Сириус: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Си́риус''' ({{lang-la|Sirius}}), çаплах '''[[Пысăк Йытă]]ри α ''' ({{lang-la|α Canis Majoris}}) — çĕрлехи [[тӳпе]]ри чи ялтăр [[çăлтăр]]. Çутатулăхĕпе Хĕвелтен 25 хут вăйлăрах пулин те, Сириус çăлтăрсен тĕнчинче чи ялтăрри мар — унăн курăмлă шевли пире çывăххипе хăватлă пулать. Сириуса [[Çĕр (планета)|Çĕрĕн]] кирек епле регионĕнчен, çурçĕрти облаçсемсĕр пуçне, сăнама пулать. Сириус [[Хĕвел системи]]нчен 8,6 [[çутă çулталăкĕ]] хушăра вырнаçнă, вăл [[Çывăхри çăлтăрсен ят-йышĕ|пире çывăх çăлтăрсенчен]] пĕри пулать. Вăл [[тĕп умлăхыçлăхĕ]]н А1 [[спектр класĕ]]ллĕ çăлтăрĕ шутланать.

[[1844]] çулта [[Бессель Фридрих Вильгельм|Фридрих Бессель]] Сириус [[йĕкĕр çăлтăр]] пулĕ тесе шутланă. [[1862]] çулта [[Кларк Альван Грэхэм|Альван Кларк]] компаньон-çăлтăра асăрханă, ăна '''Сириус B''' (кунта [[B (латиница)|B латин саспалли]] ят панă. Курăнакан çăлтăра хăш чухне '''Сириус A''' теççĕ. Икĕ çăлтăрăн 20 [[Астрономи виçи|а. в.]] тăршшинче пĕрлехи [[массăсен центрĕ]], çаврăну тапхăрĕ 50 çулталăк патнелле. [[1915]] çулта [[Маунт-Вильсон обсерваторийĕ|Маунт-Вильсон обсерваторинчи]] астрономсем Сириус B [[шурă карлик]] (ку асăрханă пĕрремĕш шурă карлик шутланать) пулнине кăтартнă. Çакăнтан, В Сириус ĕлек А Сириусран çав тери пысăкрах пулнă темелле, çавăнпа [[Çăлтăр эволюцийĕ|эволюци]] процесĕнче тĕп умлăхыçлăхран тухса ӳкнĕ.
 
Сириус системин çул ӳсĕмĕ, халĕ тĕпченипе, 230 млн çула майлă (хаклавсен вариацийĕ: 200 - 300 млн. çул). Чи малтанах Сириус системи икĕ шурă-кăвак В спектр класĕнчи çăлтăртан тытăнса тăнă: пĕр компоненчĕн (В Сириус) масси 5 Хĕвел массипе тан, иккĕмĕшĕн (А Сириус) масси — 2 Хĕвео масси. Кайран, 120 млн. çул маларах ĕнтĕ, пысăкрах В Сириус çунса пĕтнĕ те хĕрлĕ гиганта куçнă, тепĕртакран тулаш çийне пăрахнă та хальхи шурă карлик пулса тăнă<ref name="Аванта" />. В Сириус масси 1,02 Хĕвел массипе танлашать, вăл ткпса палăртнă чи йывăр шурă карликсенчен (çакăн пек шурă карликсен масси 0,5–0,6 M☉) пĕри пулать.
 
== Истори ==