама пăхăнман, халăхла патшалăх пулса аталаннă. Халăх правительсвин ĕлки 1787 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче хальхи [[конституци]]не йышăннă хыççăн самай улшăннă.
 
Америка халăхĕн çар, экономика, этеплĕх, политика витĕмĕ тĕнчере XIX, XX ĕмĕрсенче çирĕпленнĕ.
41-мĕш йĕрке:
 
== Ячĕ ==
Чăваш чĕлхинче "«Америкăри пĕрлешӳ Штатсем"», "«Америкăн Пĕрлешӳ Штачĕсем"», «АПШ», «Америка», «Пĕрлешӳллĕ штатсем», «Мăриккан» (официаллă мар).
 
Америка ятпа чăн малтан нимĕç картографĕ [[Мартин Вальтсемӳллĕр]] (''Martin Waldseemüller'') çĕнĕрен туса кăларнă глобуспа карттă çинче Çурçĕрпе Кăнтăр Америкăсен пĕрлешӳллĕ континентне палăртнă. Чылайăшĕ шутланă тăрăх "«Америка"» '''[[Америго Веспуччи]]''' (''Amerigo Vespucci''), Итальян çул тĕпчекенĕн ятĕнчен пулса кайнă. Веспуччи [[Колумб]] [[Инди|Инти]]не мар çĕнĕ тĕнчене çитнĕ тесе шутланă. Çапла вара Веспуччине хисеплесе вăл палăртнă çĕнĕ çĕре унăн ятне панă.
 
Америкăна унсăр пуçне чылай вăхăт Колумби тесе чĕннĕ. Халĕ вăл ятпа Амеркăн тĕп хули [[Вашингтон]] вырнаçнă района палăртаççĕ. Пĕрлешӳллĕ штатсене Колумби тени унсăр пуçне сăвă хайлавĕнче тĕл пулкалать.
 
«Америкăн пĕрлешӳ Штачĕсем» ятпа «Никамапăхăнманлăх çинчен пĕлтерни» (''Declaration of Indepence'') хутра [[1776]] çулта усă курнă.
 
== Кун-çулĕ ==
54-мĕш йĕрке:
Америкăн тĕп çĕрĕн вырăнти халăхĕсем [[Ази]]рен сахалран 12 000 е нумайран 40 000 çул каялла пуçласа куçнă. Çав халăхсенчен хăшĕ-пĕри Колумб саманиччен тухăçлă çĕр ĕç туса, капмар çуртсем хăпартса, [[патшалăх]]сем йĕркелесе пурăннă. Вырăнти Америка халăхĕпе пĕрремĕш хут [[Христофор Колумб]], Европă тĕпчевçи, [[1493]] çулхи [[чӳк, 19|чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче]] [[Пуэрто-Рико]] çĕрне çитсе çыхăнать. Çав çултан пуçласа, Америкăн тĕп халăхĕн нумайăшне [[Еврази]]рен килнĕ чир-мур вĕлерсе тăкать.
 
Хальхи Америкăн тĕп çĕрĕ-шывĕнче, [[Флорида]] тесе чĕннĕ тăрăхра чи малтан [[Испани|испан]]сем колони хывнă. Хайхи малтанхи [[Испани|испан]] ялĕсенчен [[1565]] çулта никĕсленĕ Сант-Августин кăна тăрать. Каярахпа испансем Америкăн кăнтăр-хĕвеланăç енне куçма тапратаççĕ, унтан пинĕ-пинĕпе испан ялĕсем Мексикă урлăшĕпе сарăлаççĕ. [[Франци]]рен килнĕ [[мамăк]]-[[тир]] усламçисем хăйсен ялĕсене [[Çĕнĕ Франци çĕрĕсенче, [[Аслă Кӳлĕ]] тавра çавăраççĕ, унтан [[Çурçĕр Америка|Çурçĕр Америкăн]] чылай шалти çĕрĕ-шывне [[Мексика пырĕ]] таранах хăйсен аллине илеççĕ.
 
Аслă Британи малтанхи ялĕ-хулисене Вирчини ([[1607]] ç.) тата Плимăс ([[1620]] ç.) колонийĕсенче хывать. [[1628]] çулта [[Массаччуссăтс Пырĕ]]нчи Колоние никĕслени миграци юхăмне вăйлатать, вара [[1634]] çула [[Çĕнĕ Англи]]ре 10 000 яхăн [[пуритан]] вырнаçать. 1610 çултан революциччен [[Британи]] хăйĕн колнийĕсене 50 000 пине яхăн ристан ярать.
60-мĕш йĕрке:
[[1614]] çултанпа [[Гудзон (юханшыв)|Гудзон]] юханшывăн аялти çыранĕсенче [[Нидерландсем|Голланди]] çыннисем ял-хула çавăрма тытăнаççĕ, çавсен шутĕнче [[Манхэттăн]] утравĕ çинчи [[Çĕнĕ Амстердам]] та. [[Делавэр (юханшыв)|Делавэр]] [[юханшыв]]ĕ хĕрринче [[1638]] çулта хывнă [[Çĕнĕ Швеци]] ялне те [[1655]] çулта Голланди ярса илет.
 
[[Франципе Индейĕц вăрçи]] вăхăтĕнче [[Британи]] Канадăна [[Франци]] аллинчен туртса илет. Канадăри францилле калаçакан халăх çапах Кăнтăр колонисен политика витĕмĕнчен хӳтĕ юлать. [[1674]] çула çити [[Британи]] Голландипе вăрçă вăрçса юлашкин колонийĕсене çĕнсе илет; [[Çĕнĕ Недерланд]] провинцине [[Çĕнĕ Йорк]] ят хурать. [[1729]] çулта Каролинă çĕрĕсене пайланă, [[1732]] çулта Джорджие колонизациленĕ хыççăн Британин 13 колонийĕ Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем пулса пĕрлешеççĕ. Пĕрлешĕве кĕнĕ кашни çĕр-шывăн хăйĕн вырăнти тата колонилле правительствисем пулнă, кашнинче ирĕклĕ çынсем суйлава хутшăнма пултарнă. Ĕлĕкхи Акăлчан çыннисен ирĕкĕсене тĕпе хунипе, [[вырăнти хăй тытăмлăх|вырăнти тытăм]] туйăмĕпе республикăлăх шухăшĕ тĕрекленет. Пур штат [[Африка]] чурисен суттине легализацилет. Çуралнисен йышĕ пысăк, вилнисен – сахал пулнине, татти-сыпписĕр имиграци вăйланнипе кашни 25 çул иртмессерен колонисенчи халăх йышĕ 2 хут йышланать. 1730-401730—40-мĕш çулсенчи Христос чĕрĕлĕвĕн Аслă Вăрану юхăмĕ халăха тĕнпе те, тĕн ирĕклĕхĕпе те кăсăклантарать. [[1770]] çул патне колонисенчи халăх акăлчанланса пырать. Халăх йышĕ 3 миллиона çитсе [[Аслă Британи]]н çуррипе танлашать, çапах налук тӳлекенсене [[Аслă Британи]]н Парламĕнче хӳтĕлекен пулман.
 
=== Пăхăнманлăхпа Анлану ===
92-мĕш йĕрке:
[[1961]] [[Совет Союзĕ]] тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут этем яраять. Çак ĕç Америкăра ăслăлăх ĕçĕн тухăçлăхне çĕклеме хавхалантарать. Джон Кеннеди президент уйăх çине этеме кăларакан çĕр-шыв Америка пултăр, ĕç 1969 çулта пурнăçлантăр тесе калать. Кеннеди президент саманинчех [[Куба]] таврашĕнче Совет Союзĕпе ядерлă вăрçăпа хăратакан ĕç пулса иртет. Çав хушăрах, Америка экономики самай ӳссе-сарăлса каять. Африка-американĕсен [[Мартин Лютер Кинг]] пек хастар пуçлăхĕсем ертнипе граждан ирĕкĕсемшĕн юхăм американсене расă тăрăх уйăрасси-хĕсĕрлессине хирĕç, [[Джим Крау саккунĕ]]сене, 1964 çулта çирĕплетнĕ [[Граждан Прависен Акчĕ]]нчи пĕр абзацне пĕтерессишĕн кĕрешеççĕ. Кеннеди президента вĕлернĕ хыççăн, ăна ернĕ политиксем виççĕмĕш çĕр-шыв вăрçисене Кăнтăр-хĕвелтухăç [[Ази]]не илсе çитереççĕ, [[Вьетнам]]ра ăнăçусăр вăрçă пуçлаççĕ.
 
1974 çулта Вотергейт сас-хури тухсан, Ричард Никсон демократла президента влаçпа иртĕхнĕшĕн ĕçрен тухтараççĕ. 1980 çулта Рональд Рейгана суйлани Америкăн политики «сылтăмалла» (республикансем енне) сулăннине пĕлтерет. 80-90-мĕш çулсенче [[Совет Союзĕ]]н хăвачĕ чакать те [[СССР арканăвĕ|СССР арканать]]. [[ПНО]]ра ертӳçĕ пулса, союзникĕсемпе Перс кӳлмек тата [[Югослави]] вăрçисене чарайни Америкăн тĕнчери хăрах суперхăват авторитетне çирĕплетет. [[Билл Клинтон]] президент пулнă хушăра (1991 - 20011991—2001) Америка экономики тĕнчере самай сарăлать. 1998 çулта гражданла суда лекнĕшĕн, ясар ĕçĕпе çуйăху кăларнăшăн Элчĕсен Çурчĕ [[Билл Клинтон|Клинтона]] айăпласа [[импичмент]]лет; президента Сенат çăлса ĕç вырăнĕнче хăварать.
 
[[2001]] çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче [[Нью-Йорк]] хулинчи ларакан Тĕнчери Суту Центрĕн йĕкĕр çуртне, тата Пентагона самолетсем пырса çапăнаççĕ. Виçĕ пине яхăн çынна вĕлерсе Тĕнчери Суту Центрĕ тата юнашар ларакан темиçе çурта ишĕлтереççĕ. Çак ĕç пулса иртнĕ хыççăн, [[Джордж Уокер Буш|Джордж Буш]] президент преступленишĕн [[Аль-Кайда]] террорисчĕсене айăпласа [[Террорпа Вăрçă]] пуçлать. Çав çулах ÇАПУ çарĕ Афганистана кĕрсе, Талибан правительствине тата Аль-Кайда шкулĕсене çĕмĕрет. Талибансем [[ÇАПУ]] çарне хирĕç партизанла вăрçаççĕ. 2002 çулта иккĕленӳллĕ пĕлтерӳсене шанса [[Джордж Уокер Буш|Джордж Буш]] [[Ирак]]ри влаç режимне пусарма чĕнет. ÇАПУ пулăшма туннине кура [[Джордж Уокер Буш|Джордж Буш]] [[Ирĕкне Кăтартакансен Коалицийĕ]] йĕркелесе 2003 çулта [[Ирак]] çарне кĕртет те, Саддам Хуссейн президентлăхне пĕтерет. Хăй халăхĕ те, тулашри çĕр-шывсем те Иракран çарне кăларма хистинĕ пулин те Америка çарне [[Ирак]]ран илсе тухмасть.